Çĕнелнĕ садик «Умка» ят йышăнĕ

27 Янв, 2015

РФ Патшалăх Думи йышăннă "Шкул ÿсĕмĕчченхи вĕрентĕвĕн регионсенчи тытăмне çĕнетесси" тĕллевлĕ мерăсене пурнăçласа Чăваш Енре ача сачĕсем чылай уçăлчĕç. Халиччен ĕçленисене те темиçĕшне çĕнетсе улăштарма та май тупăннă. Акă 2015 çула кĕтĕмĕр кăна - шăпăрлансен черетлĕ ушкăнĕшĕн пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланчĕ: вĕсем садике çÿреме тытăнчĕç. Ĕнер Шупашкарти Лебедев урамĕнчи 23-мĕш çуртра вырнаçнă 165-мĕш ача сачĕ, юсава хупăннăран ачасене пĕр хушă йышăнма чарăннăскер, хăйĕн алăкĕсене тепĕр хут уçрĕ. Çак ятпа кунта чăн-чăн уяв иртрĕ.

Ку таранччен асăннă учреждени сывлăх енчен хавшакрах ачасене, уйрăмах - туберкулез ерес хăрушлăх пуррисене, йышăннă. Вĕсен сывлăхне сăнаса тăма меллĕрех пултăр тесе ушкăнсене 10-15 ачаран нумай вырнаçтарман. 2014 çулхи авăн уйăхĕнче садик статусне улăштарма, çуртне тĕпрен юсаса çĕнетме йышăннă. Халĕ вăл СанПин нормисемпе килĕшÿллĕн 350 ачана вырнаçтарма юрăхлă.

...Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе илемлетнĕ, умне кавир сарнă, хĕрлĕ хăю çыхнă алăк патĕнче халăх темĕн чухлĕн кĕпĕрленнĕ. Хаклă хăнасен ушкăнĕ - сумлă: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регион уйрăмĕн ертÿçи Николай Малов, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, хула администрацийĕн ертÿçи Алексей Ладыков. Ача сачĕн коллективĕ, ачисем тинех шанчăклă хÿтлĕх тупнăшăн хĕпĕртенĕ ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене, садике тĕпрен çĕнетнĕ тулли мар яваплă "Була" предприятин ĕçченĕсене /ертÿçи - Сергей Киргизов/ тав туса пĕтереймест.

Тав тумалăх чăнах та пур. 4 уйăхра садик палламалла мар улшăннă. Кунта 14 ушкăн валли хăтлă пÿлĕмсем, музыка, физкультура залĕсем, логопедпа психолог, медицина пÿлĕмĕсем т.ыт.те. Пищеблокра та çитĕнекен ăру сывлăхĕшĕн усăллă апат-çимĕç кăна хатĕрлессĕн туйăнать: паха апат янтăлама мĕнпур услови йĕркеленĕ.

Ачасен пĕлÿ культуришĕн тăрăшма кĕçĕн ÿсĕмренех пуçлани вырăнлă тенипе кам килĕшмĕ? Акă физкультура залĕнче вырнаçтарнă "Хăрушсăрлăх лапамĕ" çинче ачасем хăйсене чăн пурнăçри пекех туяççĕ. Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма халех хăнăхтарнăшăн воспитательсене ырламалла çеç.

Музыка залĕнче шĕвĕрккесем хăнасене юмах тĕнчипе тыткăнларĕç çеç мар, тăван халăх юрри-ташшипе те савăнтарчĕç. Илемлĕ чăваш çипуçĕллĕскерсем халăхăмăрăн пуянлăхĕ çинчен сăмах пуçарчĕç. Çак саманта Михаил Игнатьев, акă, еплерех хакларĕ:

- Чăваш тумĕн хитрелĕхне ачаран туйма вĕрентни аван. Çакăншăн ашшĕ-амăшне, садик ĕçченĕсене тав тăватăп. Унран та ытла пахараххи - халăхăмăр юрри-сăввипе, манăçми культурипе ачаран паллаштарни. Пирĕн пуласлăх акă ĕнтĕ вăл!

Этеме çипуçне кура кĕтсе илеççĕ те ăсне кура... Ку учрежденире çак ăслă каларăша та тÿрре кăларассăн туйăнать. Çуртăн кашни кĕтесĕнчех - юмах кĕнекисенчен йĕркеленĕ пĕчĕк куравсем. Хитре хуплашкаллăскерсене асăрхамасăр епле иртĕн? Иккĕленместĕп: компьютер вăййисен тыткăнне çирĕп çакланнă ача та кăсăкланса пĕрерĕшне тытса пăхатех. Литература çулталăкĕнче шкул ÿсĕмне çитменнисен хушшинче те кĕнекене юратакансен йышĕ ÿсессе шанмалли кăна юлать.

Цифрăсен чĕлхи çине куçас-тăк çакна палăртмалла: юсав валли тăкакланнă 33 млн тенкĕрен 28-шĕ - федераци бюджетĕнчен. Самай пысăк укçана Чăваш Ене вăхăтра куçарасси Алена Аршинова депутат тăрăшулăхĕпе те çыхăнни - куçкĕрет. Илемлĕ те хăтлă садикшĕн хăйĕн хĕпĕртĕвне палăртнă май вăл уяв кĕрекин хуçисене çемçе тетте - "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" паллине упа çурине - парнелерĕ. Çĕнелнĕ учрежденин ячĕ хальлĕхе çукчĕ-ха - символла парне хыççăн "Умка" ят хурсан аван пулмаллине сĕнекенсем тупăнчĕç.

 

Ирина ПУШКИНА

cap.ru сайчĕн сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.