Çутă сăнарĕ манăçмĕ
Манăн умра Чăваш халăх писателĕ Лаврентий Таллеров алă пусса парнеленĕ «Хурăн шывĕ», «Юхать юхан шыв», «Сăпка юрри», «Эрхип мăнукĕ Эрхип», «Шавласа çулçă тăкăнать», «Çăлтăр витĕр çул курăнать», «Лаша каçанĕ», «Шеремет», «Майра», «Савнă Самиле» повеçсемпе романсен кĕнекисем. Вĕсен хушшинче «Култарам-ха арăмран» ятпа пичетленнĕ калавсен пуххи те пур.
Чи кивви - 1975 çулта тухнă «Хурăн шывĕ», çĕннисем икĕ пинмĕш çулсен варринче пичетленнĕ «Шеремет», «Майра», «Савнă Самиле» кĕнекесем.
Лаврентий Васильевич хăй Комсомольски районĕнчи Нĕркеçре 1929 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче çуралнă. Кăçал вăл 85 çул тултармаллаччĕ.
Пултарулăх пуçламăшĕ унăн Комсомольскинчи «Октябрь ялавĕ» хаçатра тĕвĕленнĕ. Вăл редакцин шалти ĕçĕпе çеç çырлахса ларман, республикăри хаçатсемпе журналсене пĕчĕк калавсем, очерксем, тĕрленчĕксем парса тăма пуçланă. Лаврентий Таллерова Хветĕр Уяр, Митта Ваçлейĕ пек писательсем хăвăрт асăрханă, çыравçăсен хушшине пултаруллă çын кĕнине туйса илсе унпа çырусем çÿретме пуçланă, ăна хавхалантарнă, сĕнÿсем панă. Асăрхаттарнисем те пулман мар. Вăл район хаçатĕнче яваплă секретарьте тата тĕп редакторта вун икĕ çул ытла ĕçленĕ. Районсене пысăклатнă хыççăн пĕр вăхăт /1962-64 çулсенче/ Чăваш радион вырăнти корреспондентĕнче хăйне тĕрĕслет. 1969 çул вĕçĕнче, хĕрĕх пĕр çул тултарас умĕн, Шупашкарта тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçата куçать. Чим-ха, кун пирки тĕплĕнрех каласа парам.
1969 çулхи хура кĕркунне КПСС Комсомольски райкомĕн секретарĕсем улшăнчĕç. Ыран хаçат тухмалла. Лаврентий Васильевич редакцире çукчĕ. Телефон сасси илтĕнсе кайрĕ. Райкомăн çĕнĕ секретарĕ шăнкăравлать иккен. Хаçатăн хатĕр страницисене пичетлеме пуçличчен вуласа пăхма райкома пырса пама сĕнет. Лаврентий Васильевич таврăнчĕ те эпĕ ун патне райкомран мĕн пирки шăнкăравлани çинчен пĕлтерме кĕтĕм. Манăн сăмахсене илтсен редактор пĕрре шуралса, тепре хĕрелсе кайрĕ.
- Пурччĕ пирĕн пин те тăхăр çĕр аллă тăваттăмĕш çулччен цензор текенни те. Унтанпа райкома пичетленмен хаçата йăтса çÿресе курман, çÿрессĕм те çук, - кашни сăмаха татса каласа хучĕ вăл.
Тепĕр кунах Шупашкара командировкăна тухса кайрĕ, икĕ кун пурăнса килчĕ. «Таллеров Шупашкара пурăнма куçать, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçлеме пуçлать» текен хыпар райцентрта хăвăрт сарăлчĕ. Кĕрхи тĕксĕм кун пурте пĕрле пухăнса ăсатса ятăмăр ăна. Лаврентий Васильевич «Коммунизм ялавĕнче» культура, литературăпа искусство пайĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Хĕл ларсан хваттер пачĕç. Вăл мăшăрне Роза Александровнăна, ывăлĕпе хĕрне - Вадимпа Таньăна - хăйпе пĕрле илсе кайрĕ.
Халĕ шухăшлатăп та - райком секретарĕ телефонпа шăнкăравлани Таллеровăн телейне уçнă самант пекех туйăнать. Тата миçе çул райхаçатра ĕçленĕ пулĕччĕ-ши вăл каçхи шăнкăрав пулман тăк? Тен, пенсие кайичченех. Таланчĕ унăн яланах пысăк пулнă, анчах ăна сарма май килмен. Шупашкара куçсан вара май килчĕ. Пĕр-ик çул хушшинчех тĕрлĕ автор пĕрлешсе кăларакан кĕнекесенче темиçе калав пичетлесе кăларчĕ.
Çулсем иртеççĕ, ватлăх та алăкран шаккать. Чăваш халăх писателĕн Лаврентий Васильевич Таллеровăн ăсталăхĕ кĕнекерен кĕнекене ÿссе пырать. «Шеремет» романĕ уйрăмах ăнăçлă «пиçĕнсе» тухрĕ. Ара, ахальтен-и ăна ултă çула яхăн çырчĕ. Çырни çеç те мар-çке-ха. Ир те, каç та сăнарсене йĕркелемелле, сюжета пĕр тĕвве çыхмалла. Патшалăх премийĕ илмелли романччĕ вăл. Шел, критиксем те, Писательсен пĕрлĕхĕн ертÿçисем те çакна вăхăтра хаклаймарĕç, пахалаймарĕç. Кĕнеке вара хăвăрт сутăнса пĕтрĕ. Халĕ ăна кĕнеке лавккинче тупаймастăн.
Лаврентий Васильевич пурнăçĕн юлашки кунĕчченех литература ĕçĕнчен пăрăнмарĕ. Йывăр чиртен сипленме пульницана кайсан та хăйĕнпе пĕрле ручка, хут илме манмарĕ. Кăшт самай туйсанах маларах çырнă «Эрхип мăнукĕ Эрхип» кĕнекине çĕнĕ тÿрлетÿсем, çĕнĕ ярăмсем кĕртрĕ. Ку повеç тата ытти хайлав «Ыр-хаяр» кĕнекере пичетленсе тухасса, ăна аллинче тытса курасса ĕмĕтленетчĕ. Шел, çак вăхăта кĕтсе илеймесĕрех леш тĕнчене куçмалла пулса тухрĕ. Пĕр иккĕленмесĕрех паян çапла калатăп: чăваш литератури талантлă прозаика çухатрĕ. «Ыр-хаяр» кĕнеки вара кĕçех кун çути курĕ. Чăваш кĕнеке издательстви ăна пичетлесе кăларма хатĕрлесе çитернĕ.
Геннадий УТКИН,
Раççей Писательсен союзĕн членĕ
Комментировать