Тăхăрьялăн сумлă чăвашĕ
Тутарстанри Пăва районĕнче чăвашлăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă ĕç-пулăма йăлтах Чăваш наципе культура центрĕ йĕркелесе-пурнăçласа пырать.
ЧНКЦ хастарĕсем кашни чăваш ялĕнчех пур. Паллах, вĕсен ĕçне пĕр пек хаклама çук - ялсем çын йышĕпе те, калăпăшĕпе те расна вĕт. Çапах та Тăхăрьялсем вăр-вартарах та пуçаруллăрах пулнине палăртса хăвармалла. Вĕсем тăрăшнипе ĕнтĕ иртнĕ çулсенче чăваш культурин паллă деятелĕсене - И.Юркина, М.Юмана, В.Ухлие, Ираида Нарса /Пÿркел/, А.Кăлкана /Çĕнĕ Мертлĕ/, Н.Симунова /Хирти Кушкă/, А.Назула /Ескÿль/, В.Чебоксарова /Элшел/ - хисеплесе Асăну хăмисем уçрĕç. В.Урташа сумласа тăван ялĕнче Раккассинче, Г.Тимофеева /этнограф, вĕрентÿçĕ, «Тăхăрьял» кĕнеке авторĕ/ хисеплесе Элшелĕнче палăк лартрĕç. Пархатарлă пуçарусенче ертсе-хавхалантарса пыраканĕ тата «хура ĕçсене» пурнăçлаканĕ «Тăхăрьял» музейĕн ертÿçи Евгений Ильич Афанасьев тесен пĕртте йăнăш мар. Вăл Пăва районĕн ЧНКЦ Канашĕн йышĕнче тăрать, тăван тăрăхри чăвашлăх ĕçĕсемшĕн яваплă.
Евгений Ильичăн пурнăçĕн хăшпĕр самантне аса илтерни вырăнлă пулĕ. Вăл аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн /Элшелтен - кĕмĕл медальпе, институтран - хĕрлĕ дипломпа/ теçетке çул ытла Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа шкулĕнче истори тата музыка вĕрентнĕ, Елчĕк райĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕнче икĕ çул ытла тăрăшнă. Каярахпа тăван тăрăх туртнăран Элшелне килсе тĕпленнĕ, кунти шкулта вĕрентнĕ. Сăмах май, Е.Афанасьевăн ашшĕпе амăшĕ те, мăшăрĕ те учительсем, шăллĕ Владимир Ильич - ялти шкул директорĕ, кĕçĕн шăллĕ Александр Ильич пĕр вăхăт вĕрентÿçĕре тăрăшнă. Историе, музыкăна вĕрентнисĕр пуçне тăван ен музейне йĕркеленĕ, ăна экспонатсемпе пуянлатас тесе ăнтăлнă. Çапла, пур енĕпе те хастар, маттур ĕçленĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та тунсăхласа лармасть. Элшел ялĕнче «Тăхăрьял» музейне уçнинче унăн тÿпи калама çук пысăк. Вырăнти ялхуçалăх предприятине /çыннисем колхоз тесех калаççĕ-ха/ «Тăхăрьял» ят пама май килнишĕн хĕпĕртесе калаçать Евгений Ильич. Ертÿçĕсемпе - чăваш-и, тутар-и, вырăс-и - пĕр чĕлхе тупма пĕлет вăл. Тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ ентешĕсемпе çыхăну йĕркелет.
- Урташ палăкне хатĕрлеме райадминистраци ертÿлĕхĕ, ялсенче пурăнакан ырă çынсем, Ульяновск хулинчи ентешсем нумай пулăшрĕç, - пĕлтерет ЧНКЦ хастарĕ.
Элшелпе Пÿркел хутлăхне Шупашкартан писательсем, артистсем, журналистсем, спортсменсем час-час килеççĕ. Евгений Ильич вĕсене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илет.
Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Алших ялĕнче ЧНКЦ Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта 2014 çула пĕтĕмлетсе мĕн-мĕн тумаллине тата кăçалхи плана çирĕплетнĕ. Е.Афанасьев Раккасси шкулĕнче Валентин Урташ çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа литература каçĕ йĕркелерĕ. Тĕлпулу лайăх иртрĕ.
Евгений Ильич Урташ пирки каласа пачĕ - вăл поэтпа темиçе хутчен тĕл пулнă. Елчĕкре ĕçлесе пурăннă чухне пĕрле юрă-сăвă уявĕсем ирттернĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне А.Васильева /Вăрмар/, пĕлĕш пулнă май, Урташ портретне хатĕрлесе пама ыйтнă. Художник çак ĕçе ырă кăмăлпа пурнăçларĕ. Çуллă сăрăпа ÿкернĕскере Раккасси шкулне парнелерĕмĕр. В.Цыфаркинăн «Раккасси чăвашĕ Валентин Урташ» кĕнеки те поэт ентешĕсемшĕн паха парне пулчĕ.
- 2014 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр, - тет Е.Афанасьев. - Культура çулталăкĕ тухăçлă, паллă пулăмсемпе палăрса иртрĕ. 2015-мĕшĕнче, Литература çулĕнче, пурнăçламалли ĕç сахал мар. Акă паллă критик-литературовед, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Н.Дедушкин çуралнăранпа март уйăхĕнче 100 çул çитет - Элшелĕнче Асăну хăми уçас тетпĕр. Валентин Урташа халалласа июль уйăхĕнче Раккассинче сăвă-юрă уявĕ ирттерме шухăшлатпăр. Шкул ачисен пултарулăх фестивалĕсене йĕркелеме палăртнă. Кĕнекесем пичетлесе кăларас ĕмĕт те пур...
Çапла, Тăхăрьялăн çичĕ теçетке урлă каçнă чăвашне хастарлăхпа маттурлăх енĕпе такам та ăмсанмалла. Тахçанах тивĕçлĕ канура пулин те «ĕç кунĕ» яланхиллех пуçланать унăн: килти хуçалăха пăхса çаврăнмалла та «Тăхăрьял» музейне уçмалла. Унти экспозицие пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ теме çук-ха - ĕçĕ чылай. Ял тăрăхĕн администрацине çитмелле, çĕнĕ хыпарсем пĕлмелле.
Палăртнă ĕç-пулăма пурнăçа кĕртме пулăшакансем тупмалла.
Комментировать