Пĕр ĕç пĕрлештерет
Раштав сиввине пăхмасăр республикăри 14 районтан килнĕ çынсене курма май пулчĕ. Мероприятие çавăн пекех яваплă хăнасем те хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче: ТР Президенчĕн департаменчĕн шалти политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Данил Мустафин, Тутарстанри халăхсен ассамблейин председателĕн заместителĕ Николай Владимиров, Тутарстанри Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Ирек Шарипов, Аксу муниципалитет районĕн пуçлăхĕ Камиль Гилманов. Вĕсем хăйсен сăмахĕнче Тутарстанри чăваш обществине те лайăх ĕçлекенсен шутне кĕртрĕç, ТР ЧНКА ертÿçин Константин Геннадьевич Яковлевăн ĕç-хĕлне ырларĕç, ăна малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕç.
ТР ЧНКА хастарĕсемшĕн чи кăмăлли вара - Чăваш Енрен килнĕ хăнасемпе тĕл пулни. ЧНК президенчĕпе Николай Угасловпа «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай пуриншĕн те «Раштав парни» пулчĕç тейĕн. Тутарстана ялан килсе çÿреймеççĕ вĕсем. Кунта вара 100 яхăн çын Шупашкарсен ырă сăмахĕсене итлесе киленчĕ.
- Эпир пĕр ĕç тăватпăр. Çавăнпа та икĕ республика çыннисем пĕр шухăшлă та пĕр сăмахлă пулса чăвашлăха аталантарса, çĕклесе пырасса шанатпăр, - терĕ Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай. - Кунта «Хыпар» хаçата çырăнакансен, вулакансен шучĕ те ÿссе пырĕ. Тутарстан çыннисен пурнăçĕ, уявĕсем, пулăмĕсем пире те интереслентереççĕ. Ма-лашне сирĕн патăрта та «Хыпар» кунĕсем ирттерĕпĕр.
Саламлă сăмахсем хыççăн ТР ЧНКА пуçлăхĕ Константин Яковлев 2014 çулта республикăра мĕнлерех ĕçсем туни çинчен каласа кăтартрĕ. Ытти çулпа танлаштарсан, пĕлтĕр çĕнĕ мероприятисем ытларах иртнĕ.
Кăçалхи тĕллевсемпе те паллаштарчĕ Константин Геннадьевич. «Планпа килĕшÿллĕн уйăхра 2-3, хăшĕнче ытларах та мероприяти пулĕ, - терĕ вăл. - «Хыпар» хаçатăн кунĕсене те ĕç планне кĕртĕпĕр. Тата тепĕр çĕнĕлĕх - «Чи лайăх ял», «Чи лайăх шкул», «Чăваш чĕлхин чи лайăх вĕрентекенĕ» конкурссем ирттересси».
Юлашкинчен асăннă конкурса ирттерме ЧР Вĕрентÿ министерствине явăçтарасси çинчен те пулчĕ сăмах.
Виçĕ сехете яхăн тăсăлнă конференцире тухса калаçакансем, сĕнÿсем паракансем самаях пулчĕç. Кашни чăваш, паллах, чунпа, чĕрепе, ĕçпе чăвашлăха парăнса тăван халăха, унăн ĕçне-хĕлне, культурине, хисепне çÿлĕрен çÿле çĕклес тесе тăрăшать.
Комментировать