Йывăр чух алă тăсни сăваплă

21 Янв, 2015

Пурнăç кал-кал та хăй еккипе пынă чухне никам та йывăрлăх пирки аса илмест-тĕр: шанчăклă пÿрт, ирсерен киленсе утма юратнă ĕç пур, çемье сывă та тĕреклĕ, ачасемпе мăнуксен телейĕ те куç виçейми... Кунтан ытла мĕн кирлĕ-ши? Анчах та пĕр-пĕр уяр кунхине кĕтмен-туман инкек, хуйхă йăтăнса ансан вара чăнах та тĕнче пĕтнĕнех туйăнать. Çапла пулса тухнă та Украинăри Луганск облаçĕнче /халĕ - Луганск Халăх Республики/ пурăннă Головкосен çемйипе. Хăйсен чун суранне сиплеме пирĕн çĕршыва суйласа илнĕ: Юхмапа Пăла тăрăхне килсе тĕпленнĕ. Пурнăç тути-масине туйса та ĕлкĕреймен çамрăк мăшăр Патăрьеле кăмăлланин сăлтавĕ те çук мар. Кун пирки - кăшт каярах.

Чĕлхе Киева илсе çитерет пулсан, инкек - Украинăран Патăрьеле

Украинăри хальхи вăхăтри лару-тăру пурне те пăшăрхантарать. Граждан вăрçи пиншер çынна тĕпленнĕ вырăнтан хăптарса тĕнче тăрăх салатрĕ. Тăванла шутланнă çĕршывра паян пăшал сасси янăрани, Минскра тунă килĕшÿ туллин пурнăçланманни шухăшлаттарать те, пăшăрхантарать те. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ килсĕр-çуртсăр çынсем унта та кунта хÿтлĕх шыраççĕ. Куçса килнисемпе тÿрремĕнех ĕçлекен республикăри органсем пĕлтернĕ тăрăх - хальхи вăхăтра 1400-е яхăн çын Чăваш Ене вырнаçнă. Вĕсен хушшинче вăй питтисем те, ачасем те пур. Ютран килнисене патшалăх мĕнпур условипе тивĕçтернĕ: пурăнмалли кĕтеспе, апат-çимĕçпе, тăхăнмалли тумтирпе... Шкул, ача сачĕн ыйтăвĕсем, ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтересси те - кун йĕркинчех.

Ас тăватăп-ха, шкулта вĕреннĕ чухне класпа класс хушшинче художество пултарулăх смотрĕсем йĕркелетчĕç. Питĕ тăрăшса хатĕрленеттĕмĕр концертсене. Пирĕн класа Союзлă республикăсенчен Украина çакланнăччĕ. Эх, епле тăрăшнăччĕ ун чухне вĕсен наци тумне капăр хатĕрлес тесе!.. Паян вара тăванла халăхăмăр, пирĕн туссем тесе вĕрентнĕ çак çĕршыв пăтранать. Хальхи Луганскран 15 çухрăмра вырнаçнă Желтое пĕчĕк ялтан Патăрьелне те икĕ çемье килсе вырнаçнă: пĕрисем - Сабировсем, теприсем - Головкосем. Иккĕмĕшсен пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе районти халăха социаллă пулăшу паракан центр сотрудникĕпе А.Каллинапа вĕсем патне çитрĕмĕр. Кил хуçи хĕрарăмĕ, Любовь Федоровна, пире ăшшăн кĕтсе илчĕ. Алăк уратинчен каçсанах çупа ăшаласа пĕçернĕ кукăль та сĕнчĕ: «Тутанса пăхсамăр. Кăна эпĕ хамăр рецептпа пĕçертĕм...» - чĕвĕлтетрĕ вăтăрсенчи хĕрарăм. Ют çынсене курсан компьютер умĕнче ларакан 4-5 çулсенчи Никитăпа Ярослав та салтаксем пекех яшт çеç тÿрленсе тăчĕç, «Здравствуйте-е!» - терĕç харăс тăсарах. Шăпăрлансемшĕн çĕршер çухрăм хыçа хăварнă çывăх тăванĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕ, садике пĕрле çÿренĕ юлташĕсем те аса килмеççĕ тейĕн: хăйсен савăнăçне пытараймасăр пĕр пÿлĕмрен теприне çил пекех вĕçтерсе çÿреççĕ. Кăштах лăпланаççĕ те ашшĕ хăй нумай пулмасть пуçтарнă компьютер умне кĕрсе лараççĕ, çавăнтах амăшĕн мăйĕнчен уртăнаççĕ... Ача-çке!

- Епле кĕтнĕ эпир çак куна! Мухтав Турра, эпĕ хамăн çемьепе Раççее таврăнтăм, - куççульне пытармасăр калаçăва пуçларĕ Любовь Федоровна.- Анне - Воронеж, атте - Брянск вырăсĕсем. Кукаçи - Совет Союзĕн Геройĕ. Мăшăрăм - украин.

Утă уйăхĕн вĕçĕнче çакланнă Головкосен çемйи Патăрьелне. «Çакланнă» тесех калас килет. Таркăнсен лагерĕнчен хăйсен ирĕкĕпе тухнă. Тĕттĕм те нÿрлĕ путвалтан çутталла туртăнса темиçе пост урлă каçма вĕсене шăпах кил хуçи хĕрарăмĕн çичĕ çул туслă çыхăнура пулнă тантăшĕ хавхалантарса тăнă: калаçса та, курнăçса та мар. Электронлă çыхăну мелĕпе - СМСпа! Çапла вара пăшал сассипе çăра тĕтĕме, ашшĕ-амăшĕпе аппăш-пиччĕшĕсене, мĕнпур мул-туприне хыçа хăварса хулпуççи урлă икĕ хутаç çакнă мăшăр пĕрремĕш станци патне талпăннă.

