Банк тытăмне çирĕплетес ыйтупа
Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чулхулара ФАО регионĕсенчи банк тытăмĕсен çирĕплĕхне ÿстерес, капиталне пысăклатас тата экономика секторĕсенчи предприятисене кредит ресурсĕсемпе тивĕçтерес ыйтупа канашлу ирттернĕ. Округри банк пĕрлĕхĕсен представителĕсем /вăл йышра - Чăваш Енрисем те/ РФ Тĕп банкĕн Атăл-Вятка управленийĕнче пухăннă.
Финанспа экономика сферинчи тăнăçлăха упраса хăварма патшалăх экономикăн пайăр секторне 2 триллион ытла тенкĕ хывма йышăннă. Михаил Викторович çирĕплетнĕ тăрăх - асăннă укçа-тенкĕпе çĕршыв экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлама усă курĕç. Ăна мĕнле тухăçлă тăкакланине çирĕп тĕрĕслесе тăма йышăннă.
Ю.ЛИСТОПАД.