Куç шăрçи пек упранă пуянлăх

20 Янв, 2015

Эпир ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăратпăр? Хамăрлăхпа. Тĕнчере пирĕн пекки урăх çук. Эпир - пĕрре. Чĕлхепе, сăвă-юрăпа, йăла-йĕркепе, тĕрĕ-çĕвĕпе, алĕç хатĕрĕпе... Çĕршер, пиншер çулхи пирĕн аваллăх упранать вĕсенче. Çаксене çухатсан эпир чăваш пулма пăрахатпăр.

Паянхи глобализаци пурне те «тыллать». Ахăр самана авăрне çакланас мар тесен çине тăрса ĕçлеме тивет. Пурин те: ахаль çынран пуçласа республика ертÿлĕхĕ таранах. Çак кунсенче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче иртнĕ «çавра сĕтел» те çавнах çирĕплетрĕ тенĕ пулăттăм. Халăхăн ÿнер промыслине сыхласа хăварассипе тата ăна малалла аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич çак шухăша палăртрĕ: «Тĕрĕ - чăваш халăхĕн нимпе танлаштарма çук пысăк пуянлăхĕ. Алă ăстисен çак асамлă ĕçĕсене авал та питĕ хисепленĕ, паянхи çамрăксем те кăмăллаççĕ. Чăваш тĕррипе эрешленĕ продукцие хăнасем те туянаççĕ, вĕсем алĕç ăстине тупăш та кÿреççĕ. Влаç органĕсен халăх промыслине аталанма, çамрăксене çак пултарулăха алла илме хавхалантаракансене май килнĕ таран пулăшса пымалла»,- терĕ.

Маçтăрсен çулне мĕнлерех майсемпе уçса пыма пулать-ха? Ман шухăшăмпа - алă ĕçĕпе кăсăкланакансем валли пĕлÿ лабораторийĕсем уçса, тĕрлĕ курав-конкурс йĕркелесе, алĕç ăстисен хатĕрĕсене сутма майсем туса парса тата ыттипе те.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çу¬лĕ¬сен варринче халăх пултарулăхĕн республикăри çуртĕнче унашкал майсемпе усă куратчĕç. Çак йĕркесен авторĕ унти тĕрĕ /ăна Раççей халăх маçтăрĕ, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Мария Симакова ертсе пыратчĕ/, пир тĕртес ăсталăх /Александра Ильбекова/ тата халăх инструменчĕсен /Виталий Адюков/ лабораторийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе киленме пултарнăшăн халичченех хĕ¬пĕртет.

Çак ăстасем, уйрăмах Мария Симакова, районсенчи, çавăн пекех республика тулашĕнчи миçе çынна чăвашсен аваллăхĕпе çывăхланма пулăшмарĕç пулĕ. Иккĕленÿ çук: шăпах çавăн чухне унăн пехилĕпе чăваш тĕррипе кăсăкланма пуçланă пикесем çав ĕçе паян та малалла тăсаççĕ ĕнтĕ.

Шел те, халĕ унашкал лабораторисем çук Культурăпа халăхăн пултарулăхĕн керменĕнче. Ирĕксĕрех кам мĕнле пултарать - çапла ĕçлеме тивет.

Михаил Игнатьев «çавра сĕтелте» влаçра ларакансем халăхăн ÿнер промыслине упраса хăварас тĕлĕшпе мĕн ĕçленипе кăсăкланчĕ.

Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин палăртнă тăрăх - ĕмĕрсен эрешне - алĕç ăстисен пултарулăхне - çĕнĕ вăй кÿртес тĕлĕшпею юлашки тăватă çулта 13 млн тенкĕ ĕçе янă. Тĕп хулари Ефремов купса урамĕнче /халăхра Арбат ятпа çÿрет/, Атăл хĕрринче «Маçтăрсен хулисем» ĕçлеççĕ. Владимир Александрович халăх промыслине аталантаракансене тĕрлĕ регионта иртекен выставкăсене хутшăнма майсем туса панине те палăртрĕ. Кăçал, сăмахран, Крыма, Алтая кайса килме май пур, унта Чăваш Республикин кунĕсене йĕркелеме палăртнă. Апрель уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче те Чăваш Ен кунĕсем иртĕç. Вĕсене те халăх маçтăрĕсене явăçтарма палăртнă. Шупашкар кăçал çăмăл атлетика енĕпе иртекен Европа чемпионатне йышăнĕ, 2016 тата 2018 çулсенче - хăвăрт утас енĕпе иртекен тĕн¬че чемпионатне. Çак мероприятисем те алĕç ăстисене хавхаланса ĕçлеме хистессе шанас килет. Хăнасем Чăваш Ен сувенирĕсемсĕр каймĕç.

