Халăха синкерсенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе республика малтисен йышĕнче

27 Янв, 2015

Пушар машинисем, çăлав службисен ытти техники пĕр çĕре йышлăн пухăннине асăрхасан çынсем мĕнле те пулин инкек пулман-ши тесе шухăшлаççĕ. Çапах тÿрех пăшăрханма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен пирĕн республикăра хальхи йышши çăлав техникин куравĕсене çулталăкне темиçе хут йĕркелеççĕ, команда-штаб вĕренĕвĕсемпе тренировкисене ирттереççĕ.

Çĕнĕ техника кирлех

Иртнĕ кĕçнерникун республикăри чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас енĕпе ĕçлекен службăсем 2014 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç, çавăн пекех кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Пĕтĕмлетÿллĕ мероприяти пуçланиччен унта хутшăнакансем малтан ЧР Правительство çурчĕ умĕнчи йĕркеленĕ хăйнеевĕрлĕ куравпа паллашрĕç. Хальхи йышши пушар-çăлав техники хушшинче мĕн тĕрли кăна çук-тăр: куçса çÿрекен мобильлĕ штабран пуçласа 50 метр хăпартмалли машина таран. Унтах - шар курнисене медицина пулăшăвĕ памалли ăшă палатка. Инçех мар - тарăн юр тăрăх тата шурлăхлă вырăнта çÿреме пултаракан техника. Юнашарах - металл листисемпе пăрăхĕсене касакан хатĕр, вăл аварие лексе сиенленнĕ автомобильсенчи çынсене кăлармашкăн кирлĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.