Михаил ИГНАТЬЕВ: «Пĕрле эпир нумай çитĕнÿ тăваятпăр!»

22 Янв, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыру

Республика парламенчĕн ĕнер иртнĕ 27-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Çыру текстне «Хыпар» хаçат паянхи номерте туллин пичетлет, çавна май унта çĕкленĕ ыйтусемпе уйрăммăн паллаштарни кирлĕ мар-тăр. Çырăва итлеме хутшăннисем Михаил Васильевич хăй 2010 çулта республикăна ертсе пыма пикеннĕренпе иртнĕ тапхăра тĕплĕн тишкерсе хакланин пысăк пĕлтерĕшне палăртаççĕ. Паллах, Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ тĕлĕшпе умра тăракан тĕллевсем çине пусăм турĕ - тулашри санкцисен витĕмне кура экономикăра тухса тăнă йывăрлăхсене çĕнтерессинчен, çак чăрмавсемпе хамăршăн тупăшлă усă курассинчен пуçласа вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, спорт ыйтăвĕсем таранах.

Михаил Игнатьевăн çакнашкал Çырăвĕ пиллĕкмĕш пулчĕ. Республика ертÿçи Çырупа хальхинче Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче мар, Оперăпа балет театрĕнче паллаштарчĕ. Çавна май ăна итлеме хутшăннисен йышĕ те пысăк пулчĕ. Сессие Патшалăх Канашĕн депутачĕсемсĕр пуçне РФ Федераци Канашĕн членĕ, Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕн сенатри представителĕ Константин Косачев, Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов /Раççей парламенчĕн икĕ палатинчи ытти ентеше асăрхамарăмăр - пĕлтерĕшлĕрех ĕçсем пулнă-тăр/ республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисем, тĕн, общество организацийĕсен представителĕсем, предприятисемпе организацисен, массăллă информаци хатĕрĕсен ер¬тÿ¬çисем хутшăнчĕç.

Çырăва пухăннисем хапăл туса йышăнни куçкĕрет. «Хыпар» корреспонденчĕ ятарласа шутларĕ: Михаил Игнатьев сăмахне зал вуникĕ хут алă çупса ырларĕ - уйрăмах пĕлтерĕшлĕ самантсене, сăмахран, «ял çыннисем лайăх условисенче пурăнмалли тивĕçе çĕнсе илнĕ» тенине çапла хавхаланса хакларĕç. Республика Ертÿçи Çырăва вĕçленĕ май «Пĕрле эпир нумай çитĕнÿ тăваятпăр! Пĕрлĕхре - вăй!» тенине те, паллах, пурте ура çине тăрса, алă çупса йышăнчĕç.

Хисеплĕ депутатсем, ĕçтешсем, Чăваш Енре пурăнакансем!

Иртнĕ çул пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе пуян пулчĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри паянхи социаллă пурнăçпа экономика тата политика лару-тăрăвĕ çине пысăк витĕм кÿме ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, ыттисем хăйсем çинчен каярах аса илтерĕç, çавăнпа та малашлăхра вĕсен витĕмне туйма тата çакă Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн мĕнлерех пĕлтерĕшлĕ пулассине ăса хывма тивет.

Пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕнче Сочи хулинче çĕршывра пуçласа хĕллехи Олимп вăййисем иртрĕç. Чăваш Енре пурăнакан кашни çынах Раççей спортсменĕсемшĕн чунтан хумханчĕ, вĕсен чаплă та мухтавлă çитĕнĕвĕсемшĕн тем пекех савăнчĕ. Эпир чун хавалĕпе вăйлă çын тума çуккине те тума пултарнине çирĕплетсе панă хамăрăн паралимпиецсен паттăрлăхĕпе хавхалантăмăр!

Раççейĕн пĕрлештернĕ Олимп команди йышĕнче нумай çул хушшинче пуçласа хĕллехи спорт тĕсĕсем енĕпе пирĕн республика спортсменки те ăмăртни уйрăмах камăллă пулчĕ. Ку, паллах, çитĕнÿ, çавна май эпĕ шанатăп: Чăваш Ен спортсменĕсем çывăх вăхăтрах хĕллехи олимпиадăсен пьедесталĕсене тем тесен те парăнтарĕç.

2014 çулта пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ: Раççей Федерацийĕн йышне икĕ çĕнĕ субъект - Крым Республики тата Севастополь хули кĕчĕç. Чăваш Ен Крым тата Севастополь, унта пирĕн икĕ пин çурă ытла ентеш пурăнать, Раççейĕн туслă çемйине хутшăнма кăмăл тунине хĕрÿллĕн ырласа йышăнчĕ. Туслăн килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсене алă пуснă та ĕнтĕ, вĕсем пирĕн регионсем хушшинчи экономика, наука, социаллă пурнăçпа культура çыхăнăвĕсене малалла анлăлатса пыма никĕс хываççĕ.

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕшĕччен Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери V "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумĕ иртрĕ. Эпир çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие йĕркелесе ирттерме тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр тата ăна питех те çÿллĕ шайра ирттертĕмĕр. Республикăра пурăнакансем хăйсен хастарлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе, чунтан тухакан йăл куллипе тĕлĕнмелле лару-тăру йĕркелерĕç, ют çĕршыври пирĕн ĕçтешсем палăртнă тăрăх, çавнашкалли вĕсен патĕнче Раштав уявне паллă тунă вăхăтра кăна пулать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин тата мĕнпур хăна форума йĕркеленине, Чăваш Ен халăхĕн ырă кăмăлĕпе тараватлăхне тивĕçлипе хакларĕç.

Вĕсем республикăра пурăнакансем спортпа туслă пулнине, хăйĕн Тăван çĕршывне тата тăван çĕрне чунтан юратнине курса ĕненчĕç.

Анчах та пĕлтĕр ырă пулăмсем кăна пулмарĕç. Спорт форумĕ вĕçленнĕ хыççăн темиçе кунранах çутçанталăк пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслесе пăхрĕ. Хуласемпе ялсем çине йăтăнса аннă пăрлă çумăр электричествăпа тивĕçтерекен линисен бетон юписене тÿнтерчĕ, пралуксене татрĕ тата йывăçсене хуçрĕ. Районсем, ял çĕрĕнчи халăх пурăнакан вырăнсен виççĕмĕш пайĕ çутăсăр тăрса юлчĕ.

Çак йывăр вăхăтра никам та хăраса ÿксе çухалса каймарĕ. Чăваш Ен çыннисем пирĕн йыхрава йышăнса кÿршĕ регионсенчен пулăшма килнĕ энергетиксемпе çума-çумăн тăрса электричествăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе пĕрле тăрăшрĕç, урамсемпе картишсене йĕркене кĕртрĕç. Вĕсен ырми-канми ĕçне пула çутçанталăк инкекĕн сиенĕсене кĕске вăхăтра пĕтерме май килчĕ.

Çав кунсенче эпир хамăр пĕрпĕтĕм халăх пулнине, юратнă республика ырлăхĕшĕн пĕрлешме пултарнине çирĕплетсе патăмăр! Эпир кирек мĕнле йывăрлăха çĕнме те, чи пысăк тĕллевсене пурнăçлама та вăй-хал çитеретпĕр!

Шкулсенче, больницăсенче, республикăра пурăнакансен çынсен çурчĕсенче каллех ăшă та çутă пултăр тесе çил çинче тата сивĕре, çумăрпа юр айĕнче хăйсен сывлăхне шеллемесĕр ĕçленĕ мĕнпур çынна тепĕр хут пĕтĕм чунтан тав тăвас тетĕп. Тавтапуç сире, хаклă туссем!

Çак Çырăва хатĕрленĕ çĕре йăлана кĕнĕ пекех политика партийĕсем, общество организацийĕсем, Чăваш Енре пурăнакансем хутшăнчĕç.

Ку манăн Патшалăх Канашне тата Чăваш Республикин халăхне янă пиллĕкмĕш çыру, çавăнпа та эпĕ маларах тунă ĕçĕн хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвне илсе кăтартас тетĕп.

Эпĕ Чăваш Ен Президенчĕн должноçне кĕнĕ 2010 çула аса илер. Республика территорийĕнче ун чухне вăрмансенче пушарсем алхасатчĕç, вăраха тăсăлакан шăрăх та типĕ çанталăка пула ялхуçалăхĕ пысăк тăкак тÿсетчĕ, ĕçсĕрлĕх шайĕ 9,5 процента çитнĕ, ĕç укçи енĕпе пухăннă парăм 120 миллион тенкĕрен те иртнĕччĕ. Пир-авăр комбинатĕнче, Шупашкарти трикотаж фабрикинче, Çĕнĕ Шупашкарти çурт-йĕр тăвакан комбинатра панкрутлăх лару-тăрăвĕ йĕркеленнĕччĕ, пиншер çын ĕçсĕр тăрса юлнăччĕ.

Тÿрĕ мар кăмăллă инвесторсен преступлениллĕ ĕçĕсене пула темиçе çĕр пайçă хăйсене пама шантарнă хваттерсĕр тăрса юлнă, вĕсен умĕнчи пурнăçламан тивĕçсен виçи 2 миллиард тенке çитнĕ, çурт-йĕре комплекслă майпа лартмалли "Çĕнĕ хула" чи пысăк проект пурнăçланма чарăнса ларнă.

Халăх хăй хальлĕн вилесси чарăнманччĕ, унăн кăтартăвĕ пилĕк çул хушшинче - 2005 çултан пуçласа 2010 çулта - 21 пине яхăн çынпа танлашатчĕ.

Чăваш Ен Правительствине, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене, республикăра пурăнакан кашни çыннах васкавлăн, уçăмлăн, пĕтĕм вăя хурса килĕшÿллĕн ĕçлеме, чăтăмлă та тăрăшуллă пулма ыйтакан васкавлă мерăсем йышăнмаллаччĕ.

Паян эпир тулли кăмăлпа палăртма пултаратпăр: çÿлерех асăннă çивĕч ыйтусенчен ытларахăшне татса панă.

Экономика палăрмаллах çирĕпленчĕ. Тăватă çул хушшинче пĕр пысăк предприятире те панкрутлăх ĕçĕсене пуçарман. Пачах урăхла, эпир вуншар пысăк технологиллĕ çĕнĕ производствăсем туса хута ятăмăр, пысăк ĕç укçи тÿлекен пиншер ĕç вырăнĕ йĕркелерĕмĕр.

Уйрăммăн палăртатăп: ял çĕрĕнчи таса уйра кĕске вăхăт хушшинче производство культури çÿллĕ шайра шутланакан ку чухнехи хăватлă заводсем туса лартнă. Çак проектсене ăнăçлăн пурнăçлани Чăваш Енĕн инвестици вăй-хăвачĕ пысăк пулнине кăтартать, республикăра пурăнакансене малашлăх çине ырă куçпа пăхма шанăç кÿрет.

Патшалăх харпăрлăхĕпе усă курасси унчченхинчен чылай тухăçлăрах пулса пырать, республикăн çĕр айĕнчи пурлăхĕсемпе усă курнăшăн кĕрекен укçа-тенкĕ вуншар хут ÿсрĕ.

Шута илекен ĕçсĕрлĕх 2,5 яхăн чакрĕ, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тăвассин калăпăшĕ 55 процент ÿсрĕ.

