Çĕрпÿкассинче çапла пулнă
Ку тĕслĕхсенче усалли тата намăсси чăннипех пĕр çыхăра. Шел те, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕрпÿкассинчи преступлени çын вилĕмĕпе çыхăннă.
46 çулти вăхăтлăх ĕçсĕр арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, следователь ыйтнипе ăна хупса хунă ĕнтĕ. Инкек вара асăннă ялта кăрлачăн 17-мĕшĕнче çĕрле пулнă. Çакскер 54 çулти хурăнташ пиччĕшĕ патне кайнă. Пÿрте кĕнĕ те - хайхи пиччĕшĕ, 38 çулти хĕрарăм тата 48-ти тепĕр хурăнташ пиччĕшĕ пĕрле иккен, виççĕшĕ те çарамас! Хайхи хĕрарăмпа çамрăкки унччен хăй пĕрле пурăннă та - çакă тарăхтарса янă пулас. Кĕвĕçнĕскер тăванĕсене те, хăйĕн ĕлĕкхи еркĕнне те тискеррĕн хĕнесе пĕтернĕ. Кил хуçи тухса тарма ĕлкĕрнĕ-ха, тепĕр пиччĕшне вара шăллĕ реанимацие ăсатмаллах тÿпеленĕ. Чи хăрушши - хĕрарăм вилĕмĕ: Тут сайт про одноклассники йывăр сурансене пула вăл тепĕртакран сывлама пăрахнă.
ЧР Аслă сучĕ вара прокуратура апелляцине тĕпе хурса Шупашкарти Мускав районĕн приговорне пăрахăçланă. Вăл тĕп хулара пурăнакан 63 çулти арçын тĕлĕшпе палăртнăскер пулнă. Çулĕсене пăхмасăр ватăскер Интернетра çул çитмен çамрăксене сăнлакан порнографи материалĕсен çаврăнăшĕпе аппаланнă иккен.
Виртуаллă сетьре порнографи туянса хăйĕн компьютерĕнче упранă, унпа сетьре ыттисене те паллашма май панă. Район сучĕ пенсионера тÿрре кăларакан приговор палăртнă - преступлени пулнине ĕнентермелли материалсене саккуна пăсса тупнипе сăлтавланă. Анчах Мускав районĕн прокуратури кунашкал йышăнупа килĕшмен. Аслă суд прокуратура майлă пулнă, ватă çынна тÿрре кăларнă приговора пăрахăçласа уголовлă ĕçе судра çĕнĕрен тишкерме панă.
С.АЛЕКСАНДРОВ
Комментировать