Укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă кураççĕ

25 Янв, 2014

Виçĕм кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Строймаш» АХО ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Ăна 2000 çулта никĕсленĕ. 108 çын вăй хурать. Кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 31 пин тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕр продукци виçĕм çулхинчен ытларах туса кăларнă. М.Игнатьев рабочисем еплерех вăй хунипе кăсăкланчĕ. «Маплан», «Десма» фирмăсем ăсталанă прессемпе фторсиликонран, силиконран автомашина-трактор пайĕсем валли япаласем çаптарса кăларнине сăнарĕ. Вĕсене «КамАЗ», «Гидроавтоматика», «Ярославский моторный завод» обществăсене, ытти предприятие ăсатаççĕ.

Производство корпусĕ пысăк мар. Цехсенче çутă, хăтлă, ăшă. Çынсем хуларан çеç мар, ялсенчен те ĕçе вырнаçма тăрăшаççĕ. Мĕншĕн тесен кунта укçа лайăх тÿлеççĕ, ĕç йывăр мар.

Нумаях пулмасть администраци çурчĕ туса лартнă. Республика Пуçлăхĕ пÿлĕмсене пăхса çаврăнчĕ. Предприятипе паллашнă хыççăн АХО ĕç-хĕлне хак пачĕ.

«Эпĕ обществăна икĕ çул каялла килсе курнăччĕ, - терĕ. - Кунти ырă улшăну мана савăнтарать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх енчен тĕревлемелли программăпа килĕшÿллĕн предприятие самаях пулăшрăмăр. Уйăрнă укçана еплерех ĕçе кĕртнипе кăсăклантăм. Ăна тĕллевсĕр тăкакласа пĕтермен. Вĕр çĕнĕ темиçе пресс туяннă, вĕсемпе ăнăçлă усă кураççĕ. Ĕç тухăçлăхĕ пысăк, продукци пахалăхĕ лайăх. Общество директорĕпе калаçнă чух малашне мĕнле ĕçлесси пирки шухăшламаллине палăртрăм. Коллектив умĕнче пĕр чăрмав пур: производствăна ÿстерме электроэнерги çитмест. Хула пуçлăхĕпе ку ыйтăва мĕнле татса памаллине сÿтсе яврăмăр».

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.