Çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарасса кĕтетпĕр
Паллă çыравçă тата журналист Герман Желтухин 70 çул тултарчĕ.
Герман Николаевич Желтухин 1945 çулхи январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Туканаш ялĕнче çуралнă. Тĕрлемесри вăтам шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1964-1967 çулсенче Совет Çарĕнче службăра пулнă. 1971 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă.
Кун-çулне вăл пичет ĕçĕпе çыхăнтарнă: пĕрремĕш сăвви Куславкка районĕнчи «Ленин ялавĕ» хаçатра 1958 çулта пичетленнĕ. Аслă шкулта пĕлÿ илнĕ чухнех «Коммунизм ялавĕ» /халĕ - «Хыпар»/ хаçатра, 1978 çулта Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче ĕçленĕ, 1981 çултанпа - «Тăван Атăл» журналта: литература сотрудникĕнчен тытăнса тĕп редактора çитнĕ. Çав вăхăтрах, 1995 çултанпа, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн доценчĕ пулнă.
Герман Желтухин - СССР Журналистсен /1977/, Писательсен /1989/ союзĕсен членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ /1986/, Николай Никольский ячĕллĕ /2015/ премисен лауреачĕ.
Вăл - ял ĕçченĕсем, тăван тавралăхпа унăн экологийĕ çинчен вун-вун статья-калав шăрçаланă: «Ăшă сывлăм», «Кашмаш çăлтăрĕсем», «Юханшывăн ик çыран», «Салам, уй-хир», «Юрататăн пулсан...» тата ытти хайлавĕ вулакан чунне чăннипех тыткăнлаççĕ.
70 çул - паллă ĕçтешĕмĕршĕн пурнăç тапхăрĕ кăна. Литература пултарулăхĕнче вăл паян та яланхиллех хастар та пуçаруллă. Эпир, унăн произведенийĕсене ăша хывса пурăнакансем, Герман Николаевич çĕнĕ те интереслĕ хайлавсемпе савăнтарасса кĕтетпĕр.
Герман Николаевича паллă кун ячĕпе ăшшăн саламласа кулленхи пурнăçра ырлăх-сывлăх, пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр. Калеме мăкалма ан пар, хаклă çыннăмăр, хăвăн ырă калаву-очеркупа пирĕн чунсене пуянлатса тăмашкăн Турă хăват парса тăтăр сана.
«Хыпар» Издательство çурчĕн туслă йышĕ.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать