САХĂРА ЧАКАРМА

13 Янв, 2015

Диабетпа аптракансене юнри сахăр шайне чакарма килти мелсемпе те усă курма сĕнеççĕ.

* Суханпа ыхрана чĕрĕлле е пĕçерсе, е апата хушса çини аван. Кунне пĕрре ирхине е каçхине духовкăра е кăмакара пĕçернĕ сухан çиме, е кунне 2 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ сухан сĕткенĕ ĕçме пулать.

Сухан шĕвекĕ паха: вĕренĕ 1 стакан шыва вăтам сухана хуппинчен тасатса тата вĕтĕ вакласа ямалла, 2 сехет лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.

* Йÿç кăшман настойки лайăх пулăшать. 3 килограмм йÿç кăшмана вĕтĕ теркăпа хырмалла, çур литр шурă эрех хушса пăтратмалла, 3 литр банкине тултармалла. Савăт анине пусма татăкĕпе /полиэтилен хупăлчапа мар/ витсе 40 куна тĕттĕм вырăна лартмалла. Вăхăт çитсен сăрăхтармалла. Çăрине çиме юрать.

Настойкăна кунне 4-5 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Тахçантанпах чирлесен сиплев курсĕ валли 3 банка настойка кирлĕ. Анчах кашнине ĕçсе янă хыççăн 10-шар кунлăх тăхтав тумалла.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.