Пулăшу кирлисене, чăн малтанах нумай ачаллă çемьесене тата ветерансене, социаллă пулăшу парасси вăйланчĕ, бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçийĕ палăрмаллах пысăкланчĕ, çавна пула республикăри чухăнлăхра пурăнакансен шучĕ 14 процент чухлĕ чакрĕ, Чăваш Енре халăх йышĕ хăй хальлĕн ÿснине виççĕмĕш çул шута илетпĕр! Ку чухнехи ача сачĕсем тумалли, нумай хваттерлĕ çуртсене, картишсене тата вĕсен патне пымалли çулсене тĕпрен юсамалли, спорт площадкисене оборудованипе тивĕçтермелли программăсем йĕркеллĕн пурнăçланаççĕ.

Чăваш Ен ял çĕрĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсен тытăмне тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене аталантарас енĕпе Раççейри чи лайăх сакăр регион йышне кĕчĕ.

Юлашки икĕ çулта республикăри ялсемпе саласенче ку чухнехи модульлĕ 60 фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă, кăçалхи çурла уйăхĕнче "Ял çыннисене - 100 ФАП" проекта вĕçлетпĕр.

Пирĕн хресченсем, тăрантаруçă-çĕр ĕçченĕсем, пурнăç тăршшĕпех колхозра е совхозра вăй хунă ветерансем халĕ пахалăхлă медицина пулăшăвне лайăх шайри хăтлă условисенче илме пултарĕç!

Юлашки çулсенче пурнăçланă пĕтĕм ĕçшĕн эпĕ, хисеплĕ депутатсем, сире тав тăватăп, хăйсен ĕç вырăнĕнче тăван республика ырлăхĕшĕн тÿрĕ кăмăлпа тата ырми-канми ĕçлекен Чăваш Енĕн мĕнпур çыннине тав сăмахĕ калатăп! Ĕç çыннисене чыс та мухтав!

Эпир пустуях нимĕн те шантармастпăр, шантарнине вара - пурнăçлатпăр! Эпĕ пĕлетĕп: çĕнĕ çул-йĕр пурне те килĕшмест. Уйрăмах коррупципе кĕрешес ĕç вăйлă хирĕç тăрупа тĕл пулать, ăна эпир юлашки çулсенче çирĕппĕн пурнăçласа пыратпăр. Ахăртнех, хăшĕсен иртнĕ тап-хăра, миллиардшар тенкĕ бюджет укçине, Чăваш çĕрĕнчи вăрман туприпе çĕр айĕнчи пуянлăха ручкăпа пĕрре сулсах, конкурссемпе аукционсем ирттермесĕрех çывăх çынсен хушшинче пайланă чухнехи вăхăта, каялла тавăрас килет-тĕр.

Общество-политика лару-тăрăвне хускантарса яма, йĕркеленсе çитнĕ çирĕплĕхе аркатма хăтланакан уйрăм тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Пирĕн республикăра пулса иртекен пулăмсем çинчен тăрăшсах суя хыпар сараççĕ, эпир юлашки çулсенче тунă çитĕнÿсене хурласси çаплах чарăн-масть.

2015 çул - суйлавсен çулĕ. Çавна май Чăваш Ене каялла çавăрма хăтланни чăннипе вăйланса пырĕ. Анчах та эпĕ шанатăп - вĕсен ĕç тухмĕ. Прогреса чарма çук! Çапла, пирĕн ĕçре çитменлĕхсем пур. Çапла, шухăшласа хунинчен пурте пурнăçланаймасть. Анчах та эпир республикăра пурăнакансем пурте пекех хамăра шаннине тата вĕсен пулăшăвне туйса тăратпăр. Эпир тĕрĕс çул çинче тата унран ниçталла та пăрăнмастпăр!

Çывăх вăхăтрах экономикăра, социаллă пурнăçпа культура сферисенче пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçлама тивет. Çакна тулашри тата шалти рыноксенчи лару-тăрăва йывăрлатнă пĕтĕм тĕнчери политика лару-тăрăвĕ çивĕчленсе çитнĕ условисенче тума çăмăлах мар. 2014 çул пĕтĕм çĕршывшăн пекех пирĕн республикăшăн та йывăр çул пулчĕ. Ют çĕршывсем Раççей компанийĕсене хирĕç йышăннă суту-илÿпе экономика санкцийĕсем Чăваш Ен предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çине те япăх витĕм кÿчĕç.

Çав вăхăтрах санкци мерисене пĕрешкел япăх хаклама кирлĕ мар. Пĕр енчен пăхсан, вĕсем чăн та, экономикăн уйрăм секторĕсенче ÿсĕм хăвăртлăхне чакарчĕç. Тепĕр енчен - çав санкцисемех хамăрăн тавар туса кăларакансене аталанма çĕнĕ майсем, инновациллĕ шухăшсене чăн проект шайне çитерме хушма хавхалану кÿчĕç.

2014 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин çакăн пек палăртрĕ: "Пирĕн тĕп тĕллев - Раççее конкуренцире вăйлăрах пулма пулăшакан чи пĕлтерĕшлĕ майсенчен пĕринпе, шалти пысăк рынокпа усă курасси, ăна çĕршыв экономикин чăн секторĕсем туса кăларакан лайăх пахалăхлă таварсемпе тултарасси пулса тăрать...".

Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ умне пулма пултаракан хăрушлăхсене тупса палăртас тата чакарас тĕллевпе Чăваш Республикин "2012-2020 çулсем валли йышăннă экономика аталанăвĕ тата инновациллĕ экономика" патшалăх программи шайĕнче "Чăваш Республикин экономикин уйрăм отраслĕсенче импорта улăштарассине аталантарасси" çум программăна туса хатĕрлеме тĕллев лартатăп.

Асăннă çум программăна пурнăçлани республикăри импорта улăштармалли тата конкурентлă продукци калăпăшĕсене ÿстерме пулăшать.

Сăмах май каласан, пирĕн чылай предприяти ют çĕршыв чĕр таварне тата комплектламалли япаласене тапхăрăн-тапхăрăн Раççейри аналогсемпе улăштарас, изделисене серипе туса кăларас ĕçе пуçăнчĕ.

Промышленноç производствин индексĕ Чăваш Енре юлашки тăватă çулта Раççейри кăтартусенчен те иртекен кал-кал аталанупа палăрать. 2014 çулта вăл, хаклав тăрăх, 104,5 процентран кая мар пулмалла.

2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, тирпейлекен производствăри ĕç тухăçлăхĕ республикăра вăтамран 7 процент ытла ÿснĕ, чылай предприяти пысăк ĕç тухăçлăхĕпе, хăтлă ĕç условийĕсемпе тата тивĕçлĕ ĕç укçи тÿленипе палăрса тăрать.

Паянхи куна республика предприятийĕсенче пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕ пĕтĕмпе 160 пин ытла шутланать, çакă 2011 çулхи шайран 1,6 хут пысăкрах.

Манăн 2010 çулхи "Çамрăксене шанмалла!" Çырура пирĕн тĕп ресурс вăл - çын, унăн аталанас туртăмлă тата техника тĕлĕшĕнчен мала иртме ăнтăлакан ăс-тăнĕ, пĕлĕвĕ пулнине палăртнăччĕ.

Çак çулсем хушшинче çын вăй-хăватне аталантарас ĕçе инвестицисем хывассине тĕллевлĕн пурнăçласа пыни хăйĕн уссине кÿчĕ. 2014 çулта республикăри предприятисем тиесе ăсатнă инноваци продукцийĕн танлаштаруллă виçи 2011 çулхи шайран икĕ хут ытларах - 6,1 процентран 13,6 процент таран ÿсрĕ. Асăннă продукци Раççей экономикин стратегилле отраслĕсенче ют çĕршыв продукцине ăнăçлăн улăштарать. Çапла вара Чăваш Ене аталантармалли ку чухнехи çĕнĕ экономика моделĕ йĕркеленет.

Промышленноç производствин калăпăшĕсене ÿстерес ĕçе малалла хавхалантарасси, малта пыракан технологисемпе оборудование ĕçе кĕртесси, пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелесси пирĕн экономика политикин чи çывăх çулсенчи тĕп тĕллевĕсем пулса тăраççĕ.

Вĕсене татса парасси ытларах экономикăн чăн секторне хывакан инвестицисенчен килет. 2014 çулта Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕн чăн сектор валли каякан тăкаксене пĕчĕклетмен кăна мар, вĕсене 24,5 процента яхăн - 9,3 миллиард тенкĕ таран ÿстернĕ йышлах мар регионĕсенчен пĕри пулса тăчĕ.

Эпир тавар кăларакансене налук çăмăллăхĕсем памалли майпа тухăçлăн пулăшма тăрăшатпăр, 2014 çулта кăна вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 672,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Республика бюджетĕнчен "Промтрактор-Промлит", "Чăвашкабель" завод, "АККОНД", "Элита", "Шупашкарти электротехника тата автоматика", "Хĕвел" тата ытти çавнашкал предприятисен инвестици проекчĕсене пулăшу панă.

Пĕтĕмпе 2011 çултан пуçласа Чăваш Енре пысăк пĕлтерĕшлĕ 100 яхăн инвестици проектне, çав шутра ют çĕршыв капиталне хутшăнтарса, пурнăçланă, çакă Чăваш Ен экономикине 130 миллиард тенкĕ ытла инвестици явăçтарма, 12 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă.

Тĕслĕхрен, "ВНИИР-Прогресс" компани шанчăклăхне лайăхлатнă сассăр ĕçлекен усилительсен сайра йышши производствине йĕркеленĕ.

"В.И.Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕ" акционерсен обществи пысăк калăпăшлă изделисем кăларакан пысăк технологиллĕ çĕнĕ комплекс туса хатĕрленĕ.

"ШЭАЗ" АХО пысăк тăтăшлăхлă йĕркелесе тăмалли приводсем, çавăн пекех пĕчĕк вольтлă валеçекен щитсем валли автоматла выключательсем туса кăларассине алла илет.

"ЭЛАРА" акционерсен уçă обществинче авиаци, чукун çул отраслĕсен нушисем валли çĕнĕ продукци туса кăлараççĕ.

"Техмашхолдинг" ТМЯО çиçĕмрен хÿтĕлекен тимĕр сетка туса кăлармалли сериллĕ станоксен производствине йĕркелет.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарта "Экоклинкер" тулли мар яваплă обществăн илемлетмелли пысăк пахалăхлă клинкер керамика плиткисем туса кăларакан Раççейри пĕрремĕш завочĕ уçăлнă.

Кăçал пысăк пахалăхлă клинкер брусчатки тата çулталăкне 36 миллион штук пиччĕн клинкер кирпĕч туса кăларакан предприяти хута кайĕ. Çулталăк вĕçне вара пухăнакан монолит каркас изделийĕсен заводне туса пĕтермелле.

Асăннă инвестици проекчĕсене пурнăçлани бюджета кĕрекен укçа-тенке ÿстерме тата 500 ытла пысăк тÿлевлĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парать.

2014 çулхи çĕртме уйăхĕнче "ЭКРА" НПП тулли мар яваплă обществăра производство комплексĕн пĕрремĕш черечĕ хута кайрĕ. Паян кунта 200 çын вăй хурать, 2015 тата 2016 çулсенче хута яма палăртнă иккĕмĕшпе виççĕмĕш черетсем ĕçе кĕрсен вара пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсен шучĕ 600 таран, производство калăпăшĕ 60 процент чухлĕ пысăкланать.

