Хастар çын ырă ятпа хисепсĕр юлмастех

30 Дек, 2014

Декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри чи лайăх 46 ĕçчене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă. Çав йышра - культура, наукăпа искусство деятелĕсем, ялхуçалăхпа промышленноç ĕçченĕсем, врачсемпе учительсем, нумай ачаллă çемье.

Зала пухăннисене пурне те кам хăш должноçра пулнине тата мĕнле профессипе ĕçленине пăхмасăр хăйĕн ĕçне чунпа парăнни тата пысăк яваплăх, тăван тăрăха юратни пĕрлештерсе тăнине палăртнă республика Пуçлăхĕ.

"Савăнăç парнелекен ĕç вăл питĕ лайăх, çакă - чăн-чăн телей. Пысăк чун-чĕреллĕ çынсем çеç юратнă Чăваш Ен тата Раççей ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлеме пултараççĕ. "Ÿркенмен ăста пулнă", - тенĕ мĕн авалтан. Çын хăйĕн пĕтĕм вăйне юратнă ĕçне парать пулсассăн вăл ят-сума та, наградăсене те тивĕçет. Сирĕн пĕлĕвĕр, ăсталăхăр, ăс-тăнăр, пултарулăхăр - тăван Чăваш Еншĕн тата Аслă Раççейĕмĕршĕн. Эсир кирлĕ самантра вырăнлă йышăнусем тума пултарни, сирĕн çитĕнĕвĕрсемпе ăнăçăвăрсем иртсе пыракан 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсенче - вĕсем пĕлтĕрхинчен лайăхрах - палăраççĕ. Çамрăксене воспитани сире тĕслĕх вырăнне хурса памалла. Республика ырлăх-тивлетлĕхĕ ырми-канми ĕçе кура йĕркеленнине яланах асра тытмалла. Тавах сире республикăшăн, çĕршывшăн вăй хунăшăн", - тенĕ республика Пуçлăхĕ пурне те ăнăçу суннă май.

"Экра" НПП ОООн техника маркетингĕн департаменчĕн ертÿçин заместителĕ - наукăн ертсе пыракан сотрудникĕ Маркс Альтшуллер, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ изобретателĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕскер, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева хăйĕн наукăпа техникăри ĕç-хĕлне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă. "Ку вăл импорта улăштаракан япаласем çеç мар, тĕнче шайĕнче çĕнĕ хатĕрсем тума пуçлани. Çак ĕçсем пирĕн республикăн ырă ятне тата ытларах çĕклĕç", - палăртнă пысăк вольтлă хатĕрсем шухăшласа кăларакан изобретатель.

Шупашкарти уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 49-мĕш шкул учителĕ Людмила Никифорова хăйне панă "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят педагогика ăсталăхне татах ÿстерме хистенине пĕлтернĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка инструменчĕсен кафедрин доценчĕ, "Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ Юрий Кудаков композитор хăйĕн ĕçтешĕсене пултарулăхри тата наука-педагогикăри хастарлăхшăн, çамрăк ăрăва музыка-эстетика воспитанийĕ парас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн тав тунă.

 

И.НИКОЛАЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.