Чи кĕтнĕ, чи хаваслă уяв
Декабрĕн 28-мĕшĕнче Чулхула Кремлĕн концерт залĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тимлесе тата пулăшса пынипе иртекен Округăн Çĕнĕ çул Елки пулнă.
Йăлана кĕнĕ çак уява Чăваш, Тутар, Мари, Пушкăрт, Мордва тата Удмурт республикисенчен 1000 яхăн ача хутшăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ - ача çурчĕсемпе интернат шкулсен воспитанникĕсем, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пуç хунă çар çыннисен, йĕрке хуралçисен, нумай ачаллă çемьесенчи арçын ачасемпе хĕрачасем, кадетсем, округра йĕркелекен тĕрлĕ проекта хастар хутшăнакансем.
Капăр чăрăш патĕнчи праçник Чулхулари аслă шкулсенче вĕренекен волонтерсем ертсе пынипе пурте пĕрле юрласа, ташласа çаврăннипе пуçланнă. Унтан пухăннисене Хĕл Мучи саламланă.
РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полпред заместителĕ Юрий Золотарев асăннă елкăна «Вернуть детство» проект конкурсне хутшăнса пултарулăхне кăтартнă, ачасен оборонăпа спортăн «Гвардеец» лагерĕнче палăрнисене чĕнни çинчен калать. «Çĕнĕ çул - эпир пурте ырă тĕлĕнтермĕшсем кĕтекен уяв. Шăпах çавнашкал праçник парнелерĕмĕр эпир хамăр округри ачасене», - палăртать вăл. «Маншăн елка - чи кĕтнĕ, чи хаваслă уяв. Ача çуртĕнчи туссемпе эпир ăна кăçал та питĕ чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр»,- тет Чăваш Енре пурăнакан Женя Землянова. Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн ачасене тепĕр парне кĕтнĕ - вĕсем Чулхулари планетарие çитсе курнă.
Р.ИВАНОВА.
Комментировать