Кăтартусем савăнтараççĕ

13 Янв, 2015

Кÿкеç тăрăхĕ республикăн çурçĕр енчи районĕсен хушшинче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе çулленех малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать, ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн уявĕнче пĕлтĕр те ырă ята тивĕçрĕ. Шупашкар районĕнчен «Агро-100» клуба 9 хуçалăх кĕнĕ, 7-шĕ - малти 31-шĕн йышĕнче.

Район 2014 çулта сăмаха çирĕп тытрĕ, пĕтĕм тĕллевне пурнăçларĕ. Ку çитĕнÿре район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров тÿпи пысăк. Вăл хăй вăхăтĕнче «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхне ăнăçлă ертсе пынă. Унта пухнă паха опыт ăна халĕ кулленхи ĕçре питĕ пулăшать.

2014 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенчи пĕтĕм предприятин тавар çаврăнăшĕ 8,25 млрд тенкĕпе танлашнă. Ку 2013 çулхи çав тапхăртинчен 12,7% ытларах /республикăн вăтам кăтартăвĕ виçĕм çулхинчен 2,4% пысăкрах/.

Тирпейлекен промышленноç 2013 çулхинчен 24,5% /ЧР - 2,9%/ нумайрах тавар тиесе ăсатнă. 15-рен 8-шĕ апат-çимĕç туса кăларать. Производство калăпăшне 11 уйăхра 2013 çулхи çав хушăринчен 39,2% ÿстернĕ. «Чăваш бройлерĕ» АУО, «Юрма» агрохолдинг ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Вунпĕр уйăхра потребитель рынокĕнче 10 объект уçнă, вĕсене 31,5 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă, çĕнĕ 33 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Демографи лару-тăрăвĕ уйрăмах савăнтарать, 10 уйăхра виçĕм çулхинчен 102 пепке ытларах çуралнă.

Çурт-йĕр тăвассипе те кăтартусем аван. Кÿкеçĕн хĕвеланăç микрорайонĕнче 9 хутлă темиçе çурт çĕкленет. Кунашкалли халиччен пулман-ха. Çынсене пурăнма юрăхсăр çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçармалли программăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Кăçал иккĕмĕш тапхăрта 66 çемьене куçармалла.

- Подрядçăсем шанчăклă, - çирĕплетет Георгий Егоров. - 2015 çулта çак ыйтăва татса паратпăрах.

АПК та ÿсĕмлĕ аталанчĕ. Акакан лаптăк 868 га хушăнчĕ. Хресченсем иртнĕ çул 30,3 пин тонна тырă - виçĕм çулхинчен 1,5 хут нумайрах - туса илчĕç. Кĕрхисене 1000 га ытларах акнă. Кăçал акма 2489 тонна /планран 7% ирттерсе/ вăрлăх хатĕрленĕ.

Пĕлтĕрхи вунпĕр уйăхра 32,9 пин тонна аш /126%/ туса илнĕ, 13,3 пин тонна сĕт /104%/ сунă. Кашни ĕнерен вăтамран - 5032 кг. Ĕне выльăх йышĕ - 3,1%, вăл шутра сăвакан ĕнесен - 3,5%, сыснасен 19% хушăннă.

2014 çул паллă пулăмсемпе асра юлчĕ. Халăх пур отрасльте те пысăк хастарлăхпа палăрчĕ. Кăçал та аталану хăвăртлăхне чакармасăр вăй хурĕ. Пăрлă çумăр кÿнĕ йывăрлăхсене те пĕрле çĕнтерчĕ. Йышпа пысăк вăй пулнине çирĕплетрĕ.

В.ВАЛЕНТИНОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.