СĂМАХА ШУХĂШЛАСА КАЛАМАЛЛА

13 Янв, 2015

Нимех те мар пек туйăнакан сăмахсем малашне ачан пурнăçĕнче йывăрлăхсем кăларса тăратма пултараççĕ. Çавăнпа мĕн каланипе питĕ тимлĕ пулмалла, йăнăшасран асăрханмалла.

* «Ан чуп, урусене хуçса пăрахатăн! Пите ан пĕркеле, чалăшсах ларать акă!» Аслисем, паллах, япăххинчен асăрхаттарасшăн-ха. Анчах ачасен хăлхине предложенисен иккĕмĕш пайĕ кăна кĕрет, асра юлать. Çакна пула пурнăç хăрушă пек туйăнма пуçлать, хăравçăлăх аталанать.

Мĕнле тĕрĕс? Ачана ан хăратăр, мĕншĕн çапла тума юраманнине ăнлантарăр. Тĕслĕхрен: «Лăпкăн çÿреме хăнăхсан чĕркуççисене йод сĕрмелле пулмĕ», - теме юрать.

* «Ан тыт, çĕмĕретĕн... Кÿр, хамах туса паратăп». Çак сăмахсене пула ача хăйне шанма пăрахать, хăй тĕллĕн нимĕн те тума пултараймасть тесе шухăшлама тытăнать.

Мĕнле тĕрĕс? Çапла калани усăллă: «Çĕмĕртĕн-и? Тепрехинче пулатех. Пулăшам-и?«

* «Кÿршĕри Петя вулама та пĕлет. Эсĕ вара...» Ача хăйне ашшĕ-амăшĕ юратни пирки иккĕленме, Петьăпа танлашма тăрăшас вырăнне ăна кĕвĕçме пуçлать.

Мĕнле тĕрĕс? Ачана хăйĕнпе танлаштарăр. Çитĕнĕвĕсене асăрхаса вĕсемшĕн мухтăр: «Эсĕ пултаруллă, шутлама та, вулама та вĕренетĕн!»

* «Эх, мĕнле атте пирĕн, сана урама тухнă чухне йĕркеллĕ тăхăнтартма та пултараймасть!» е «Асаннÿ сана канмалли кунсенче иртĕхтерсех янă!» Çак сăмахсем аслисен авторитетне чакараççĕ, ачара кÿренÿ туйăмне çуратаççĕ. Ара, ку сăмахсем унăн ашшĕпе асламăшĕ пирки-çке.

Мĕнле тĕрĕс? Темĕн пекех асăрхаттарас, критиклес килсен те ача юнашар чухне çăвара шыв сыпсан лайăхрах.

* «Яшка çимесен канфет памастăп...» Ку сăмахсем икĕ-виçĕ çултан хăвăр пата кăмăлсăр пулăмпа таврăнаççĕ. Ача халь хăй юнăхтарать: «Мороженăй илсе памасан яшка çиместĕп».

Мĕнле тĕрĕс? Ачана апат çиессипе илĕртме пĕлмелле: «Атя вылятпăр. Яшка тинĕс пултăр. Унти карапсене - пахча çимĕçе - кашăкпа тытăпăр».

* «Эпĕ санпа каçчен те калаçмастăп». Çак мелпе айăпланине çитĕннĕ çынсене те чăтса ирттерме çăмăл мар, ачашăн вара мĕн тери хăрушă, ку çĕрлехи тискер тĕлĕксемпе вĕçленме те пултарать.

Мĕнле тĕрĕс? Ачапа чуна уçса калаçмалла, унăн йăнăшĕ сире çав тери пăшăрхантарнине палăртмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.