Ĕçчен çемье ĕмĕчĕсене путлантарнă пушар
Çунса кăмрăкланнă, тăрри йăтăнса аннă пысăках мар çурт: пĕр пайĕ йывăçран, тепри - кирпĕчрен. Пураласа туни ытларах сиенленнĕ. Йĕри-тавра - çунса пĕтеймен япаласем, кил-тĕрĕшре усă курнăскерсем... Чуна ыраттаракан çак ÿкерчĕк кунта пысăк инкек пулнине систерет.
Çапла, кунта, Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи Обиково урамĕнчи пĕр хутлă çуртра, январĕн 18-мĕшĕнче ирхине пушар тухнă, тăватă çын вилнĕ. «Вут-çулăм çурта хытах сиенленĕ. Пушара сÿнтерсен ишĕлчĕксене тасатнă май тăватă хĕрарăмăн: 59-ти кил хуçин тата унăн виçĕ хĕрĕн - 31 çултин тата 29 çулсенчи йĕкĕрешсен - кĕлеткисене тупнă. Ку факт тĕлĕшĕпе Шупашкар хулин Калинин районĕнчи следстви уйрăмĕ следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет. Материалсенчен çакă паллă: 31 çулти хĕрарăм хăйĕн пĕчĕк хĕрне, 2014 çулта çуралнăскерне, çуртран илсе тухса кÿршисем патне леçме ĕлкĕрнĕ, вĕсене пушар çинчен пĕлтернĕ те каялла килне чупнă. Çак самантра газ баллонĕ сирпĕннĕ.
Комментировать