Уявсем кичем пулмĕç

30 Дек, 2014

Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин правительство членĕсемпе, федерацин тата муниципалитет влаç органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков социаллă ушкăнри граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерни çинчен каласа кăтартнă.

Çул çинчи аварисемпе çыхăннă лару-тăрупа тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пурнăçланă ĕç-хĕлпе транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов паллаштарнă. Министр каланă тăрăх - кăçал çул урлă каçмалли вырăнсене ГОСТ ыйтнипе шайлаштарас, çул çинчи йĕрсене çĕнетес тата флуоресцентлă çатăрка çыпăçтарнă «Çынсем каçмалли вырăн» паллăна вырнаçтарас /улăштарас/ тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăхне пропагандăлас тĕллевпе ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе 1400 профилактика мероприятийĕ ирттернĕ.

Канашлура çавăн пекех Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене йĕркелессипе, мероприятисен вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов каланă тăрăх - республикăри 193 пин ача муниципалитетсенче иртекен уяв мероприятийĕсене хутшăнĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче районсемпе хуласенче физкультурăпа спорт комплексĕсем, спортзалсем, хушма вĕрентÿ учрежденийĕсем, библиотекăсемпе музейсем, катоксемпе стадионсем ĕçлĕç, ачасен йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнма майсем çителĕклех пулĕç. Хальхи вăхăт тĕлне республикăра 115 каток, 67 йĕлтĕр трасси хатĕрленĕ, 26 ФСК ĕçлет.

Культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 2015 çулхи январĕн 13-мĕшĕччен культура учрежденийĕсенче 1800 уяв мероприятийĕ ирттерме палăртнă. Вĕсенче 400 пин çын ытла хутшăнасса кĕтеççĕ.

ГКЧС председателĕ Вениамин Петров Çĕнĕ çул мероприятийĕсем иртекен вырăнсенче планпа пăхман 920 надзор мероприятийĕ йĕркеленине пĕлтернĕ. Пиротехника изделийĕсене сутакан тата упракан 29 вырăна тата 1 производство объектне шута илнĕ. В.Петров пĕлтернĕ тăрăх - комитет ĕçченĕсем пиротехника продукцине сутнă тата упранă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалли çинчен асăрхаттарсах тăраççĕ, суту-илÿ инспекцийĕсемпе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем пĕрлехи рейдсем ирттереççĕ тата ытти хăрушсăрлăх мероприятийĕсене йĕркелеççĕ.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.