Хыпар, 6 №, ытларикун, 2015, январь, 20

20 Янв, 2015

Чи пысăк хăват вăл - Сăмах

Сăмах... Мĕн тери пысăк вăй пытаннă унра. Вăл çынна хавхалантарма та, çав вăхăтрах çапса хуçма та пултарать. Ахальтен-и ăна хĕçпăшалпа танлаштараççĕ. Январĕн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечесĕн кунĕсене халалласа иртнĕ савăнăçлă уявра çуралчĕç çак шухăшсем.

В.ГРИГОРЬЕВ.

1-2 стр.

Çырусем, çырусем...

Январĕн 21-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ ячĕпе яракан çулленхи Çырăвĕпе паллаштарать. Вăл республикăн кăçалхи аталанăвĕн хăйне евĕр программи пулĕ. Михаил Васильевич мĕнле ыйтусем çинче пусăм тăвассине хальлĕхе тавçăрма кăна пулать. Эпир вара унăн иртнĕ çулсенчи Çырăвĕсем мĕнле пурнăçланнипе кăсăкланас терĕмĕр - ку енĕпе тивĕçлĕ министерствăсем мĕнле ĕçленине ыйтса пĕлтĕмĕр.

Н.ДМИТРИЕВ.

2 стр.

Чăваш полицийĕ ыттисем тытайманнисене те тупать

2014 çулта республика территорийĕнче 13,8 пине яхăн преступление регистрациленĕ - 2013 çулхинчен 2,6 процент сахалрах. Преступленисен 70,6 процентне уçса панă - ку кăтарту федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххи. Çак тата ытти цифрăна Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕ Сергей СЕМЕНОВ иртнĕ кĕçнерникун хăй ертсе пыракан ведомствăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме йĕркеленĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕ.

Н.КОНОВАЛОВ.

3 стр.

Çÿллĕрех, хăвăртрах, вăйлăрах!

Çак кунсенче çăмăл атлетикăна юратакансем Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ манежне пухăнчĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри тата федерацин Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртрĕ. Чăваш Ене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 700 яхăн атлет килсе çитрĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

4 стр.

Юрату юратупах таврăнать

"Станьял патĕнче вĕренме пÿрнишĕн хама телейлĕ тесе шутлатăп". Çак сăмахсене Чăваш Республикинче, ун тулашĕнче пурăнакан пин-пин чăваш çирĕплетсе калама пултарĕ. Ун патĕнче вĕренменнисем те, ун лекцийĕсемпе практика занятийĕсенче пулманнисем те, унпа пĕрле фольклор экспедицийĕсенче тĕнче касса çÿременнисем те Станьяла хăйсен вĕрентекенĕ тесе хисеплемеççĕ-и-ха?

Сумлă вĕрентекен, ăсчах 75 çул тултарчĕ.

Р.ПРОКОПЬЕВА.

4 стр.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.