Купăста тупăш парать. Камсене?
Ĕлĕкхи пек каласан - "спекулянтсене"
Пахча çимĕç туянакансем Шупашкарти лавккасенче купăста хакланса кайнăшăн ялхуçалăх организацийĕсене ÿпкелеççĕ. "Укçа çапаççĕ!" - теççĕ.
Купăста хакĕ мĕнлерех хăпарса пынă? ЧР Ялхуçалăх министерствин "Агро-инновацисем" хысна предприятийĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх - ваккăн сутакан лавккасенче кашни кг купăстана 2014 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăтамран - 12,62, октябрьте - 11,6, ноябрьте - 16,3, декабрьте - 22,3, кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче 30,9 тенкĕлле - иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнчипе танлаштарсан 2,4 хут хаклăрах - сутнă.
Иртнĕ эрнере купăстан кашни килограмне тĕп хулари Кăнтăр-хĕвеланăçпа Благовещени районĕсенчи тата Хевеш урамĕнчи "Магнитра" - 45,2 тата 45,9, Трактор тăвакансен проспектĕнчи "Шубинскипе" "Органикăра" - 32,5 тата 37, Ленинград урамĕнчи "Перекрестокра" - 39,9, Петров урамĕнчи "Купецра" - 28,8, Стрелоксен 139-мĕш урамĕнчи "Пятерочкăра" 36,75 тенкĕлле ярăнтарнă.
Январĕн 15-мĕшĕ тĕлне ваккăн сутакан лавккасенче хак - 34,7-40,9, ваккăн сутакан пасарсенче 28-35 тенкĕ пулнă. Шупашкарти курттăммăн сутакан тĕп пасарта - 18-25, Николаев ярмăрккинче - 22-25.
Купăстан сутлăх хакне ытларах камсем - ялхуçалăх организацийĕсем, вĕсенчен продукци туянса лавккасене çитерекенсем е сутакансем - ÿстерчĕç-ши? Ыйтăва хуравлама çăмăл мар. Мĕншĕн тесен мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем вăтамран мĕн хакпа сутнине пĕтĕмлетме информаци çук.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов ыйту хуравне уçăмлатас тĕллевпе январĕн 15-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи С.П.Волков фермер хуçалăхĕнче пулчĕ. Пĕр кун маларах яла пырса унран кашни кг купăстана 22 тенкĕлле туяннă. "Паянтан 23 тенкĕлле сутатпăр, - терĕ фермер. - Пĕлтĕрхи çак вăхăтра 9-10 тенкĕлле парса янă".
Иртнĕ уйăхсенче хак хăвăрт ÿснине çапла ăнлантарчĕ: "Кĕркунне çанталăк тăрук шăнтнăран пĕтĕм купăстана пухса ĕлкĕреймерĕмĕр, 400 тонна майлă шăнса пăсăлчĕ. Пысăк тăкак тĕллевсене пурнăçлама чăрмантарать. Çапах Голландире туса кăларакан купăста пухмалли комбайн туянасшăн. Техникăн ытти хатĕрне илме, ĕç укçине ÿстерме, мĕнпур тăкака саплаштарма кĕмĕл нумай кирлĕ".
Хресченрен 15-22 тенкĕлле купăста илсе кайса 34-41 тенке çитереççĕ, хушма хака ытлашши нумай ÿстереççĕ. Çул тăкакĕшĕн 1-1,5 тенкĕ çеç хушмалла, вĕсем хака 8-10 тенкĕ хăпартаççĕ терĕ.
Вице-премьер Николаев ярмăрккине çитсе курттăммăн сутакан павильонсенче кашни кг купăстана 23 тенкĕлле çеç сутнине курса ĕненчĕ. Пĕр ретре - Мари Элрен турттарни. Пĕр павильонĕ - Куславкка районĕнчи В.Н.Семенов фермерăн.
Иртнĕ вырсарникун ярмăрккара тепре пултăм. Купăстана 3 тенкĕ хаклатнă. Кĕçнерникун туяннă пулсан 30 тенкĕ перекетлеттĕм.
"Элĕк тăрăхĕнчи мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче пĕлтĕр - 1000 ытла, вăл шутра фермер хуçалăхĕсенче 623 га купăста лартса çитĕнтернĕ, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертÿçи Анатолий Прохоров. - Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан кĕркунне çанталăк маларах шăнтрĕ, 15 гектар çинчи шăнса пăсăлчĕ. Паян кашни кг вăтамран 20 тенкĕлле сутăнать. Хуçалăхсем управсенчен 2 пин ытла тонна ăсатма хатĕр".
"Сутлăхра купăста, ытти пахча çимĕç ан хаклантăр тесен Чăваш Енре хальхинчен чылай ытларах туса илмелле, тĕллеве пурнăçлама, продукцие хĕл каçармашкăн управсем тума патшалăхăн аграрисене субсиди ытларах уйăрмалла", - шухăшне уççăн палăртрĕ Прохоров.
Волков çĕрулми управне те кăтартрĕ. Ăна 18-20-шер тенкĕлле сутать.
"Агро-Инновацисем" кăтартăвĕ тăрăх - лавккасенче ваккăн сутакан "иккĕмĕш çăкăрăн" вăтам хакĕ республикăра çакнашкал ÿснĕ: 2014 çулхи сентябрьте - 16,04, октябрьте - 17,88, ноябрьте - 22,16, декабрьте - 24,4, январĕн 15-мĕшĕ тĕлне - 29,3 тенкĕ.
Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх урамĕнчи "Смак" лавкка заведующийĕ кашни кг купăстана "посредникрен" - 28, тавар туянакансене 35,3 тенкĕлле сутнине - 7,3 тенкĕ ÿстернине - пытармарĕ. Ялтан турттарса килекенни хака сахалтан та 8 тенкĕ хушать. Хулана 1000 кг илсе килсе вырнаçтарать те кĕсйине 8 пин тенкĕ чикет.
Вице-премьер рейда çапла пĕтĕмлетрĕ: "Продукцие сутлăха турттаракансемпе сутă тăвакансем ялхуçалăх организацийĕсенчен купăста илсе хушма хака туяннă хакран чылай ÿстереççĕ. Хушма хака пĕчĕкрех туса продукцие йÿнетмелле. Тата хамшăн çапла пĕтĕмлетрĕм: ялхуçалăх организацийĕсен ертÿçисем республика лавккисенче сутма купăста вырнаçтарассишĕн çителĕксĕр ĕçлеççĕ".
Комментировать