Иртнĕ çул "Бреслер" НПП тулли мар яваплă обществăра реле хÿтĕлевĕн аппаратурине тата аварирен сыхланмалли автоматикăна туса кăларакан çĕнĕ производство уçăлнă.

Шупашкар хулинче индустри паркне тăвас ĕç малалла пырать, унта халех вуншар предприятие тапхăрăн-тапхăрăн вырнаçтарма площадкăсем хатĕрлеççĕ. Кунта 720 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме, миллиард тенкĕ ытла инвестици хывма палăртнă.

Кăçал тата тепĕр проект - Шупашкарта ВТБ 24 Банкăн пĕр пин çурă ĕç вырăнĕллĕ пĕрлехи сервис центрне тăвасси - пурнăçланмалла, вăл банк клиенчĕсене Раççейре кăна мар, тĕнчипех пулăшу кÿрĕ.

Ют çĕршыв предпринимателĕсене проектсем пурнăçлама лайăх майсем туса парас тесе Чăваш Республикин экономикине ют çĕршыв инвестицийĕсене явăçтарасси çинчен калакан саккун йышăннă.

Унăн витĕмĕн малтанхи кăтартăвĕсем çинчен халех калама пулать. Сăмахран, 2015 çулта республикăра ют çĕршыври ĕçтешсене хутшăнтарса çĕнĕ предприятисем йĕркелеме палăртнă. "Шупашкарти электроаппарат завочĕ" АХО территорийĕнче Фуджикура Аутомотив яппун компанийĕпе пĕрле автомобиль промышленноçĕ валли жгут туса кăларассине йĕркелемелле.

Унсăр пуçне, "Турбоком-Инвест" производствăпа коммерци фирмин турбокомпрессорсем туса хатĕрлекен Раççейри пĕртен-пĕр завочĕ хута каймалла, вăл ют çĕршыври паллă тавар туса кăларакансен продукцине улăштарассине тивĕçтерĕ.

Асăннă проектсене пурнăçлани малтанхи тапхăртах 1200 яхăн пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕ, проектпа пăхнă хăватпа ĕçлеме пуçласан вара - 3000 таран ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать.

Çĕнĕ производствăсем тунипе пĕрлех кадрсем çитменнипе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса парасси çине те тимлĕн пăхмалла. Палăртма кăмăллă: 2010 çулпа танлаштарсан, çамрăксем ĕç профессийĕсемпе тата техника специальноçĕсемпе кăсăкланасси палăрмаллах вăйланчĕ.

Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче техника специальноçĕсем енĕпе палăртнă бюджет вырăнĕсен конкурсĕ пĕрре çурăна яхăн ÿсрĕ, вĕсенчен вĕренсе тухакансем пурте ĕçе вырнаçаççĕ.

2014 çулхи ака уйăхĕнче çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрĕ уçăлчĕ, вăл çамрăксене хăйсен техника тĕлĕшĕнчи идейисене пурнăçлама, вĕренме тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пулăшакан вырăн пулса тăрать. Пулас инженерсемпе конструкторсем специальноçсене шкул саккинченех алла илме тытăнаççĕ. Центр ĕçĕпе ачасем хăйсем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те пикенсех кăсăкланаççĕ, çакă вĕренÿ ĕçĕнче техника çул-йĕрне малалла аталантарма кирлине палăртать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн умне 2015 çулта çамрăксен çавнашкал çичĕ центрне уçма тĕллев лартатăп. Çынна инвестицисем хывасси пирĕн патшалăх инвестици политикин яланхи тĕп çул-йĕрĕ пулса юлĕ.

Çамрăксем ăнăçлă карьера тума тата çирĕп çемье çавăрма пултарччăр тесен, пирĕн вĕсене хăйсен пултарулăхĕпе туллин усă курма вĕрентмелле. Мĕншĕн тесен туслă та çирĕп çемье вăл - халăхăн тата патшалăхăн тĕревĕ.

Хисеплĕ депутатсем!

Паян республикăра пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 290 миллиард тенкĕрен те иртекен инвестици портфельне йĕркеленĕ. Çакă Чăваш Ен илĕртÿллĕ инвестици площадки пулнине палăртать. Влаçпа бизнес пĕр-пĕрне итлеме кăна мар, илтме те вĕренсе çитрĕç. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕрне шанса, хисеплесе ĕçлесен çеç тата илнĕ тивĕçсемшĕн яваплăха туйса тăрсан кăна экономикăна аталантарма, малалла кайма пулать.

Çакна та ăнланмалла: инвестор чăн малтанах пайăр муниципалитета килет, унта вара ирĕк памалли ĕçсен ытларах пайĕ - вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тивĕçĕ. Инвестор çĕр лаптăкĕсене илнĕ, строительство пирки калаçса килĕшнĕ, инженери инфратытăмĕпе çыхăнтарнă чухне муниципалитет шайĕнче çивĕч ыйтусемпе тĕл пулать пулсан, вăл урăх территорие е урăх региона куçать тата ăна çакна тума нимле инвестици çăмăллăхĕсем те чарма пултараймаççĕ.

Çавăнпа та кашни муниципалитет пĕрлĕхĕнчех, управлени ĕçĕн чи лайăх мелĕсемпе усă курса ĕçлĕхлĕ климата лайăхлатас тата предпринимательлĕх хастарлăхне пулăшас, калаçса килĕшмелли йĕркесен вăхăтне чакарас енĕпе харпăр хăй "çул карттине" туса хатĕрлемелле.

Манăн 2012 çулхи Çырура вак тата вăтам предприятисем туса кăларакан таварсен тÿпине 15 процента çити ÿстерме тĕллев лартнăччĕ. Хăш-пĕр политик ку цифрăна ытлашши каппайчăклă тата ăна пурнăçлама май çук тесе хакларĕ. Паян, спортри пек каласан, ку çÿллĕше запаспа парăнтарнă тата асăннă кăтарту 17,6 процентпа танлашать.

2011 çултан пуçласа 2014 çулччен вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене грантсем тата субсидисем пама 1,4 миллиард ытла тенкĕ янă.

Чăваш Енре вак бизнес хăйĕн кун-çулĕнче патшалăхран нихăçан та çавнашкал пысăк калăпăшпа пулăшу илмен!

Шел пулин те, пур предприниматель те бюджетран уйăрса панă субсидисемпе тухăçлă усă кураймарĕ. Хăшĕ-пĕри, хăйĕн вăйне тĕрĕс хакламаннине пула, палăртса хунă проекта пурнăçлаймарĕ. Ун пек çынсен бюджет укçине каялла тавăрма тиврĕ. Анчах та пирĕн вак бизнесра вăй хуракансенчен ытларахăшĕ патшалăх пулăшăвĕпе хăйĕн тата республика экономикин ырлăхĕшĕн ăнăçлă усă курма пултарчĕ.

2015 çулта вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕ памалли условисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртни, производствăна модернизацилени тата техника тĕлĕшĕнчен пуянлатни, инноваци продукцийĕн тÿпине пысăклатни, производство калăпăшĕн тата ĕç тухăçлăхĕн ÿсĕмĕ, пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелени пулса тăрĕç.

Хисеплĕ ĕçтешсем!

Республика патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн проекчĕсене пурнăçлас енĕпе япăх мар опыт пухнă.

2014 çулта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районĕ валли тăвакан йăлари хытă каяшсене тирпейлемелли тата чавса чикмелли полигонăн 1-мĕш управ карттин строительствине вĕçленĕ. "Каяшсемпе усă курасси" акционерсен хупă обществипе концесси килĕшĕвĕ тунă тата кăçалхи III кварталта кунта йăлари каяшсене йышăнма тытăнаççĕ.

Полигона ĕçлеттермелли вăхăт 40 çултан кая мар шутланать. Çав полигонра çÿп-çапа чавса чикессипе çыхăннă ыйту тахçантанпах çивĕч шутланакан Канаш хулипе Канаш районĕн йăлари хытă кая-шĕсене тирпейлеме пултармалли мая пăхса тухма тĕллев лартатăп.

Çапла шутлатăп: патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн шайĕнче проектсем пурнăçламалли практикăна пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра, строительствăра, транспорт комплексĕнче, культурăра тата социаллă пурнăçпа экономикăн ытти сферисенче те хастарлăн ĕçе кĕртмелле.

Монопрофильлĕ муниципалитет пĕр¬лĕхĕсене аталантарасси республикăн инвестици политикинче уйрăм вырăн йышăнать.

Чăваш Ен Правительстви тухăçлă ĕçленине пула Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр хулисене аталантарма федераци укçи-тенкине явăçтарнă. Патшалăх пулăшăвĕ асăннă муниципалитетсенче предпринимательлĕх ĕçне хавхалантарма пулăшрĕ, инфратытăмпа çыхăннă темиçе проекта пурнăçлама, ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма май пачĕ.

Правительствăн экономика аталанăвĕ тата интеграци енĕпе ĕçлекен комиссийĕ çумĕнчи монохуласене модернизацилес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕпе Чăваш Ен тачă çыхăну тытать. Федераци укçи-тенкине кăçал Канаш монохулана аталантарас ĕçе явăçтарма палăртнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне вырăнти хăйтытăмлăхăн тивĕçлĕ органĕсемпе пĕрле монохуласене аталантаракан фонд укçи-тенки шутĕнчен пирĕн ытти хуласем валли те пулăшу илме хушма заявкăсем тăратассине тивĕçтерме хушатăп.

Патшалăх Канашне янă хамăн "Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн" Çырура эпĕ бюджет тăкакĕсене программа майĕпе тĕллевлĕн планламалли меслете лайăхлатма тата программăллă бюджет çине куçма тĕллев лартнăччĕ.

Ку енĕпе мĕн тунă? 2011-2012 çулсенче республика бюджетне программа майĕпе йĕркелеме никĕс хывса хăварнă. Раççей Финанс министерстви ирттернĕ рейтинг пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, программа тăкакĕсен тÿпи енĕпе Чăваш Ен 2013 çулта Раççей Федерацийĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015-2016 çулсенчи Чăваш Республикин бюджетне пĕтĕмпех патшалăх программисене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Унти программа тăкакĕсен тÿпи 99 процентпа танлашать.

Хальхи вăхăтра республикăра Чăваш Республикин патшалăхăн 15 программи, вĕсен шутне 96 çум программа кĕрет, пурнăçланать. Унсăр пуçне, муниципалитетăн 337 программине йышăннă тата вĕсем вăйра тăраççĕ.

Общество укçи-тенкипе усă курассин пысăк тухăçлăхĕ тата уççăнлăхĕ бюджет кредичĕсене çулталăкне 0,1 процент ставкăпа явăçтарма май пачĕ, çакă заемсене тивĕçтернипе пулакан республика бюджечĕн тăкакĕсене палăрмаллах чакарчĕ.

Çакăн пек каларăш пур: "Перекетленĕ пĕр тенкĕ вăл - ĕçлесе илнĕ укçа". Вăт çапла, вăхăтра йышăннă мерăсене пула эпир Чăваш Республикин патшалăх парăмне тивĕçтернĕ чухне 391,2 миллион тенкĕ перекетлерĕмĕр. Ку укçа-тенкĕ калăпăшне 2 шкул е 3 ача сачĕ тума каякан хакпа танлаштарма пулать.

Хисеплĕ ĕçтешсем!