 

Тĕнче ырă çынсăр мар

Паян вĕсем хăйсене пулăшнă çынсене, коллективсене пуç тайса тав тăваççĕ. Кун пирки сăмах пуçарсанах Головкосем чăн малтан Патăрьелте пурăнакан Надеждăпа Андрей Замковсене ырăпа аса илчĕç. Çак çемьешĕн канăçне çухатса хыпаланнă Надежда Владимировна вĕсемшĕн тăван та, çывăх çын та мар иккен. Любăпа вăл çичĕ çул каялла Самар облаçĕнчи çар хулинче паллашнă. Мăшăрĕ çар çынни пулнăран вăл пилĕк çул çемйипе унта пурăннă. Ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн çурт никĕсне мăян пустарас мар тесе хăй çуралса ÿснĕ килех нумай пулмасть таврăннă. Украинăра хирĕçтăру пуçлансанах тус-тантăшĕпе çыхăнса тăнă: пурнăçĕ епле, йывăрлăхсене мĕнле татса пыраççĕ, хăрушă-и?... Пĕррехинче мăшăрĕпе калаçса ларнă вăхăтрах вĕсен ырă шухăш çуралать - çак çемьене пулăшас, инкекрен хăтарас... Андрей Алексеевич та арăмне хирĕçлемен. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать. Ыйтăва вăраха ямасăр татса парас тĕллевпе Надежда Интернет тетелĕнче тĕвĕленнĕ алă ăстисен членĕсемпе /сăмах май, Любăпа Надя та çак клубра/ канашласа пăхнă. Пĕри те хирĕçлемен - пухури пекех пурте пĕр саслă пулса çул укçи пуçтарса ярса пама килĕшнĕ.

- Канаша та вĕсене хамăн автомашинăпах кĕтсе илме кайрăм. Тĕрĕссипе, вĕсен йăтмалли нимĕн те çукчĕ, пĕчĕк хутаçсем çеç. Тăватă çынран тăракан çемьене виçĕ эрне хамăр патăрта хÿтлĕхе илтĕмĕр. Хам та ĕçлеменнине пула малтанласа саккăрăн мăшăрăн ĕç укçийĕпе çеç пурнăçа сыпăнтарса пытăмăр. Чи интересли - кĕске çак тапхăрта çĕнĕ туссене мунча кĕме вĕрентрĕмĕр. Ку таранччен вĕсем ун пек вĕри çĕрте çăвăнса та курман иккен хăйсем патĕнче... - калаçрĕ Надежда.

Паян Головкосен, вăхăтлăх пулин те, хăйсен пурăнмалли кĕтесĕ пур: сĕтел-пукан, савăт-сапа, кĕпе-тумтир, ĕçме-çиме. Районти халăха социаллă пулăшу паракан центр ачасене тÿрех ăшă çипуçпа пулăшнă, районти ачасен правине хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй, «Çăлкуç» реабилитаци центрĕн врачĕ Д.Гайнуллина тăрăшнипе тата пуçарнипе «Исток» тата «Батыревский» хуçалăхсем хĕл каçмалăх çĕрулмипе тивĕçтернĕ. Тĕрĕссипе, эпир хамăр çиекен «иккĕмĕш çăкăра» лайăх хак пама та пĕлместпĕр иккен. «Питĕ тутлă, кĕрпеклĕ, хитре. Эпир ăна Украинăра çăвĕпе çитĕнтерсен те тăранмалăх туса илеймен», - тет пирĕн çĕр çимĕçне пахаласа кил хуçи хĕрарăмĕ.

Любовь Федоровна - анлă тавра курăмлă çын. Калаçу вăхăтĕнче тĕрлĕ тема та хускатрăмăр. «Хамăн мăшăрпа эпĕ тĕнче хĕррине кайма та хăрамастăп», - çирĕппĕн каларĕ юлашкинчен. Пулă тытма, кăмпа татма, сунара çÿреме кăмăллакан арçын ĕçлĕхлĕ те пултаруллă пулнине хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Патăрьелĕнчи Юрий Елкин предприниматель ăна компьютерсем юсама ĕçе илнĕ. Хăйĕн çĕршывĕнче сăрт-ту инженерне вĕренсе тухса ĕçленĕ маçтăр тÿрех килĕштерекен ĕçпе туслашнă. «Маттур, пултарать, питĕ тăрăшса ĕçлет», - хак парать ун пирки Юрий Александрович. Кил хуçи хĕрарăмĕ хальлĕхе ĕçе вырнаçайман-ха, анчах вăл та килте ытахальлĕн лармасть - тĕрлĕ материалтан пукане-шкатулка, çÿç тыттармалли заколкăсем ăсталать... Ÿркенмен ăста пулни ун çине пăхсанах паллă. Ахальтен мар ĕнтĕ Любовь Федоровна хваттере вырнаçсанах пĕрремĕш тупăшĕпех çĕвĕ машини туяннă.

 Альбина ЕГОРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.