Пуçа килсен пушмак...

15 Янв, 2015

Влаç тытăмĕнче те тĕлĕнмелле ĕçсем пулса иртеççĕ тепĕр чухне. Калăпăр, Раççей Правительствин членĕ Шупашкара килсе кайнине пĕлмесĕрех юлаттăмăр. Вăл вара «Çăкăр» акционер обществинче темĕнле канашлу пухнă иккен, хыпарлать Интернет. Унта апат-çимĕç хакĕсем улшăннипе çыхăннă ыйтусене хĕрÿ сÿтсе явнă-мĕн. РФ ялхуçалăх министрĕ Н.Федоров тăван тăрăхне çитсе канашлусем ирттерни пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар.

Ара, ыйтăвĕ чăнах та питĕ çивĕч, халăха калаçтарать. Анчах мĕншĕн вăрттăн-хĕрттĕн хăтланмалла-ха? Апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăрăва сÿтсе явасси çинчен Чăваш Ен ертÿçисене маларах пĕлтерме йывăрччĕ-ши? Тата канашлу вырăнне çăкăр заводне суйласа илнине, унти калаçăва «чи çывăх та чи парăннă çынсене» кăна чĕннине мĕнле ăнланмалла? Агропромра паян мĕн пулса иртнине, хаксен ылмашăнăвĕ мĕнпе çыхăннине ялхуçалăхĕнчи ытти ертÿçĕсемпе продукци тирпейлекенсем вуçех тĕшмĕртмеççĕ тейĕн. Ытти регионсемпе танлаштарсан Чăваш Енри ĕç-пуç çав териех япăхса кайнă-ши? Ирĕксĕрех çапла та шухăшлатăн, амитке.

Пĕчĕк ушкăн канашлăвне федераци министрĕ мĕншĕн Чăваш хутлăхĕнче пуçтарнине каярах тавçăртăмăр. «Российская газета» хаçатăн кăçалхи январĕн 8-мĕшĕнчи номерĕнче информаци пичетленнĕ, унта РФ Правительствин Пуçлăхĕ Дмитрий Медведев ялхуçалăх министрне Николай Федорова апат-çимĕç хакĕсене йĕркелес енĕпе хăшпĕр хушу панă-мĕн: «РФ Ялхуçалăх министерствин Монополие хирĕç кĕрешекен службăпа, регион влаçĕсемпе тата, кирлех пулсан, право йĕркине сыхлакан тытăмсемпе пĕрле ĕçлесе апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăрăва сăнаса тăмалла». Премьер-министр паянхи экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăрах яла укçа-тенкĕ хывасси тивĕçлĕ шайра юлассине шаннине палăртнă. Калаçура Чăваш Республикинчи хаксем ытлашши хăпарни мĕнрен килнине те сÿтсе явнă пулать.

Шăпах Медведев хушăвĕсем министра васкавлăн Шупашкара тухса килме хистенĕ-мĕн. Вăрттăн канашлура еплерех калаçнине Интернетран пĕлме май пур: «Унччен республикăна ертсе пынăскер, Федоров вырăна çитсе лару-тăрăва хăй хаклас тенĕ... Игнатьев ертÿлĕхĕ алă усса ларнишĕн Федоровăн премьер умĕнче питне хĕретме тивнĕ» тата ыт.те.

«Çăлавçă» килчĕ, апла пурăнатпăр, атьсемĕр!.. Анчах йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре таçта пытанса сÿтсе явни, вырăнти ертÿçĕсене çак ĕçрен ятарласа пăрни питĕ килĕшÿсĕр. Медведев хăй «РФ Ялхуçалăх министерствине регион влаçĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме» хушнине министр мансах кайнă курăнать.

Çапла, тенкĕ йÿнелнипе экономикăри лару-тăру хăвăрт улшăннă саманара Чăваш Ен Правительствин çаврăнăçуллăрах пулмаллаччĕ-тĕр. Иртнĕ çулхи августранпа сĕт-çу, пахча çимĕç хакĕсем ÿсме тытăннине тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Калăпăр, суту-илÿре сĕт 35 процент хăпарнине унăн сутăн илмелли хакĕсем çÿлелле кармашнипе. Ваккăн сутмалли хаксене йĕркелесе пыма май пур-ха, анчах ĕне-выльăх тытакана та ăнланмалла. Промышленноçпа ялхуçалăхĕнчи хаксен танмарлăхĕ çинчен чан çапсан та питех итлемерĕç-çке ăна. Ялхуçалăх продукцийĕнчен пулакан тупăшăн 60-70 проценчĕ çав продукцие туса илекенре юлмалли çинчен мĕн чухлĕ калаçнă! Техника, удобрени, бензин, электроэнерги хакĕсем ÿсни кама чи малтанах çука хăварать? Çĕр çинче ĕçлекене.

Пирĕн патра çĕрулми 29 процент хакланни нихăçан та пулман, теççĕ. Каçарăр та, ун пысăк пайĕ уй-хиртен тÿрех сутăнса пĕтнĕ. Паллах, йÿнĕпе, çапах чĕрĕ укçа кĕнĕ. Ĕлĕкрен пыракан йăла, мĕншĕн тесен ялхуçалăх предприятийĕ хăй вăйĕпе ку чухнехи хранилище тăваймасть. Паян «иккĕмĕш çăкăра» пасарта вăтамран 28-30 тенкĕпе сĕнеççĕ. Атăлçи округĕпе пăхсан, эпир - 5-мĕш вырăнта. Самар облаçĕнче çав хаках. Ульяновскра - 35 тенкĕ.

Лайăх хранилищĕсенче выртаканнине сентре çине халех кăлармĕç-ха. Укçа шутне пĕлекенни меллĕ вăхăт кĕтет.

...Январĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти Тĕп пасара пăхса çаврăнтăмăр. Çĕрулмие 25 тенкĕпе сĕнекенсем пурччĕ, çапах чылайăшĕн 28. Купăста, сухан - 30, кишĕр - 35, йÿçĕтнĕ купăста - 80-100, сысна ашĕ - 190-320, çăмарта - 50-68.

Шел, Раççей ялхуçалăхĕн «тилхепине тытнă» Н.Федоров килсе кайни пасар хакĕсене витĕм кÿреймерĕ. Мĕн тăвăн, выльăх пăхаканăн е сентре умĕнче тăраканăн Интернетра ларма ерçÿ çук пуль çав...

Çапах та тÿре-шара пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе ĕçлесен начарри хыçа юласси пĕртте иккĕлентермест.

Николай ВАСЮКОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