Капкăнра - «гастролерсем»

30 Дек, 2014

Кĕрхи кунсем çитсен Улатăрти автомобилистсем ыйхă çухатнă: хулара каçсерен унта та кунта паллă мар çынсем хамăр çĕршывра туса кăларнă машинăсенчен тĕрлĕ япала вăрланă. Лăпкă пурăнма хăнăхнă çынсем çухатăва ирсерен кăна асăрханă.

Тепĕр тесен, мĕн пытармалли, халиччен хăшĕсем кунта каçсерен автомобилĕсене питĕрмен те - район центрĕсенче çынсем пĕр-пĕрне шанаççĕ-ха. Халь вара çак лăпкăлăх çухалнă...

Преступниксем черетлĕ хут ăçта пулма пултарассине палăртнă май Улатăр полицейскийĕсем çав вырăнсенче талăкĕпех ĕçлекен постсем йĕркеленĕ. Кĕçех вара полицин çĕрлехи экипажĕ пĕр картишĕнче кÿршĕ регион номерĕллĕ БМВ-X5 автомобиле асăрханă. Машина кунти çынсен мар. Иккĕленÿ çуралнă: иномарка ăнсăртран килсе лекмен вĕт. Усал шухăшлă çынсене, тен, такам хăратнă, çавăнпа «кустăрмаллă урхамаха» пăрахсах тарнă? Оперативниксен иккĕленĕвĕ маларах хулари автомашинăсене «гастролерсем» тустараççĕ текен верси пулнипе те сăлтавланнă.

Ирхине вара Улатăр çыннисем йĕркелĕх хуралçисенчен каллех пулăшу ыйтнă - çĕрле вĕсен машинисене такамсем тустарнă иккен. Сыщиксем "ăнăçу джентльменĕсем" хăйсен "Бумерĕ" патне таврăнасса кĕтес темен. Вĕсем йÿнĕ мар иномаркăна та ют хулара пăрахса хăварма пултараççĕ тĕк, эппин, капкăна лекесрен питех те шикленеççĕ. Кунашкал тĕслĕхсенче саккун полици сотрудникĕсене транспорт хатĕрне хуçисĕрех уçма ирĕк парать. Вырăнти полицейскисем çак ирĕкпе усă курнă та. Вĕсен иккĕленĕвĕ тÿрре тухнă: преступниксем пăрахса хăварнă кроссоверта хулари автомашинăсенчен çухалнă япаласене тупнă.

ШĔМĕн Улатăрти пайĕн уголовлă шырав пуçлăхĕ Сергей Костышев каланă тăрăх - полицин мĕнпур постне çийĕнчех ориентировка панă. Преступниксем çула тухма пултарнă текен автомашинăна кĕçех ПАИ экипажĕ хула айккинче чарнă. Мордовин маларах та виçĕ хут судпа айăпланнă çынни Чăваш Енрен тармашкăн тăван республикинченех автомобиль чĕнсе илнĕ иккен. Çапла вара Саранск çамрăкĕ, 28 çултискер, тата унăн Мордовири пĕр поселокра пурăнакан 29, 40 çулсенчи икĕ тусĕ çав кун килне таврăнайман - вĕсене тытса чарнă.

«Гастролерсене» хупса хунă, вĕсен хваттерĕсене ухтарнă май Чăваш Енри тата Мордовири автомобилистсен çухалнă нумай япалине тупнă. Александр Савельев следователь тĕрлĕ аппаратурăна, машина аксессуарĕсене хуçисем палласа илнине пĕлтерчĕ. Преступниксен чи пысăк «трофейĕсен» шутĕнче - çак çынсем Улатăрти пĕр предприниматель грузовикĕн кузовĕнчен вăрланă 110 пин ытла тенкĕлĕх тавар. Унта сумкăсемпе курткăсем пулнă, çак таварăн пĕр пайне тупнă.

Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - туссем преступлени тума кашнинчех тĕплĕ хатĕрленнĕ. Тăван республикинче вĕсем çуллах пĕр хут кăна мар «сунара» тухнă, кĕркунне вара Чăваш Ене «вĕçсе» килнĕ. Улатăра кĕрсен питĕ асăрханса «ĕçленĕ». Ятарлă инструментсемпе усă курнă. Çав шутра, сăмахран, автомобиль кантăкĕн уплотнительне касмалли хăйне евĕрлĕ хатĕр.

Машинăна уçиччен çывăхра видеокамерăсем çуккине, хуçи сигнализаци сассипе тухма пултарассине тĕрĕсленĕ. Видеокамера пур тăк - ăна та пĕрле илнĕ, «йĕрсем» ан юлччăр тенĕ ĕнтĕ. Кашни «гастроль» вăхăтĕнче темиçе транспорт хатĕрне çаратнă. Следстви вĕсем Улатăрта кăна сахалтан та 15 машинăна «хывăнтарнине» çирĕплетнĕ. Чăваш Ен полицейскийĕсем уголовлă ĕçе Мордовири ĕçтешĕсемпе тачă çыхăну тытса тĕпчеççĕ. Сăмах май, кÿршĕ республикăра вĕсем йĕркелĕх хуралçисен куçĕ тĕлне пулман. Интереслĕ тепĕр самант: виççĕшĕн те официаллă ĕç вырăнĕсем пур, анчах пуçлăхĕсем хăйсен çак ĕçченĕсем пушă вăхăтра мĕнлерех «хоббипе» аппаланнине тавçăрман.

Ольга ПАВЛОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.