Чăваш хĕрĕсем питĕ вăйлă, питĕ шăнăрлă...
Спорт - кашни çын пурнăçĕнче хăйне евĕр питĕ кăсăклă, ÿт-пÿ тата кăмăл-туйăм вăй-хăватне кăтартма май паракан пулăм. Тĕнчере çулсерен спортпа кăсăланакансен шучĕ ÿссех пырать. Уйрăмах хĕрарăмсен хушшинче унăн сумĕ пысăк. Юлашки вăхăтра черченкĕ кĕлетке-çурăмлăскерсем халиччен хĕрарăмсен мар шутланнă дисциплинăсенче пысăк çитĕнÿсем тума, арçын спортсменсен рекорчĕсене çĕнетме хевте çитереççĕ.
Хĕрарăмсен çак ăнăçăвне XX ĕмĕрĕн хăйне евĕр феноменĕ пек хаклаççĕ. Е, урăхла каласан, çакă - теори практикăран юлса пыни, чăнлăх общество шухăшлавĕнчен иртсе кайни. Хĕрарăмсене марафон чупăвне хутшăнма тата футболла выляма ирĕк панăранпа темиçе çул кăна иртрĕ-ха. Паян вара вĕсем супермарафонра талăкĕпе чупаççĕ, йывăр атлетикăна парăнтараççĕ, боксра та маттур, тĕлĕнмелле чаплă кĕрешеççĕ...
Нумай çулхи сăнавсем тăрăх хакласан çакă курăнать: хĕрарăмсен хушшинче чи вăйлисем, хастаррисем, чăтăмлисем, яваплăха туяканнисем - Чăваш Ен тата Китай спортсменĕсем иккен. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă? Вуншар спортсмена хатĕрленĕ, паллă чемпионсем ÿстернĕ сумлă тренер çак ыйтăвăн тупсăмне акă мĕнре курать...
Владимир КРАСНОВ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ спорт дисциплинисен кафедрин профессорĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ:
Валентина ЕГОРОВА, 1992 çулхи çуллахи Олимп вăййисен чемпионки:
Олимпиада ИВАНОВА, 2004 çулхи Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ:
Майя КОСТИНА, парашют спорчĕ енĕпе 6 хут Раççей чемпионки, 5 хут тĕнче чемпионки, 38 хут СССР, Европа тата тĕнче рекордсменки:
Ксения КИРИЛЛОВА, Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада чемпионки:
Комментировать