Эсир пĕлетĕр: пĕлтĕр Раççее хирĕç йышăннă санкцисем майлă пулнă çĕршывсенчен продуктсем кÿрсе килме чарчĕç. Республикăри çĕр ĕçченĕсемшĕн тата аграри секторĕшĕн хушма майсем уçăлчĕç. Паян ÿсен-тăран çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕ потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ, унăн хальхи хакĕ пирки те пирĕн хресченсем унччентерех ĕмĕтленме кăна пултарнă. Çак ырă туртăмсем чи çывăх малашлăхра та сыхланса юлмалла.

Республикăри пысăк ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсем майлă самантпа усă курни тата потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ ялхуçалăх продукцийĕсен тата тирпейлесе хатĕрлекен продуктсен производствин калăпăшĕсене ÿстерме май паракан миллиардшар тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнăçлани савăнтарать.

2014 çулта Чăваш Республикинче пĕр вăхăтлăха 25 пин тонна ытла пурлăх йышăнма пултаракан çĕрулмипе пахча çимĕç упрамалли 10 хранилище тунă тата юсаса çĕнетнĕ.

Йĕркеленнĕ лайăх лару-тăрăва, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Правительстви ялхуçалăх продукцине упрамалли тата тирпейлемелли логистика центрĕсене аталантарас енĕпе палăртнă тĕллевсене шута илсе асăннă ĕçе малалла тăсмалла.

Пысăк аграри предприятийĕсемпе пĕрлех ялта пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем те аталанаççĕ. 2006 çултан пуçласа вĕсем явăçтарнă кредитсен калăпăшĕ 24,6 миллиард тенке çитнĕ.

Патшалăх пулăшăвне пула пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем производствăна механизацилеме тата производство культурине ÿстерме, ĕç тухăçлăхне пысăклатассине тата пур пек ресурссемпе тухăçлă усă курассине тивĕçтерме, хăйсен укçа-тенкĕ тупăшĕсене ÿстерме пултарчĕç.

Унсăр пуçне, 2015 çулта ялхуçалăх кооперативĕсене пурлăхпа техника никĕсне туса хума, анлăлатма тата çĕнетме грант пулăшăвĕ пама палăртнă.

Сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре темиçе проекта пурнăçланă. Сĕт туса илесси çулталăкĕпех тупăш илме май паракан тухăçлă отрасль шутланать. Анчах та вăл лайăх ĕçлетĕр тесен рынока хутшă-накансен - сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемелле.

Республикăра туса илекен сĕтĕн çуррине яхăн пайне вăрах вăхăт хушши ĕнтĕ унăн тулашне турттарса тăраççĕ. Çавна пула Чăваш Енри тирпейлекен предприятисем час-часах пахалăхлă чĕр тавар çитменнине туяççĕ, рынокра йĕркеленекен туяну хакĕсем вара сĕт туса илекенсене тăрăшса ĕçлеме хавхалантармаççĕ.

Юлашки çулсенче влаç органĕсем асăннă отрасльти рынока хутшăнакансем хушшинче конкуренцие аталантарас енĕпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Анчах та ку кăна çителĕксĕр.

Сĕт туса илекен пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсен ĕçченĕсем кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркеленекен туяну хакĕсем йÿнĕрен кăмăлсăр пулнине тĕрĕсех палăртаççĕ.

Çавăнпа та Чăваш Ен Ялхуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп.

Çавăн пекех сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушатăп. Пысăк хуçалăх субъекчĕсемпе туса илнĕ сĕтшĕн тÿлесе татăлнă чухне çавнашкал тытăмпа усă кураççĕ ĕнтĕ. Çапла шутлатăп: ку ыйтура тĕрĕслĕхе уççăн палăртмалла тата тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене тытса пыма пĕр пек лайăх майсем туса памалла.

Ялăн социаллă аталанăвĕ çине пысăк тимлĕхпе пăхатпăр. Маларах вăйра тăнă патшалăх пулăшăвĕн мĕнпур майне сыхласа хăварнă. Унтан та ытларах, ял çĕрĕнчи çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсемшĕн кăна мар, ялта ĕçлесе пурăнакан граждансемшĕн те çурт-йĕр тума /туянма/ каякан шутласа палăртнă хакăн 70 проценчĕпе танлашакан виçепе социаллă тÿлевсем çирĕплетнĕ.

Аса илтеретĕп: 2003 çултан пуçласа федераци тата республика программисен шайĕнче паракан патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ялта пурăнакан 7700 ытла çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, çавăн пекех вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем уйрăмах тимлĕн пăхакан пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр çĕрпе усă курассин тухăçлăхне ÿстересси пулса тăрать. Анчах та халичченех ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ 40 пин ытла гектар çĕр усă курманнисен йышĕнче шутланать.

Пĕлтĕр муниципалитетсен умне хуçасăр çĕр пайĕсемпе вырăнлă усă курассине тата бюджетăн тупăш пайне пысăклатассине тивĕçтерме вĕсене муниципалитет харпăрлăхне шута илмелли ĕçе виçĕ çулта вĕçлеме тĕллев лартнăччĕ.

"Халăх инвентаризацийĕн" пĕрремĕш тапхăрĕнче 1700 ытла хуçасăр е тухăçсăр усă куракан çĕр лаптăкне тупса палăртнă, вĕсене кирлĕ пек çырса йĕркелемелле тата çаврăнăша кĕртмелле.

Йĕркелесе çитернĕ ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем пурри пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне тата калăпăшне ÿстересси çине пысăк витĕм кÿрет. 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Енре пĕр çын пуçне 0,7 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ку вăл федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх кăтартусенчен пĕри.

Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас сферăра эпир пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Хута янă объектсем çинчен калакан даннăйсен пĕрлехи бази йĕркеленет, çакă иккĕмĕш хут шута илессине тата туса лартнă пурăнмалли çурт-йĕр çинчен пĕлтерекен сведенисене пăсса кăтартассине сирме май парать.

Шупашкарта "Çĕнĕ хула", "Солнечный", "Волжский-3", "Радужный" тата ытти микрорайон территорийĕсенче комплекслă майпа çурт-йĕр лартас ĕç пырать, унта темиçе миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма палăртнă.

Социаллă хÿтлĕхсĕр граждансен ушкăнĕсене пулăшу парас ĕç палăрмаллах вăйланчĕ. 2010 çултан пуçласа республика хăйĕн укçи-тенки шучĕпе кăна тăлăх ачасен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма каякан тăкаксем валли укçа-тенкĕ уйăрассине 6,3 хут, çамрăк çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр туянассине субсидилессине - 2 хута яхăн, нумай ачаллă çемьесене çав тĕллевсемпех паракан укçа-тенкĕ шутне - 1,4 хут ÿстерчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, асăннă категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма уйăракан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1,5 хут пысăкланнă.

Пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма ипотека кредичĕсем уйăрса парасси аталанать. 2010 çултан пуçласа Чăваш Енре ипотека кредичĕсемпе заемĕсене илнисен шучĕ - 2,4 хут, ипотека кредичĕсемпе туяннă пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ вара - 2,5 хут ытла ÿснĕ.

2012 çулччен ишĕлекен тесе йышăннă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен граждансене урăх вырăна пурăнма куçарас ĕç хастар пырать. Программа темиçе тапхăрпа пурнăçланать. Пĕтĕмпе 2017 çул тĕлне 860 ишĕлекен çуртра пурăнакан 5 пине яхăн çемьене урăх вырăна пурăнма куçармалла.

2014 çулта республика "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна хутшăнакансен йышне кĕчĕ, унăн шайĕнче 210 пин тăваткал метр эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнă. Çавнашкал пурăнмалли çурт-йĕре вăтам шайра пурăнакан 5000 яхăн çемье юрăхлă хакпа туянма тата çапла майпа хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарать.

Тĕллев лартатăп: 2015 çул вĕçне республикăра хута яракан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕм калăпăшĕн 48 процентĕнчен кая мар пайĕ /415 пин тăваткал метр/ эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр пулмалла.

Хисеплĕ депутатсем!

Çак иртнĕ çулсенче эпир пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсем¬шĕн тÿлекен хаксем ÿсессине чарса тăмалли политикăна йĕркеллĕн тытса пытăмăр. Паянхи куна Чăваш Енре сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтернĕшĕн, шыва юхтарса кăларнăшăн, электроэнергишĕн тата ăшăшăн тÿлемелли хаксем федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕрисем шутланаççĕ.

Хаксем енĕпе çирĕплетнĕ йышăнусем тăрăх граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлекен хаксем Чăваш Республикинче 2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăтамран 3,9 процент чухлĕ ÿснĕ. Инфляцин çулталăкри шайĕ 10,9 процента /Раççейĕпе - 11,4 процент/ çитнĕ вăхăтра чи пысăк ÿсĕм шайĕ 4,9 процентпа танлашнă.

Унсăр пуçне, 2014 çулта Чăваш Енри 19 пине яхăн çемье пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме уйă-ракан субсидисемпе усă курнă. Çак тĕллевсем валли 218 миллион тенкĕ уйăрнă.

Влаç органĕсемпе нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пĕрле вăй хурса ĕçленине пула тÿрĕ мар кăмăллă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕн уççăнлăхне тивĕçтерес темен управляющи компанисен шучĕ палăр-маллах чакрĕ. Çавна пăхмасăр, энерги ресурсĕсемпе тивĕçтерекенсен умĕнчи парăмсемпе, укçа-тенке республика тулашне илсе тухассипе çыхăннă кăткăс ыйту хăйĕн çивĕчлĕхне çаплипех çухатман-ха. Çавăнпа та пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи лару-тăрăва тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла, ăна мĕнле калас, "алăпа ĕçлеттермелли майпа" йĕркелесе пымалла тата кирлĕ пулсан право сыхлавĕн органĕсемпе пĕрле витĕмлĕ мерăсем йышăнмалла.

Тÿрĕ мар кăмăллă управляющи компанисене "алласа суйламалли" тухăçлă мел вĕсен ĕç-хĕлне лицензилемелли тытăм пулса тăрĕ, вăл кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туллин ĕçлесе каймалла.

Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсама республика бюджетĕнчен вуншар çул хушши укçа-тенкĕ уйăрман. Вăхăт иртнĕçемĕн чылай картишĕнчи çулсем юрăхсăра тухрĕç. Енчен те тротуарсем çĕмрĕк пулнăран асламăшĕ хăйĕн мăнукĕпе уçăлса çÿреме те тухма пултараймасть пулсан, мĕнле хăтлă майсем çинчен калаçма пулать?

2011 çулта эпир республикăри хуласенче картиш территорийĕсене тата вĕсен патне пымалли çулсене тĕпрен юсамалли программăна пурнăçлама тытăнтăмăр. Çакă тĕрĕс йышăну пулчĕ, ăна халăх хĕрÿллĕн ырларĕ.

Шупашкарта кăна 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне 510 картиш территорине тирпей-илем кĕртнĕ тата вĕсен патне пымалли 221 çула юсанă. Ку вăл тумалли ĕçсен 62 проценчĕпе танлашать. Программа малашне те йĕркеллĕн ĕçе кĕрсе пырĕ, Правительство хăй çине илнĕ тивĕçсене пурне те пурнăçлать.

