Раштав пирĕштийĕсем

30 Дек, 2014

Çĕнĕ çул тата Раштав умĕн Вăрнарти историпе таврапĕлÿ музейĕ район çыннисене хăйне евĕрлĕхпе тĕлĕнтересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Елена Шарипова ырă та асамлă уявсене кашнинчех çĕнĕ шухăшпа пуянлатать. Хальхинче вăл тăрăшнипе "Раштав пирĕштийĕсем" курав-конкурс уçăлчĕ.

Пирĕшти - питĕ ырă сăнар, юрату, килĕшÿ, хÿтлĕх палли. Районти алăстисем - пĕчĕккисем çеç мар, çитĕннисем те - пирĕшти ăсталама сĕнсен хаваспах килĕшнĕ. Конкурса 196 ĕç тăратнă. Мĕнле кăна пирĕшти çук кунта! Йывăçран касса кăларса лакпа сăрласа хитрелетни, хутран, тăмран ăсталани, çыхса-тĕрлесе илемлетни... Тĕрлĕ материалпа усă курнă. Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Василиса Музяковăн ĕçне курсан вара... тĕлĕнмесĕр май çук. Унăн пирĕштийĕ - куккурус пуçĕнчен. Фаина Александровăн - джинсран, Альбина Ивановăн - тĕрĕллĕ...

Пĕр вырăнта çакăн чухлĕ пирĕшти пухăннăран музей çăтмаха аса илтерет. Курав питĕ кăсăклă. Кашни ĕç хăйне евĕр илемлĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: 
Автор: