МАÇ СĔРСЕН ÇĂМĂЛРАХ

13 Янв, 2015

*Сыпăсем ыратсан ухмах йывăççин /багульник/ вĕтетнĕ типĕ чечекĕпе çулçине 3 апат кашăкĕ илсе хупахăн 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тымарĕпе тата 4 апат кашăкĕ ирĕлтернĕ сысна ăш çăвĕпе хутăштармалла. Тăм чÿлмекпе духовкăна питĕ пĕчĕк çулăм çине 12 сехете лартмалла. Унтан кăлармалла, вĕриллех марля витĕр кĕленче савăта сăрăхтармалла. Анине хупăлчапа мар, пергамент хучĕпе витсе çыхмалла, сивĕтмĕше лартмалла.

Сыпăсене сăтăрма маçа кирлĕ чухлĕ илсе ăшăтмалла. Сăтăрнă хыççăн сыппа ăшă япалапа чĕркемелле.

*Çак маç та паха, вăл сыпăсем ыратнине хăвăрт ирттерет, кастарнă вырăна ÿт илме пулăшать.

100 грамм качака ăш çăвне, 1 апат кашăкĕ тип çăва, теркăпа вĕтетнĕ 50 грамм прополиса, вĕтĕ вакланă 1 кăвак сухана хутăштармалла. Пĕчĕк кастрюльпе духовкăна лартмалла, унта хутăша 20 минут пиçĕхтермелле. Кĕленче савăтпа сивĕтмĕшре упрамалла. Усă курас умĕн ăшăтмалла.

*Ревматизма е ытти чире пула сыпăсем ыратсан пилеш курăкĕн /пижма/ шĕвекĕпе компресс хуни çăмăллăх кÿрет.

1 апат кашăкĕ пилеш курăкĕн чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Сыпăсем çине çак шĕвекре йĕпетнĕ пир е йĕтĕн пусма хурса полиэтиленпа витмелле, ăшă япалапа чĕркемелле. Шĕвеке кунне 3-4 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçме те юрать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.