Ентешĕмĕре Мускавра та пĕлеççĕ
Мускавăн «Раççей офицерĕсем» премине савăнăçлă лару-тăрура панă. Ытти çулти пекех мероприятие кăçал та Хĕç-пăшаллă Вăйсен культура центрĕнче ирттернĕ.
Премие «Офицеры» журнал тухма пуçланăранпа 10 çул çитнĕ ятпа çирĕплетнĕ. Наградăна çар çыннисене, саккунлăха сыхлакан, тĕрĕслесе тăракан ведомствăсен ĕçченĕсене, общество, ветерансен тата саккунлăха хÿтĕлекен организацисен представителĕсене, журналистсене, культура, искусство тата спорт деятелĕсене çулсерен параççĕ. Унăн тĕллевĕ - офицер профессийĕн ячĕ-сумне ÿстересси, саккунлăха сыхлакан тата тĕрĕслесе тăракан ведомствăсен ĕçĕсене хаклама хăнăхтарасси.
«Сывлăх хуралĕнче» номинацире палăрнисен йышĕнче Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсен П.В.Мандрык ячĕллĕ медицина вĕрентĕвĕпе наукин клиника центрĕн аритмологипе кардиостимуляцин рентгенохирурги уйрăмĕн пуçлăхĕ, медицина службин полковникĕ В.Стеклов та пур.
Владимир Иванович - пирĕн ентеш, Канаш районĕнчи Ямашра çуралса ÿснĕ. Пĕртăвансем улттăн пулнă. Ашшĕ çул-йĕр мастерĕнче ĕçленĕ, амăшĕ колхозра вăй хунă. Володя шкулта математикăна, физикăна, химие, биологие, анатомие уйрăмах кăмăлланă, класра çак предметсене чи лайăх пĕлекенни шутланнă. Спортпа туслашнă.
Вунсаккăр тултарсан салтак тумĕ тăхăннă. Çар пурнăçĕ уншăн Çĕпĕрте пуçланнă. Сержант шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ленинградри С.М.Киров ячĕллĕ çарпа медицина академийĕ пуррине пĕлсен унта вĕренме каяс шухăшне командира систернĕ. Вăл салтакăн кăмăлне хуçман, аслă шкула палăртнă йĕркепе документсем ярса панă. Сержант экзаменсене ăнăçлă тытса Тинĕс - çар флочĕн врачĕсене хатĕрлекен факультет курсанчĕ пулса тăнă. Пушă вăхăтра Петĕр патшан ĕçĕсемпе, хула культурипе, йăли-йĕркипе паллашнă. Вăл кĕрсе курман музей юлман та пулĕ.
Çар врачĕн дипломĕллĕ çамрăк специалиста Çурçĕр флочĕн Мурманск облаçĕнчи Гаджиево хулинчи çар базине янă. Медицина службин пуçлăхне лартнă. Виçĕ çул флот врачĕн ăсталăхне туптанă. Ăслăлăх патне туртăнни малалла ăнтăлма хистенĕ: В.Стеклов Çар медицина академийĕн клиника ординатуринче пĕлĕвне пуянлатнă.
Малалли пурнăçĕ Мускавпа çыхăннă: вунă çула яхăн Н.Н.Бурденко ячĕллĕ тĕп çар клиника госпиталĕн кардиологи центрĕн реанимаци уйрăмĕн врачĕ пулнă, 2005 çултанпа - П.В.Мандрык ячĕллĕ клиника центрĕн аритмологипе кардиостимуляцин рентгенохирурги уйрăмĕн пуçлăхĕ, Оборона министерствин тĕп аритмологĕ. Владимир Иванович «Программированная терапия нарушений сердечного ритма и проходимости» темăпа кандидат дессертацине хÿтĕленĕ.
В.Стеклов кардиохирург ертсе пынипе 500 яхăн операци ирттернĕ, çĕр-çĕр çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Ăслăлăхра та палăрнă. Вăл - Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, клиника аритмологийĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă монографисен авторĕ. Рационализатор сĕнĕвĕ те сахал мар. Унăн ĕçне 1, 2, 3 степень «Çар службинче палăрнăшăн», «Çарти хастарлăхшăн» медальсемпе хакланă.
Пурнăç çулне суйласа илме пулăшнă çынсем пиччĕшĕпе аппăшĕ тесе шухăшлать ентешĕмĕр: Александр Иванович - саппасри майор, Нина Ивановна - медицина сестри.
Владимир Ивановичăн мăшăрĕ Марина Борисовна - педагог, акăлчан чĕлхи вĕрентет. Стекловсен икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнеççĕ.
Виталий Ачча
Комментировать