Шел пулин те, Чăваш Енĕн пысăкăшпе иккĕмĕш вырăнта тăракан хулинче - Çĕнĕ Шупашкарта - ку ĕçе юлашки вăхăтченех кирлĕ пек туса пыман. Çавăнпа та хулан çĕнĕ ертÿлĕхне ку тĕлĕшпе хастартарах ĕçлеме, республика Правительствине вара Çĕнĕ Шупашкара картишсен территорийĕсене юсама хушма укçа-тенкĕ уйăрса памалли майсене пăхса тухма сĕнетĕп.

Пĕлтĕр федераци трасси вĕсен урлă иртекен халăх пурăнакан вырăнсен çул лаптăкĕсене çутăпа тивĕçтерес ĕçе вĕçленĕ. Çакă водительсемпе çуран çÿрекенсен хăрушсăрлăхне палăрмаллах ÿстерчĕ.

Çав хушăрах халăх пурăнакан вырăнсенчи урамри çулсем япăх шайра пулни пирки граждансем мана пĕр хутчен çеç мар ÿпкелешсе пĕлтерчĕç.

Эпĕ вĕсен пăшăрханăвне ăнланатăп тата асăннă ыйтусен тĕрĕслĕхне йышăнатăп. Республикăри халăх пурăнакан кашни вырăнах хытă сийлĕ çулпа çыхăнтармалли программăна пурнăçланинчен кĕтнĕ соци-аллă пурнăçпа экономика эффекчĕ бюджет тăкакĕсемпе шайлашуллă пулса тухаймарĕ.

Асăннă программăна хывнă питĕ нумай укçа-тенкĕ, хавхаланчăк прогнозсене пăхмасăр, инçетри ялсенче производство ĕçне аталантарма катализатор евĕр витĕм кÿреймерĕ, çавăнпа та поселени бюджечĕсем налукран кĕрекен шантарнă йышлă нухрата илеймерĕç. Паян поселенисен çулсене тытса тăма та, çулсем тума та укçа çук.

Йĕркеленнĕ лару-тăрăва тата районсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илсе эпĕ Чăваш Республикинчи халăх пурăнакан вырăнсенчи урамсемпе çул-йĕр тытăмĕн регионти пахалăх стандарчĕсене туса хатĕрлеме хушрăм.

Çав стандартсемпе килĕшÿллĕн 2015 çултан пуçласа ял çĕрĕнчи халăх пурăнакан вырăнсенче куçăмлă сийлĕ автомобиль çу-лĕсем тума тытăнаççĕ.

Асăннă мерăсене тивĕçтересси пысăк тăкаксемпе çыхăннă, анчах вĕсене пурнăçлама тахçанах вăхăт çитнĕ, ку ĕçе урăх кая хăварма юрамасть. Ял халăхĕ лайăх условисенче пурăнма тивĕç тата вăл ку правăна ĕçлесе илнĕ. Пирĕн çав майсене туса памалла!

Хисеплĕ ĕçтешсем!

Бюджет тăкакĕсен тухăçлăхĕн никĕсне патшалăх /муниципалитет/ туяну ĕçĕсене пурнăçланин тухăçлăхĕ йĕркелет.

Çак ĕç конкуренцие аталантарассине тивĕçтермелле, ăна уççăн, тÿрĕ кăмăлпа, коррупцирен шанчăклăн хÿтелесе пурнăçламалла. Йĕркелÿçĕсем хаксене сăлтавсăрах ÿстерме, аукционсене хутшăнакансем пĕр-пĕринпе каварлашма, контрактсене пĕлсе тăрсах компетенцисĕр пурнăçлакансемпе тума пултармалли майсене сирмелле.

Эпир аукционсем иртнĕ тапхăрта патшалăх е муниципалитет заказне пурнăçлама палăртнă малтанхи хака чакармалли, перекетленĕ укçа-тенке вара Чăваш Енре пурăнакансене хушма пулăшу ĕçĕсем кÿме ямалли майсене çирĕплетес тесе çине тăратпăр.

2014 çулта заказсене вырнаçтарнин тухăçлăхĕ 9,3 процент шайĕнче йĕркеленнĕ, муниципалитет нушисене тивĕçтерес тĕллевпе туяну ĕçĕсене пурнăçланă чухнехи конкуренци йĕркисен тÿпи 89 процентпа танлашнă тата, 2013 çулхипе танлаштарсан, 15,5 процент чухлĕ ÿснĕ. Ку лайăх кăтарту. Туяну ĕçĕсене пурнăçланă чухнехи конкуренци йĕркисен чи пысăк тÿпине Элĕк районĕнче /95,2 процент/, Шупашкар /95,3 процент/ тата Çĕмĕрле /96,4 процент/ хулисенче шута илнĕ. Чи пĕчĕк кăтартусем вара Вăрмар /41,1 процент/ тата Патăрьел /52,1 процент/ районĕсенче йĕркеленнĕ.

Çав вăхăтрах çакна палăртмалла: патшалăх тата муниципалитет заказчикĕсем подрядчиксем контракт условийĕсене кирлĕ пек пурнăçланине пур чухне те çирĕп тĕрĕслесе тăмаççĕ, унпа çыхăннă тĕслĕхсем вара республикăри халăх пурнăçĕ çине япăх витĕм кÿреççĕ.

Çавăнпа та влаç органĕсен должноçри мĕнпур çыннишĕн туянусен чи пысăк шайри тухăçлăхне тата çирĕплетнĕ контрактсене пахалăхлăн, вăхăтра пурнăçлассине тивĕçтересси чи малтан татса памалли тĕллев пулса тăрать. Юлса пыракан муниципалитетсен малта пыракансен опытне шута илмелле, управлени ĕçĕн чи лайăх тĕслĕхĕсемпе усă курмалла. Тепĕр хут аса илтеретĕп: аукционсен бюджет тухăçлăхĕ сирĕн муниципалитет пĕрлĕхĕнче пурăнакан çынсен нушисем валли хушма укçа-тенкĕ уйăрассине тивĕçтерет. Ăна илме пултармалли мая ан вĕçертĕр.

Юлашки çулсенче республикăра нумай функциллĕ 27 центр - НФЦ йĕркеленĕ. Вĕсен тĕллевĕ - патшалăх е муниципалитет пулăшăвне илес текен граждансене тĕрлĕ справкăна илессишĕн инстанцисем тăрăх çÿресрен хăтарасси.

2014 çулта кăна нумай функциллĕ центрсене патшалăх тата муниципалитет паракан 150 тĕслĕ пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме ыйтса 290 пин çын пынă. Ялта пурăнакансем те 7 пине яхăн консультаци тата 232 тĕслĕх библиотека никĕсĕ çинче йĕркеленĕ "чÿречесенче" патшалăхăн тата муниципалитетăн 1400 пулăшăвне илнĕ.

2015 çул пуçламăшĕ тĕлне эпир республикăра пурăнакансен 68 проценчĕ патшалăх паракан пулăшу ĕçĕсене "пĕр чÿрече" йĕркепе илме пултарассине тивĕçтертĕмĕр, çулталăк вĕçне НФЦ пулăшăвне халăхăн 90 проценчĕ илме пултарĕ.

Пулăшу ĕçĕсене "пĕр чÿрече" йĕркепе тивĕçтерессине хастарлăн ĕçе кĕртекен муниципалитетсене палăртса хăварас тетĕп, вĕсем - Шупашкар тата Канаш хулисем, çавăн пекех Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк районĕсем.

Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕмĕрле тата Тăвай районĕсен ку енĕпе кăçал хастартарах ĕçлемелле.

Мĕнпур НФЦра, çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче республикăра пурăнакансем Патшалăх тата маниципалитет пулăшăвĕн /ĕçĕсен/ пĕрлехи порталĕнче регистраци иртме пултараççĕ. 2014 çулта электронлă черетĕн пĕрлехи тытăмĕ урлă пепкесене ача садне çырăнтарассине ĕçе кĕртнĕ. Республика асăннă пулăшу ĕçне кÿрессине Раççей Президенчĕ палăртнă вăхăтра йĕркеленĕ çĕршыври пĕрремĕш регионсенчен пĕри пулса тăчĕ. Çитменнине эпир ăна хамăр тĕллĕн, федерацин пилот проектне хутшăнмасăр тума пултартăмăр.

Паллă ĕнтĕ, Чăваш Республикинчи халăх пурăнакан мĕнпур вырăнтах Интернетпа çыхăнмалли лайăх майсем йĕркелемесĕр электронлă пулăшăва аталантарма май çук.

Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре халăх пурăнакан вырăнсен 42 процентне, унта халăхăн 77 проценчĕ пурăнать, пĕтĕм тĕнчери сетьпе сарлака ярăмлă пралук çыхăнăвĕ урлă çыхăнтарнă. "Цифрăллă танмарлăха пĕтересси" проектпа 2018 çулччен оптика чĕлкĕмлĕ сетьпе йышĕ 250 çынран пуçласа 500 çын таран шутланакан республикăри тата 327 халăх пурăнакан вырăна çыхăнтарма палăртнă.

Асăннă проекта йышĕ 500 çынран ытларах шутланакан халăх пурăнакан вырăнсем кĕмен. Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне 2015 çулта Чăваш Енре сарлака ярăмлă Интернет сечĕпе çыхăнтармалли инфратытăма çавнашкал халăх пурăнакан вырăнсенче аталантармалли "çул карттине", проекта 2018 çулта вĕçлеме палăртса, çирĕплетме хушатăп. Ĕçсене укçа-тенкĕпе патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхне аталантарнă шайра тивĕçтермелле.

Интернет сечĕпе усă курни çынна пысăк пулăшу кÿрет, çав шутра ĕç шырас тĕлĕшпе те. Юлашки çулсенче республикăра пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ, ăна Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн методологийĕ тăрăх шутласа палăртаççĕ, 1,5 яхăн чакнă тата 5 процентпа танлашнă. 2014 çулта ĕç шырас тĕллевпе пулăшу ыйтнă граждансен пĕтĕмĕшле йышĕн 87,4 процентне ĕçе вырнаçтарнă. Сусăрсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе /66,4:/ Чăваш Ен Раççейре улттăмĕш вырăнта тăрать.

Ĕç тăвакан влаç органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, пысăк предприятисемпе организацисен ертÿçисем, вак тата вăтам бизнес представителĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессине йĕркеленĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна Чăваш Енри организацисенчен килекен заявкăсем тăрăх кашни çулах 40 пин ытла çын ĕçе вырнаçать.

Чăваш Енре халăха ĕçпе тивĕçтерекен сферăри ырă туртăмсем, промышленноçпа ялхуçалăхĕн аталанăвĕ, строительство ĕçĕн хăвăртлăхĕсен ÿсĕмĕ çитес çулсенче те сыхланса юлаççĕ. Çакă республикăра обществăпа политикăн çирĕп лару-тăрăвĕ малашне те сыхланса юлассине шанчăклăн çирĕплетме май парать.

Обществăри килĕшÿлĕхе çирĕплетекен тепĕр витĕмлĕ вăй вăл граждансен социаллă хÿтлĕхĕн çÿллĕ шайĕ пулса тăрать.

Пĕлтĕр халăха социаллă пулăшу пама Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнчен тата патшалăхăн бюджет тулашĕнчи фончĕсенчен тÿрĕ тÿлевсем урлă социаллă пулăшу пама 13 миллиард тенкĕ ытла уйă-рнă. Физически сăпатсен тупăшĕнчен илекен налук енĕпе пурлăх тата налук кăларăвĕсем евĕр пулăшу панине шута илсен вара халăха уйăрса панă укçă-тенкĕ калăпăшĕ 22 миллиард тенкĕрен те иртнĕ, урăхла каласан, Чăваш Енре пурăнакан /918 681 çын/ кашни вунă çынран çиччĕшĕ 2014 çулта вăл е ку формăпа патшалăх пулăшăвне илнĕ!

