Ăстаçă пурне те кирлĕ

27 Янв, 2015

Хамăр тăрăхри ялсенче халĕ кăçатă тăвакансем те, тĕплекенсем те юлманпа пĕрех тесе шутлаттăм. Журналист ĕç-хĕлĕпе таçта та çитсе курнă - тĕл пулманччĕ. Тутарстан Республикинчи Элмет районĕнчи Ерĕспел ялĕнчи Григорий Александров ăстаçăпа паллашрăм та - маншăн ку чăн-чăн савăнăç пулчĕ.

- Манăн атте питĕ ăста пулнă. Вăл тем тума та пĕлнĕ. Кăçатă тĕпĕ те хунă, сапланă та, килти ăпăр-тапăр ĕçе çынна хушман, алли ылтăнччĕ унăн. Эпĕ вара хамăн пурнăçа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хулара пурăнса ирттернĕ. Водитель пулнă. Яланах руль çавăрнă. Виçĕ çул каялла мăшăрпа атте килне таврăнтăмăр. Кĕлете тирпей кÿнĕ чух аттен инструменчĕсене тупрăм. Шăпах кăçатă тĕплемеллисем пулчĕç: шĕшлĕ, ытти ăпăр-тапăр. Паллах ĕнтĕ, аврисем çĕрсе пĕтнĕччĕ. Эпĕ вĕсене çĕнетрĕм те аттен ăсталăхне малалла тăсма пуçларăм, - каласа кăтартать Григорий Лукьянович хăй ĕçне тăснă май.

- Хĕл каçа миçе кăçатă алăра тытма тивет?

- Шутласа пыман. Сахалах мар. Пĕри - тĕпне, тепри кĕле хыçне хуртарать. Хуларисем валли кăçатăпа тĕпĕ хушшине брезент хурса хăваратăп. Ун пек тусан хула çулĕсем çинчи нÿр урана витмест. Кун пирки ялтисем пĕлсе çитрĕç те хулари ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем валли çапла туса пама ыйтаççĕ.

Григорий Лукьянович - маттур çын. Çемйине те тĕслĕх вырăннех хунă пулăттăм.

- Манăн мăшăр тутар. Рахиля - Çырчалли хĕрĕ. Салтакран таврăнсан ĕçре паллашрăмăр. Пирĕн икĕ хĕр - Лариса тата Светлана. Мăнуксем те пур. Питĕ килĕштерсе пурăнатпăр тесе шутлатăп. Телейшĕн мĕн кирлĕ тата?

Ерĕспел ялĕн çыннисем Григорий Лукьянович яла таврăннăшăн питĕ савăнаççĕ. Вăл килнĕренпе пĕри те ури шăнни çинчен калаçмасть.

Светлана САДЫКОВА,

Тутарстанри хамăр корреспондент

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.