ЧПУ студентне — Солженицын стипендийĕ
Тĕнчипе паллă çыравçă, обществăпа политика деятелĕ, публицист Александр Солженицын çинчен илтмен çын çук. Раççейри вĕренÿпе наука министерстви унăн ячĕпе çуллен çĕршыври аслă шкулсенче вĕренекенсене - 10 студента - çулталăк илсе тăмалли стипенди çирĕплетнĕ. Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Ставрополь, Хусан, Омск, Воронеж, Томск - 2009 çултанпа тĕрлĕ хулари яшсемпе хĕрсем тивĕçнĕ çакнашкал премие литература пултарулăхĕнче, политологире, журналистикăра пысăк çитĕнÿ туса пысăк хисепе тивĕçнĕ студентсен йышне кăçал пирĕн ентеш пуçласа лекнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн "Журналистика" уйрăмĕнче виççĕмĕш курсра вĕренекен Артем Гаврилов халиччен те тĕрлĕ конкурсра çĕнтерÿçĕ е призер пулнăччĕ. Солженицын ячĕллĕ стипенди - çамрăк тĕпчевçĕшĕн, яланах шыраври журналистшăн чăннипех пысăк çитĕнÿ.
Артем Гавриловпа Чăваш Ен çамрăкĕсенчен чылайăшĕ куçăн мар майпа тахçанах паллашнă темелле: 2012 çулхи кĕркуннеренпе вăл Наци радиовĕнче "Студгородок" вырăсла кăларăм ертсе пырать, массăллă информаци хатĕрĕсен фестивалĕсене те тăтăшах хутшăнать. 2013 çулта Мускавра Никама пăхăнман радиохыпарлав фончĕ йĕркеленипе иртнĕ "Самоинтервью" конкурсра çĕнтернĕччĕ. Артем проекчĕпе эфира тухма пуçланă "Студгородок" Пĕтĕм Раççейри "Медиаçĕнтерÿ - 2014" ача-пăчапа çамрăксен МИХĕсен 4 фестивалĕн, 2013, 2014 çулсенче - Пĕтĕм Раççей шайĕнчи "Хрусталь çĕмрен" конкурсăн лауреачĕ пулнă. Çулталăк каялла пултаруллă каччă Раççей Журналисчĕсен союзĕн ретне тăнă.
Александр Исаевич Солженицын "пĕрре алла калем тытнă çын нихăçан та яваплăхран хăпаймасть, калемлĕ, камерăллă, микрофонлă çынсем хăйсемпе пĕр вăхăтра пурăнакан çынсен айккинчи судйисем мар, йĕри-тавра пулса иртекен суяпа чăнлăхшăн айăп тÿсекенсем" тесе шухăшланă. Çавна май вăл сăмахпа кĕрешме пултаракансем тĕнчене хурçă хĕрнĕ самантра пулăшма пултарасса çирĕп шаннă. Паллă публицист-çыравçă каланине унăн ячĕпе пуçарнă ятарлă стипендие тивĕçнĕ хастар, ăслă, малкурăмлă ентешĕмĕр Артем Гаврилов та тÿрре кăлартăрччĕ.
Влада МИРСКАЯ
Комментировать