ЧР Суту-илÿ палатин президенчĕ Игорь Кустарин 12 çул каялла Ремесленниксен гильдине йĕркелесе яни пысăк çитĕнÿ пулнине палăртрĕ. Ун чухне унта пурĕ те 30 çын кăна пулнă, хальхи вăхăтра йышра - 200-ĕн. Вĕсен алĕç хатĕрĕсене вырнаçтарма хула варринче уçнă салон-мастерскойăн тÿпи пысăк. Сăмах май, унта 1200 çын хăйĕн таварне сутма парать-мĕн.

Игорь Владимирович шухăшĕпе, Арбатри суту-илÿ ĕçне тивĕçлĕ шая çĕклемелле. Тепĕр чухне унта çын таварне туянса суту тăвакансене те курма пулать иккен.

ЧР Ремесленниксен гильдийĕн председательне Нина Бондаре мĕн шухăшлаттарать-ха? Куравсене çĕнетме, вĕсен шутне ÿстерме тата пахалăхне лайăхлатма сĕнчĕ. Вăл е ку сувенира хатĕрлеме пултарни çеç çителĕксĕр, ăна рекламăлама та вĕренмелли çинчен аса илтерчĕ.

«Паха тĕрĕ» фирмăн генеральнăй директорĕ Наталия Посынкина çĕршыв шайĕнчи куравсенчи аренда хакĕ пысăк пулни чылай ăстана вĕсене хутшăнма чăрмантарнине асăнчĕ. Ун шухăшĕпе, республикăра халăх ÿнер промыслин центрĕ кирлĕ. «Çавра сĕтеле» хутшăннă ăстасем пурте, паллах, унпа килĕшрĕç.

Раççей халăх мастерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Мария Симакова питĕ пĕл¬терĕшлĕ ыйтăва - чăваш тĕррин традицийĕсене сыхласа хăварассине - хускатрĕ. Пытарма кирлĕ мар, тепĕр чухне чылай ăста ĕçĕнче тĕрлĕ енне сулăннине - ăннипе пĕрлех ытти халăхăн çĕввисемпе усă курнине - асăрхама пулать. «Унчченхи пек эксперт комиссийĕсене йĕркелени продукцисен пахалăхне ÿстерме пулăшĕччĕ», - терĕ вăл.

Сăмах илекенсем татах пулчĕç. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов конгресс хастарĕсем тăван культурăна, йăла-йĕркене пропагандăлас тĕлĕшпе тăвакан ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ, йăхташсем пысăк йышпа пурăнакан регионсенче чăваш тумĕн уявĕсем пысăк хавхаланупа иртнине пĕлтерчĕ, халăх промыслин маçтăрĕсем Людмила Балтаева, Зинаида Воронова, Нина Наумова, Надежда Степанова хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов «çавра сĕтеле» пĕтĕмлетсе вăл ертсе пыракан ведомство ку енĕпе мĕн тума палăртнипе паллаштарчĕ. Кăçалхи Республика кунĕ тĕлне, сăмахран, унчченхи Халăх пултарулăх çуртĕнче Чăваш тĕррин центрне ĕçлеттерсе яма тĕв тытнă-мĕн. Питĕ лайăх хыпар. Малтанхи тапхăрта вăл 150 тăваткал метрта вырнаçĕ. Каярах тата пысăкланĕ. Министр çавăн пекех Шупашкарта çулленех иртекен «Руç ăстисем» курав-конкурса хамăрăн маçтăрсене ытларах явăçтармаллине те аса илтерчĕ.

Хам енчен вара çакна хушса калассăм килет: тĕнчере пирĕн çинчен ытти халăх мĕн шухăшлани ÿнер промыслин ĕçченĕсенчен те, вĕсен ылтăн алли витĕр тухнă сувенирсенчен те, çĕр пин тĕрĕ-çĕвĕсенчен те питĕ нумай килет. Манар мар: вĕсене пирĕн несĕлсем куç шăрçи пек упранă, шурă пÿспе чĕркесе алăран алла пире парса хăварма мехел çитернĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.