2015 çулта аслă çулти çынсене социаллă хÿтлĕх парассин шайне ÿстерес тĕллевпе "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçмелли ĕç стажне 2,5 çити чакарнă, халĕ вăл хĕрарăмсемшĕн - 37 çул та 6 уйăхпа, арçынсемшĕн - 42 çул та 6 уйăхпа танлашать. Çак мера Чăваш Енре пурăнакан тата вунă пине яхăн çынна хăйсене тивĕçлĕ ята, унпа пĕрле вара социаллă çăмăллăхсем илме май парать.

Хăш-пĕр критик республика Правительстви халăха пулăшу пама ытлашши нумай укçа-тенкĕ ярать тесе çирĕплетет. Вĕсем пирĕн яваплă социаллă политикăна "бюджета çисе яни" теççĕ. Калаччăрах. Манăн урăхла шухăш. Эпир хамăр халăхпа мухтанма тивĕçлĕ. Ырă та уçă кăмăллăскерпе, тÿрĕ чунлăскерпе, ĕçченскерпе. Çавна май эпĕ республи-кăра пурăнакансене пĕтĕм яваплăхпа шантаратăп: Чăваш Ен Правительстви патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ мĕнпур çынна малашне те пулăшса пырĕ. Чăн малтанах, хăйсен пурнăçĕ тăршшĕпех çĕршывпа общество ырлăхĕшĕн ĕçленĕ ветерансене! Ку пирĕн таса тивĕçĕмĕр, çавăнпа та эпир ăна кирлĕ пек пурнăçлăпăр!

Демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси влаç органĕсен ĕçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăрать.

Эпĕ должноçри çынсене медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерни тата халăха социаллă хÿтлĕх памалли тытăма лайăхлатни, вĕсем пирки официаллă тĕрлĕ мероприятире нумай калаçаççĕ, пĕртен-пĕр тĕллев пулманнине шута илме ыйтатăп. Вĕсем - ĕç хатĕрĕ, палăртса калатăп - пĕлтерĕшлĕ, анчах та ача çураласлăха ÿстерме, вилеслĕхе чакарма, Чăваш Енри пурнăçăн вăтам тăршшĕне пысăклатма май паракан ĕç хатĕрĕ кăна.

Паянхи куна республикăра халăхăн кĕтекен пурнăç тăршшĕн çирĕп ÿсĕмне шута илнĕ. Вăл - медицинăпа демографи лару-тăрăвĕн тĕп характеристики. Чăваш Енре вăтамран палăртакан çын юлашки виçĕ çулта 2,3 çул ытларах пурăнма пуçларĕ, пурнăçăн кĕтекен вăтам тăршшĕ вара 71 çулпа танлашрĕ. Республикăра вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен шучĕ 2010 çултан пуçласа 18,5 процент чухлĕ ÿсрĕ.

Нумай ачаллă çемьесен шучĕ 25 процента çити пысăкланнă. Паян Чăваш Енри кашни вунпиллĕкмĕш çемье виçĕ тата ытларах ача пăхса çитĕнтерет тата çакă нормăна кĕрсе пырать.

Демографи енĕпе тытса пыракан патшалăх политикин саккунлă пĕтĕмле¬тĕвĕ республикăра юлашки виçĕ çул хушшинче шута илекен халăх йышĕ хăй хальлĕн ÿсни пулса тăчĕ. 2014 çулта вăл 848 çынпа танлашнă.

Лайăх кăтартусене эпир ку чухнехи медицина технологийĕсене ĕçе кĕртнине пурне те диспансеризаци ирттерессипе çыхăнтарса, çавăн пекех çемьене тата ачасене пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлесе тума пултартăмăр. Пурнăçра спортпа туслашма кирлине тата сывă апатла-нăва лайăх шайра пропагандăлани те хăйĕн ырă витĕмне кÿчĕ.

"Чăваш Республикин сывлăх профильне" туса хатĕрленĕ, вăл халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевлĕ общество аталанăвĕн стратегине палăртать. 2015 çулта республикăри кашни муниципали-тетăн, çавăн пекех кашни çемьен хăйĕн "Сывлăх профилĕ" пулмалла тесе шутлатăп.

Çакна асра тытмалла: Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн даннăйĕсем тăрăх, çын сывлăхĕн тăрăмĕн 10-15 проценчĕ кăна медицина шайĕнчен килет. Ытти вăл - таврари хутлăх, сывă пурнăç йĕрки, тĕрĕс апатлану тата чун лăпкăлăхĕ. Кашни çынах табак туртма, ĕçкĕпе иртĕхме пăрахма, тĕрĕс мар апатланасран асăрханма, физкультурăпа тата спортпа туслашма пултарать. Сывлăха лайăх шайра тытма уçă сывлăшра куллен çур сехет уçăлса çÿрени те çителĕклĕ. Ăна тума хаклă тăракан инвентарь е хатĕр-хĕтĕр те кирлĕ мар.

Физкультурăпа сывă апатлану хальхи пурнăçăн уйрăлми пайĕсем пулса тăнине ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартса памалла. Ачасене йăлана кĕнĕ çемье хаклăхĕсене хисеплеме тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ÿстермелле.

Сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр çынсем валли пурăнма лайăх хутлăх туса хурасси пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă тĕллев шутланать. Республикăра сусăрсем тата халăхăн питех куçса çÿреймен ытти ушкăнĕнчи çынсем больницăсене, культурăпа спорт тата суту-илÿ учрежденийĕсене килсе çÿреме пултармалла тăвас ĕç пырать. Çĕнĕ Шупашкар урамĕсенче инвалид кÿмисемпе усă куракан çынсем валли ятарлă троллейбуссем çÿреме пуçланă, çывăх вăхăтрах вара республикăн тĕп хулин урамĕсем тăрăх та "ятарлă" транспорт çула тухĕ.

Пирĕн сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр çынсен çивĕч ыйтăвĕсемпе нушисем çине обществăра ырă куçпа пăхассине йĕркене кĕртмелле, вĕсене активлă тата тулли пурнăçпа пурăнма мĕнпур май туса памалла.

Шел пулин те, иртнĕ çулта çынсем çул çинчи транспорт инкекĕсенче вилессине палăрмаллах чакарма пултараймарăмăр. Ÿсĕр пуçпа тунă çул çинчи инкексен шучĕ виççĕмĕш пай чухлĕ ÿснĕ, ÿсĕр водительсен айăпне пула пурнăçран уйрăлнисен шучĕ икĕ хут пысăкланнă.

Ĕçкĕпе иртĕхни çул çинчи аварисен сăлтавĕ кăна шутланмасть, вăл çаплах çынна, çемьене тата пĕтĕм обществăна йĕркерен кăларакан паллă япăх фактор та пулса тăрать. 2015 çулта эрех-сăрапа иртĕхессине асăрхаттармалли мĕнпур майсемпе, çав шутра курăмлă агитаципе те усă курмалла тата çак ĕçе массăллă информаци хатĕрĕсене явăçтармалла.

Хисеплĕ ĕçтешсем!

Юлашки виçĕ-тăватă çулта вĕренÿ тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. 2014 çулта çак сфера валли каякан тăкаксем, 2009 çулхипе танлаштарсан, 1,8 хут ÿсрĕç тата 14,9 миллиард тенкĕпе е Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн калăпăшĕн 31,2 проценчĕпе танлашрĕç.

Виçĕ çул каялла çеç-ха ача сачĕсенчи вырăнсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса пама май та çук пек туйăнатчĕ. Паян вара ăна кун йĕркинчен кăларнă!

2014 çулта 15 çĕнĕ ача сачĕ туса хута янă, виçĕ пине яхăн ачапа ашшĕ-амăшĕ тахçантанпах кĕтнĕ парнене тивĕçрĕç. Шантарнă пекех, Шупашкарти бассейнлă ку чухнехи 300 вырăнлă çĕнĕ ача садне Чăваш Ен Правительствине тухăçлă ĕçленĕшĕн панă преми шучĕпе туяннă.

2015 çулта эпир тата çичĕ çĕнĕ ача сачĕ уçатпăр, çапла майпа шкулчченхи учрежденисем тумалли программăна вĕçлетпĕр. Чăваш Енри виçĕ çултан аслă мĕнпур ача, муниципалитетсен çурринче вара пепкесем çулталăк çурăран тытăнса ача садне çÿреме пултарĕç!

Эпĕ пĕлетĕп: чылай "единорос"-депутат çак çивĕч ыйтăва татса парассине хăйсен суйлав умĕнхи программине кĕртнĕ. Саламлатăп сире, хисеплĕ ĕçтешсем! Хăвăр суйлавçăрсен куçĕнчен пăхма намăс мар-и сире?!

Юлашки çулсенче эпир шкултан вĕренсе тухакансем професси суйласа илес ĕçри лару-тăрăва йĕркене кĕртме пултартăмăр.

Нумаях пулмасть кăна-ха ĕç рынокĕнче пысăк ăсталăхлă рабочисем çитменни, çав хушăрах вара гуманитари специалисчĕсем ытлашши пулни вăйлах палăратчĕ. Паян вĕренÿ тытăмĕ, бизнес тата ашшĕ-амăшĕ тухăçлăн тата тĕллевлĕн хутшăнса ĕçленине пула ĕç паракансен нушисемпе пирĕн шкулсенчен вĕренсе тухакансен професси суйлавĕ хушшинчи шайлашусăрлăха тĕппипех пĕтернĕ. Ĕç профессийĕсем тĕлĕшĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ 10 хут чакнă.

Экономика нушисемпе килĕшÿллĕн юлашки икĕ çулта Чăваш Енре математика пĕлĕвне аталантарасси çине пусăм тунă, республикăри шкулсен виççĕмĕш пайĕнче робот техники, авиа- тата карап моделĕсем тăвас енĕпе ĕçлекен инженер класĕсем уçнă. Техникумсемпе колледжсем социаллă ĕçтешсемпе тухăçлăн çыхăнса ĕçлессине йĕркеленĕ, кадрсене вĕрентсе хатĕрленĕ чухне ĕç паракансем вĕренсе тухакансен умне професси пĕлĕвĕ тата хăнăхăвĕ тĕлĕшпе лартакан требованисене шута илеççĕ.

Ĕç паракансем кадрсене вĕрентсе хатĕрлес ĕçе хăйсем те хутшăнни питех те пĕлтерĕшлĕ. Юлашки виçĕ çулта вĕсем ĕçлев квалификацийĕн нумай функциллĕ центрĕсене тума, студентсен производство практикине йĕркелеме, предприяти ĕçченĕсене вырăнта вĕрентме, преподавательсен тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕсен стажировкисене йĕркелеме 85 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. 2015 çулта асăннă тĕллевсем валли вĕсем 90 миллионран сахал мар укçа-тенкĕ яма палăртаççĕ.

Техникумсемпе колледжсен чи хастар ĕçтешĕсенчен "ЭЛАРА" наукăпа производство комплексне, Шупашкарти электроаппарат заводне, "ТУС" строительство организацине, "ТехноНиколь" концерна тата "Транснефть" акционерсен компанине палăртатăп.

