Кĕмĕл-ши эс, ылтăн-ши эс, е молотилка витĕр тухнă кĕлте-ши?

27 Янв, 2015
Шăпчăксем вăрансан,
юррăмсем шăрансан,
Çĕмĕртсем-çеçкесем
пĕр-пĕрне чуптусан,
Эп телейлĕ, тăван, чăлах
мар эп тăван,
Паттăр çын эп, тăван,
çут тĕнче умĕнче.
Валентин УРТАШ.
 

Чăвашсен паллă сăвăçне Урташа пĕрремĕш хут курсан Александр Сергеев композитор унран хăйĕнченех: «Эсир Урташ пулатăр-и?» – тесе ыйтнă та - Валентин Андреевич хуравĕ питĕ вирлĕ пулса тухнă: «Ĕненмесен, тытса пăхсам...» Чăваш халăх писателĕ Хветĕр Уяр Валентин Урташа тĕл пулсанах тĕлĕннипе: «Молотилка витĕр тухнă кĕлте пекех туйăнатăн эс мана», – тесе хунă. Геннадий Айхи поэт вара: «Мана вăл питĕ хитрен курăнчĕ», – тесе асаилнĕ. Хветĕр Агивер каласа пани кулăш пекех туйăнать, çав вăхăтрах Урташ мĕнлерех ырă чунлă çын пулнине çирĕплетет:

– Валентин Андреевич, кăштах укçа пулмĕ-ши санăн?

– Мĕн чухлĕ?

– Пĕр виçĕ тенкĕ пулсан юратчĕ.

– Ме, пилĕк тенкĕ, эпĕ пенси илнĕ.

Ваçлей Игнатьев çыравçă асилĕвĕпе те паллаштарас килет: «Мана шеллесе пуль ĕнтĕ, çĕлĕк парнелерĕ. Чылайччен тăхăнса çÿрерĕм ăна...» Çапăçу хирĕнче хăй умĕнче мина çурăлса кайнипе сулахай аллине, сылтăммин пÿрнисене, хăрах куçне çухатнă Урташăн пенсийĕ çав териех пысăк пулнă-ши? Апла маррине Хветĕр Уяр калани çирĕплетет: «Валентин пасара кайса махорка, çăмарта, ытти вак-тĕвек сутатчĕ. Кăшт та пулин укçа тăвасшăнччĕ. «Анне валли», – тетчĕ хăй пĕрмай».

Çаксене йăлтах Василий Цыфаркин хăйĕн ентешĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ тĕле кăларнă «Раккасси чăвашĕ Валентин Урташ» кĕнекере вуласа пĕлме пулать. Василий Егорович тĕрлĕ çулсенче çырнă статйисенчен йĕркеленĕ 188 страницăллă кĕнеке питĕ интереслĕ пулса тухнă. Шел, 100 экземплярпа çеç кун çути курнă вăл. Тата «Çĕнĕ Вăхăт» издательствăра пичетленнĕскерпе паллашнăçемĕн ăна ятарлă редакторăн çивĕч ăсĕ тĕплĕн тишкерменнине, корректорăн вичкĕн куçĕ йĕрлесе тухманнине ăнланса илетĕн. Апла пулин те кĕнекен тĕп шухăшĕ – «Тавах, анне», «Укăлча умĕнче», «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем» тата ытти илемлĕ юрă авторĕ тĕрĕсмарлăха, çын çынна хисеплеменнине чăтма пултарайман тÿрĕ чунлă поэт пулни – кĕнекен мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех палăртуллă та витĕмлĕ хĕрлĕ йĕр пулса пырать. Çакăнта ĕнтĕ авторăн ăсталăхĕ, хăй мĕн çинчен çырнине чун-чĕри витĕр кăларса тарăннăн пĕлсе тăни тата пурнăçланса пыран ĕçне юратни.

Çак кĕнеке тухни чăваш литературине вĕрентекенсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ: кунта Валентин Урташ пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă сăнÿкерчĕксем нумай. Петĕр Эйзин, Юрий Сементер, Петĕр Ялкир, Константин Петров, Роман Чепунов, Анатолий Васильев-Васан, Иван Ахрат, Петр Львов тата ытти пултаруллă чăвашсем Валентин Урташ çинчен каласа панисем питех те интереслĕ.

«Раккасси чăвашĕ Валентин Урташ» кĕнекене вуласа тухсан халăхра анлă сарăлнă тата халĕ те асран тухман «Укăлча умĕнче» юрă мĕнле çырăннине тата Урташ мĕншĕн шăпах çак хушма ята илнине те пĕлме пулать. Поэтăн никамăн пек те мар уçăмлă та халăх ăнланмалла çырнă сăввисене совет критикĕсем еплерех сĕмсĕррĕн тиркени çинчен те, Урташа хăйне мĕнле кÿрентерсе хĕсĕрлени çинчен те çырнă Василий Цыфаркин. Валентин Андреевичăн «Анне патне» сăввине Сергей Есенин хайлавĕпе танлаштарса «Урташăн сăвви – Урташăнах» тесе палăртать вăл.

«Кĕмĕл-ши эс, Раккасси, ылтăн-ши эс, Раккасси? ... Юррăмăрсем юхнă чухне юрă пуль эс, Раккасси», – тесе çырнă Валентин Урташ Тутарстанри Элшел /Тăхăрьял/ тăрăхне кĕрекен тăван ялĕ çинчен. Халь пĕр иккеленмесĕрех калама пулать: Урташ чăваш халăхĕшĕн ылтăнран та ылтăн – халĕ те юхаççĕ унăн юррисем, малашне те шăпчăк сасси евĕр хитрен шăранĕç.

Çак кĕнеке кун çути курнинче «Йывăçĕ мĕне тăнине унăн çимĕçĕ тăрăхах хаклама пулать» текен философиллĕ пĕлтерĕш те пур. Василий Цыфаркина кĕнекине кăларма Мускавра пысăк строительство фирминче юрист-консультантра ĕçлекен хĕрĕ пулăшнă. Акă, мĕн пĕлтерет кĕнеке хуплашки хыçĕнче Ирина Васильевна Цыфаркина: «Атте Чупайри шкулта чăваш чĕлхипе вĕрентнĕ чухне час-часах пире Валентин Урташ поэт çинчен каласа паратчĕ, сăввисемпе паллаштаратчĕ. 8-мĕш класс валли чăваш литературине вĕренмелли кĕнеке хатĕрленĕ чухне сăвăçăн «Пурăнас килет» поэмине программăна кĕртме май килнĕшĕн питĕ хĕпĕртетчĕ. Кайран урăх ĕçе куçрĕ пулсан та юратнă поэчĕ пирки интересленме пăрахмарĕ. Темиçе çул хушши пухнă материала пĕр çыхха çыхса кĕнеке кăларасшăн пулчĕ. Эпĕ унăн ĕçĕ харама кайманнишĕн, çакăнта манăн пулăшу кирлĕ пулнишĕн питĕ савăнатăп».

Эпĕ те савăнатăп çак çĕнĕ кĕнеке ман алла лекнишĕн, унăн пархатарлă пĕлтерĕшĕ çинчен ыттисене те каласа пама май килнишĕн.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.