Социаллă тĕллевлĕ бизнеса тытса пыракан асăннă компанисен ертÿçисене тав тăватăп тата пысăк ăсталăхлă рабочисемпе специалистсем вĕрентсе хатĕрлеме вĕренÿ организацийĕсемпе туслăн çыхăну тытас ĕçе республикăри мĕнпур предприятие хастарлăн явăçма чĕнсе калатăп.

Паян малта пыракан компанисем кадр ыйтăвĕ çине питех те тимлĕ пăхаççĕ. Енчен те пирĕн ĕç паракансем ăна самантлăха кăна пулсан та куçран вĕçертсен, вĕсен çывăх вăхăтрах кăткăс ыйтусемпе тĕл пулма тивĕ. Классикăлла лозунга ас тăвăр: "Пурне те кадрсем татса параççĕ!"

Паллах ĕнтĕ, Чăваш Ен шкул ачисен пĕлтĕрхи çитĕнĕвĕсене палăртса хăварас тетĕп.

Республикăра, 2013 çулхипе танлаштарсан, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисен юлашки тапхăрĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсен шучĕ пĕрре çурă хут ытла ÿснĕ.

2014 çулта Чăваш Республикинчи хулари 6 шкул Раççейри чи лайăх 500 шкул шутне кĕнĕ /Шупашкарти 3-мĕшпе 4-мĕш лицейсем* 1-мĕш, 4-мĕшпе 5-мĕш гимназисем* Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази/, тата 5 шкул /Элĕкри Иван Яковлев ячĕллĕ шкул, Йĕпреçри 1-мĕш шкул, Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул, Вăрмарти Герман Егоров ячĕллĕ шкул тата Вăрнарти 2-мĕш шкул/ Раççейри ял çĕрĕнчи чи лайăх 200 шкул йышне кĕнĕ.

Вĕрентекенсене, шкулсен ертÿлĕхне, ашшĕ-амăшне, ачасене хăйсене те пысăк ĕçшĕн, хастарлăхшăн, ĕçре тата вĕренÿре пысăк пултарулăхпа палăрнăшăн, ĕçчен тата çирĕп тĕллевлĕ пулнăшăн чунтан тав тăватăп.

Маттурсем! Чăваш Ен сирĕншĕн савăнать тата сирĕнпе мухтанать! Малашне те çапла хастар пулăр!

2015 çулта эпир пултаруллă çамрăксене тупса палăртмалли тата пулăшу памалли тытăма лайăхлатассипе, пуçаруллă çамрăк çынсем округри тата пĕтĕм тĕнчери форумсене хутшăнассине май пур таран пулăшассипе, çамрăксен проект культурине аталантарассипе çыхăннă ĕçсене малалла тăсăпăр.

Чăваш Ен Правительствин, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен çамрăксен пуçарăвĕсене пур енлĕн пулăшса пымалла. Пултаруллă яшсемпе хĕрсем хăйсен вăй-халĕпе тăван республикăра, юратнă Раççейре усă курма пултармалли, çуралнă кĕтесре пулса иртекен мĕнпур ĕçпех хăйсем те çыхăнура тăнине туймалли майсем йĕркелемелле.

Тĕрлĕ мероприятире Чăваш Ене тивĕçлĕ шайра кăтартакан ачасен патриотлăх, мăнаçлăх çирĕпленет, вĕсем тăван ен шăпишĕн кашниех яваплă пулнине ăса хываççĕ.

Çакă питех те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшне те, пĕтĕм обществăна та, вĕренекенсен пĕлÿ шайĕсĕр пуçне, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ыйту пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарать. Шăпах çавăнпа эпир çемье тата пĕтĕм этемлĕх хаклăхĕсене, çамрăксен хушшинче сывă пурнăç йĕркине тата спорта тĕп вырăна хуракан модăна пропагандăлас ĕç çине пысăк тимлĕхпе пăхатпăр.

Çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас ĕç тытăмĕнче кадет юхăмĕ паллă вырăн йышăнса тăрать. Унта хутшăнни арçын ачасемпе хĕрачасене кăмăл çирĕплĕхне аталантарма, дисциплинăна пăхăнма, пысăк яваплăхлă пулма, юлташлăх туйăмне ăша хывма тата хăйĕн çинчен шухăшламасăр çынсене пулăшма хатĕр пулма вĕрентет. Кадет класĕсенчен вĕренсе тухакансем вĕсем - хăйсен пултарулăхĕпе усă курма хатĕр, пурнăçра çитĕнÿ тума тата патшалăхпа обществăна усă кÿме пултаракан, кăмăл-сипетпе ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен йĕркеленсе çитнĕ çынсем.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 64 кадет класĕ тата 3 кадет шкулĕ ĕçлет, вĕсенче 3,5 пин ытла ача вĕренет. Чăваш Республикинче 2014-2017 çулсенче кадет вĕренĕвне аталантармалли "çул карттине" çи-рĕплетнĕ.

Республикăри кадет шкулĕн çĕнĕ çуртне хута яни пирĕн кадетсен пурнăçĕнчи тĕп пулăмсенчен пĕри пулса тăрĕ. Çавăн пекех муниципалитетсен кадет шкулĕсене тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенчи кадет класĕсене малалла аталантарас енĕпе тăвакан ĕç те йĕркеллĕн пурнăçланса пырĕ.

"Кадетлăх" проект общество пĕлтерĕш¬лĕ 9 проектран пĕри, вĕсем Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Викторович Бабич пуçарнипе пурнăçланаççĕ. Вуннăмĕшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа туса хатĕрленĕ "Çĕнтерÿ" проект шутланать. Ун шайĕнче чи лайăх шкул музейне, регионти чи лайăх музее, чи лайăх журналист ĕçне тупса палăртас тĕллевпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă конкурссем иртмелле. Çакна палăртма кăмăллă: "Çĕнтерÿ" проекта пурнăçлама тытăнасси çинчен Михаил Викторович Бабич федерацин Атăлçи округĕн Гражданла общество институчĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен общество канашĕн ларăвĕ вĕçленнĕ хыççăн Чăваш çĕрĕ çинче, Шупашкарта, пĕлтерчĕ.

Кăçал Раççей Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине паллă тăвать. 2010 çултан пуçласа пирĕн республикăра Раççей Президенчĕн указне пурнăçланă шайра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 5,5 пин ытла ветеранĕ çĕнĕ те хăтлă хваттерсем илнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кирлĕ мĕнпур вăрçă ветераннех пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме тĕллев лартнă. Паян унашкаллисем 277 çын.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин мĕнпур участникĕпе тылра ĕçленĕ çынсене, çĕнтерÿçĕ-салтаксен тăлăх арăмĕсене кирлĕ пек тимлĕхпе пăхмалла тата патшалăхпа обществăн ырми-канми пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. Çавнашкал тимлĕх паллисенчен пĕри Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа туса хатĕрленĕ юбилей медалĕ пулса тăрĕ, Чăваш Енре ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ ятĕнчен 24,5 пин ветерана парса чыслĕç.

Юлашки вăхăтра чикĕ леш енче кăна мар, хамăр çĕршывра та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсене çĕнĕрен пăхса тухма чĕнсе калани час-часах илтĕнет. Пирĕн халăх этемлĕх историйĕнчи чи хăрушă тата юнлă вăрçăра тунă çĕнтерÿ пĕлтерĕшне пур майпа та пĕчĕклетес тата хаксăрлатас тесе фактсене пăсса кăтартаççĕ. Украинăра тата унччен Совет Союзĕн йышне кĕнĕ ытти республикăра пулса иртекен ĕçсене курма питех те йывăр, унта паян çар мухтавĕн палăкĕсене чысран кăлараççĕ.

Пирĕн республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă асăну вырăнĕсемпе сооруженийĕсем 1026 ытла шутланаççĕ, çав шутра 500 ытла асăну объекчĕ /обелисксем, мемориалсем, палăксем, стелăсем, асăну паллисем/. Вĕсен пĕр пайне паян юсамалла. Эпĕ хамăрăн аслă çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне панă паттăрсен палăкĕсене юсаса çĕнетес ĕçе влаç органĕсем тата Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур çын хастарлăн хутшăнасса шанса тăратăп.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин темипе тăтăшах ĕçлемелле, Раççей патшалăхĕн историйĕн паттăр тата трагедилле тапхăрĕ, пирĕн çынсем кăтартнă паттăрлăх çинчен чăннине каласа памалла, мĕншĕн тесен çамрăксене патриотла тата гражданла воспитани парас ĕç истори пулă-мĕсене лайăх пĕлни çинче, Раççей халăхĕн калама çук пысăк ăс-хакăл вăйĕн, виçесĕр хăюлăхĕпе паттăрлăхĕн тĕслĕхĕ¬сем çинче никĕсленсе тăмалла. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире тăнăç пурнăçпа ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсем умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Вĕсен ячĕсем тав тăвакан ăрусен чĕрисенче яланлăхах упранĕç!

Хисеплĕ депутатсем, чĕннĕ хăнасем!

Эпĕ каларăм ĕнтĕ: Пĕтĕм тĕнчери V "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумĕ республика пурнăçĕнчи чи çутă самант пулса тăчĕ тата унăн историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса кĕрсе юлчĕ. Пирĕн пата тĕнчери 20 çĕршывпа Раççей Федерацийĕн 81 субъекчĕн представителĕсем, 50 Олимп чемпионĕ килчĕç.

Форум шайĕнче пуçласа РФ Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Çав ларура Раççейре массăллă спорта аталантарма хушма майпа 3,5 миллиард çурă тенкĕ уйăрасси çинчен калакан йышăнăва çирĕплетрĕç.

Эпĕ Пĕтĕм тĕнчери V "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумне хатĕрленсе ирттерес ĕçе хутшăннă Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче пурăнакан мĕнпур çынна тав тăватăп. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене пурне те тав сăмахĕ калатăп.

Эсир хăвăр юлташăрсене, ĕçтешĕрсене хавхалантаратăр, вĕсене физкультурăпа туслаштаратăр. Ку питĕ аван! Мĕншĕн тесен, ăçта спорт, унта савăнăçпа хастарлăх хуçаланать тата питсенче ăшă йăл кулă çиçет!

Таймапуç сире çакăншăн!

Паллах, Раççей халăхĕн наци лидерĕ пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕрĕн тĕп кăтартăвне - демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине - пысăка хурса хакланине илтме пире пурсăмăра та кăмăллă. Владимир Владимирович Путин хăйĕн хаклавне кирлĕ пек кăтартăва тума пулăшнă мерăсен тулли комплексĕпе çирĕплетсе пачĕ. Çакă вăл - пысăк технологиллĕ медицинăна аталантарни, çĕнĕ перинаталь центрĕсем туни, амăшĕн капиталĕ, виççĕмĕш ачана çуратма хавхалантарни, çемье хаклăхĕсене çирĕплетни тата çынсен социаллă хăй туйăмлăхне лайăхлатни.

"Республикăра демографи 20 çул хушши хавшаса пынă. 20 çул... Юлашки виçĕ çулта вара çĕкленÿ, çитменнине стабильлĕ тата çирĕппĕн палăракан çĕкленÿ!" - Раççей патшалăхĕн лидерĕн Чăваш Енре пурăнакансем çинчен каланă çак ырă сăмахĕсем мухтани пек кăна янăрамарĕç.

Вĕсем пуриншĕн те малашнехи ĕçри тĕп ориентир пулса тăчĕç!

Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни пирки каланă май, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çак ĕçре физкультурăпа спорт çине тимлĕ пăхни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Массăллă спорта аталантарма, тĕрлĕ ÿсĕмри тата сывлăх шайĕпе уйрăлса тăракан çынсене унпа туслашма лайăх майсем туса пама кирлине асăнчĕ.

Ку енĕпе эпир пĕрремĕш çул кăна ĕçлеместпĕр ĕнтĕ. Хăватлă инфратытăм туса хунă, чылай объекта Пĕтĕм Раççейри "ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ" политика партийĕн социаллă проектне пурнăçланă шайра хута янă. Чăваш Енре пурăнакансем тата хăнасем валли спортăн çывăх вăхăтрах хута каймалли çĕнĕ керменĕсем çĕкленеççĕ.

2014 çултан пуçласа республикăра кашни уйăхрах Сывлăхпа спорт кунĕ иртет, спортпа туслашас текен кашни çынах ун чухне спорт объекчĕсемпе тÿлевсĕр усă курма пултарать.

Паян Чăваш Ен халăхĕн 37 проценчĕ физкультурăпа тата спортпа тăтăшах çыхăну тытать. Пирĕн "Çăлтăрпа пĕрле зарядкăна" проекта халĕ çĕршывра лайăх пĕлеççĕ, вăл республикăра пурăнакан пĕтĕм çыншăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли чи юратнă массăллă мероприятисенчен пĕри пулса тăчĕ.

Шăпах Чăваш çĕрĕнче Пĕтĕм тĕнчери V "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумĕ шайĕнче "Ĕçлевпе хÿтĕлеве хатĕр" комплекс нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ, ăна Раççей Правительстви 2015 çултан пуçласа йăлана кĕртме палăртать. "Ĕçлевпе хÿтĕлеве хатĕр" комплекса пула пирĕн çĕршывра хисепе тивĕçлĕ, ăнăçуллă, хастар та сывă çынсен темиçе ăрăвĕ ÿссе çитĕннĕ.

Шăпах Чăваш çĕрĕнче Раççейре пуçласа Пĕтĕм тĕнчери утмалли кун старт илчĕ, унта кашни çулах тĕнчери 150 çĕршыв çынни хутшăнать. Асăннă пулăма тÿрĕ эфирпа трансляцилерĕç. Шупашкара тата Шупашкарта пурăнакансене тĕнчери мĕнпур спорт каналĕн миллионшар кураканĕ курма пултарчĕ. Федерацин Спорт министерствин хаклавĕ тăрăх, 2014 çулта "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум Сочири Олимпиада хыççăн çĕршыври пысăк пĕлтерĕшлĕ иккĕмĕш спорт мероприятийĕ шутланать.

Кăçал пирĕн республикăн тĕп хули тĕнчери спорт каналĕсен телекураканĕсене каллех хăй çине пăхтарĕ. 2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен V чемпионачĕ уçăлать. Кун пек ăмăрту Раççейре пуçласа иртет.

Пирĕншĕн пурсăмăршăн та пĕтĕм тĕнчери ытти пысăк ăмăртăва - Хăвăрт утас енĕпе командăсен тĕнче чемпионатне - йĕркелесе ирттерме кăсăк пулĕ, вăл Шупашкарта 2016 тата 2018 çулсенче иртĕ. Уйрăммăн палăртас тетĕп: каллех ку тĕслĕхре те Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕн ассоциацийĕ /ИААФ/ çăмăл атлетсен сумлă ăмăртăвĕсене тăтăшах пĕр çĕршывра, пĕр хулара икĕ хутчен ирттересси пирки пуçласа йышăну турĕ.

Тĕнче шайĕнчи çак çĕнтерÿсенче чăваш халăхĕн чун хавалĕн вăйĕ, республикăра пурăнакан мĕнпур çыннăн пĕрлĕхпе туслăх тата пĕр-пĕрне пулăшса пынин вăй-хăвачĕ уççăн палăрчĕ.

Шупашкарта сумлă ăмăртусем ирттерни хальхи экономикăн пĕлтерĕшлĕ сферисенчен пĕри шутланакан туризма аталантарма хушма вăй кÿрет. Пуçаруллă предпринимательсемшĕн çĕнĕ анлăхсем уçăлаççĕ, интереслĕ проектсемпе идейăсене пурнăçлама çĕнĕ майсем йĕркеленеççĕ.

Туристсем валли çĕнĕ маршрутсем йĕркелемелле. Вĕсем илĕртÿллĕ пулмалла тата çав вăхăтрах пирĕн патра пурăнакан халăхсен этнографи тĕлĕшĕнчи культурăн хăйне евĕрлĕхне палăртмалла.

Чăваш Ен çутçанталăкĕ хăйĕн хÿхĕмлĕхĕпе палăрса тăрать. Пирĕн пулăхлă çĕр сиплĕ çăлкуçсемпе пуян, усрав вăрмансен хăватлă сиплĕх вăйĕ пурри паллă. Çавна май пирĕн пысăк кану тăрăхне йĕркелеме тата сиплĕхлĕ туризма аталантарма пĕтĕм май пур.

Промышленноç туризмĕн те малашлăхĕ лайăх, ăна предприятисенче туристсен ушкăнĕсене йышăнмалли ятарлă вырăнсем йĕркелесе аталантармалла.

Хисеплĕ депутатсем тата Чăваш Енре пурăнакансем!

2014 çул пĕтĕм Раççейри пекех, Чăваш Енре те наци культурин еткерĕ патне таврăнмалли паллăпа иртрĕ.

Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн пуян культурипе палăрса тăрать, вăл мăн аслашшĕсен нумай ĕмĕре тăсăлакан йăли-йĕркине, вĕсен авалтан пыракан пурнăç йĕркине тирпейлĕн сыхласа упрать тата ăна ăруран-ăрăва куçарса пырать. Тĕрлĕ культурăн нумай енлĕхĕ тата вĕсем пĕр-пĕрне витĕм кÿни нацисем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме, килĕшÿлĕхпе çирĕплĕхе упрама пулăшать.

Пирĕн республикăра 128 наци çынни тата сакăр халăх ушкăнĕ туслăн та килĕштерсе пурăнаççĕ. Эпĕ тĕн тата наци диаспорисен представителĕсене тав тăватăп, вĕсем тĕрлĕ наци çыннисем тата тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем хушшинче пĕр-пĕрне хисеплеме, пĕртан диалога тĕп вырăна хума кирлине шута илекен хутлăх йĕркелес тĕлĕшпе пысăк ĕç тăваççĕ.

Ку вăл çапла пулнă, малашне те çаплах пулĕ, мĕншĕн тесен культура кирек хăш халăхăнне те ăс-хакăл тĕшшине, унăн ăрасналăхĕпе хăйне евĕрлĕхне палăртать, чун-чĕри вăйĕпе пултарулăх вăй-халне уçса памалли сфера пулса тăрать.

Пĕтĕмĕшле культура шайĕ пĕчĕк пулсан экономикăри темле харсăр шухăш-тĕллев те пурнăçланма пултараймасть.

Пĕлтĕр пĕрлештернĕ бюджетран культура сферине 1,5 мил-лиард тенкĕ янă, ку вăл унчченхинчен 10 процент ытларах.

Ялти культура çурчĕсене тĕпрен юсамалли тата çĕнетмелли анлă программа пурнăçланать. Енчен те 2008 çулта унта ялти 17 культура çуртне кĕртнĕ пулсан, вĕсен хальхи шучĕ 186 ĕнтĕ.

Паян республикăра 4 пин ытла художество пултарулăх ушкăнĕ ĕçлет, вĕсен ĕçне 55 пин ытла çын хутшăнать. Юлашки пилĕк çулта клубсенче 377 çĕнĕ кружок уçăлнă. Халĕ вĕсен шучĕ 6 пин ытла, унта çÿрекенсен йышĕ 84 пин çынран та иртет.

Музыка шкулĕсене тата ачасен искусство шкулĕсене çÿрекен вĕренекенсен тÿпи Чăваш Енре Раççей Федерацийĕнчи вăтам шайран пысăкрах.

Ку ырă туртăма сыхласа хăвармалла, мĕншĕн тесен культура сферинче паракан хушма пĕлÿ ачасене эстетика воспитанийĕ парас, вĕсен чунĕнче илемлĕх туйăмĕсене çуратас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2015 çул Литература çулталăкĕ шутланать. Чăваш Енре çак çула Константин Васильевич Ивановăн, хальхи чăваш литературине никĕслевçин, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Унăн хайлавĕсем этеме, тăван çĕре, чăваш халăхĕн авалхи йăлисемпе пурнăç йĕркине тата унăн хăйнеевĕрлĕ культурине чунтан юратса хисеплемеллине ăса хывма вĕрентеççĕ. Пирĕн пулас несĕлĕмĕрсем тивĕçлĕ граждансем, чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнччĕр, Тăван çĕршывпа мăнаçланччăр, унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хамăрăн мăн асаттемĕрсем пекех паттăррăн хÿтĕлеме пултарччăр тесен пирĕн çав улшăнми хаклăхсене килес ăрусем валли сыхласа хăвармалла.

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Хамăн Çырăва вĕçленĕ май, тăван кĕтес шăпишĕн пăшăрханакан, унăн пуласлăхĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлекен мĕнпур çынна чун-чĕререн тав тăватăп.

Юлашки çулсенче халăхăн пурнăç шайне ÿстерес тата республика экономикине аталантарас тĕлĕшпе çирĕп утăмсем турăмăр. Мана - "халăх тарçине", ăнланса, пĕр шухăшлă пулса тус-юлташла ĕçлени - пĕтĕмпех халăх пуласлăхĕшĕн тунă пĕрлехи ырă ĕç.

"Тăван йăваран хакли нимĕн те çук", - теççĕ халăхра. Эпир хамăрăн Чăваш Республикине чун-чĕререн юрататпăр, унăн ырлăхĕшĕн патриотла туйăмсемпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парса, яваплăха туйса, ырми-канми ĕçлетпĕр.

Чăваш Енре пурăнакансем влаç органĕсене çирĕп шанни пире хавхалантарать. Умра - çĕнĕ тĕллевсем. Тĕнчери лару-тăрăва пула сиксе тухакан йывăрлăхсене çĕнтерсе экономикăпа социаллă пурнăçа малашне те çирĕп аталантарса лайăхлатасси.

Малашнехи ĕçсем ăнса пырасса пĕрре те иккĕленместĕп.

Чăваш Ен - уçă та тараватлă регион.

Эпир тăван кĕтес çутă та ырă пултăр, çынсем саккуна пăхăнса, таса чунпа, тăнăçлăхпа килĕшÿре, обществăн тĕп никĕсĕн - çемьен хаклăхĕсене çирĕплетсе пурăнччăр тетпĕр.

Пурте пĕрле, çине тăрса ĕçлесе, хамăрăн вăя шанса, обществăри пĕрлĕхе тата çирĕплĕхе упраса, йывăр вăхăтра пĕрне-пĕри пулăшса эпир Чăваш Енĕн кашни çемйишĕн, кашни çыннишĕн тата тулăхрах, тăнăç пурнăç тума пултаратпăр.

Пĕрле эпир нумай çитĕнÿ тăваятпăр! Пĕрлĕхре - пирĕн вăй!

Чăваш Ен халăхне мухтав!

Итленĕшĕн пысăк тав.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.