Ял старости? Пысăк вăй!

27 Дек, 2014

Кăçалхи ноябрь варринче Вологда тăрăхĕнче пурăнакан çывăх тăванăн юбилейĕнче пулма тÿр килчĕ. Çул çинче икĕ эрне яхăнах иртсе кайнине сиссе те юлаймарăм. Раççейĕн çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă вăрманлă-юханшывлă тăрăхри хĕрÿ чун-чĕреллĕ çынсемпе ирттернĕ тĕлпулусем асăма яланлăхах кĕрсе юлчĕç.

Кадуй районне кĕрекен Никольски салинче вара чылай вăхăтлăхах тытăнса тăмалла пулчĕ. Вырăссем тĕпленнĕ 300 киллĕ ялта паянхи саманара та пурнăç вĕресе тăнине, кунти «Андога» ООО чылай кăтартупа районта кăна мар, облаçра та малта пынине, хуçалăх вырăнти хăйтытăмлăх органĕпе питĕ килĕштерсе ĕçленине курса хавхалантăм. Манăн телее, эпĕ унта пулнă чухне çак салара Кадуй районĕнчи ял старостисен пĕрремĕш слечĕ иртрĕ. Паллах, унта хутшăнмасăр, халăх шанăçне тивĕçнĕ çынсен сăмахне тăнламасăр юлас темерĕм. Чăваш çĕршывĕнчен чылай аякра тăрăшакан ĕçтешĕмĕрсен уйрăм тĕслĕхĕсем пирĕн патăмăрта та вырăнлă пуласса шанса çыртăм та çулçÿреврен таврăнсан халĕ вулакансене сĕнекен статьяна.

Çакна палăртмалла: Вологда облаçĕнче старостăсен тытăмне туса хунăранпа икĕ çул кăна иртнĕ-ха. Облаçăн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн депутачĕсем çирĕплетнĕ хыççăн çак юхăм пур вырăнта та вăй илнĕ. Паянхи кун Кадуй районĕнчех 52 староста. Район пуçлăхĕ Николай Савватиевич Дектерев хăйĕн слетра тухса каланă сăмахĕнче вĕсем çак кĕске хушăрах пурнăçа кĕртме ĕлкĕрнĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе лайăх хак пачĕ. «Старостăсен институчĕ ялти çынсен пуçарулăхне пурнăçа кĕртме, вĕсем хăйсем пурăнакан ялсемпе поселоксен аталанăвне малалла çĕклеме, инфратытăма лайăхлатма пулăшни куç умĕнчех», - терĕ вăл. Çавăнтах пĕр тĕслĕх хыççăн теприне илсе кăтартма тытăнчĕ: старостăсем çине тăнипех районта пĕлтĕр тата кăçал 5 фельдшерпа акушер пункчĕ, 10 спорт площадки тата 2 ача сачĕ хута янă. Паллах, вĕсене ĕçе кĕртме регион бюджетĕнчен 200 миллион ытла тенкĕ уйăрни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Облаç правительстви общество юхăмне хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакансене тĕрлĕ майпа пулăшу пама тăрăшать. Кадуй тăрăхĕнче хальхи вăхăтра ял старостисен ĕçне малалла лайăхлатса пыма ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Вăл 2020 çулччен тăсăлмалла. Район ертÿçи çирĕплетнĕ тăрăх - программа ял тăрăхĕсен сăн-сăпатне, ял халăхĕн пурнăçне тĕпрен çĕнетме тивĕç. «Виçĕ çул хушшинче пур яла та çутçанталăк ырлăхне çитерĕпĕр. Ку енĕпе старостăсем хăйсен пуçарулăхĕпе тăрăшулăхне туллин кăтартĕç», - палăртрĕ вăл. Кунта çакна та каласа хăвармалла пулĕ: Чăвашра «сенкер çулăм» çитмен ял юлман пулсан Вологда облаçĕнчи 26 районтан 15-шĕнче кил хуçи хĕрарăмĕсем кăмака умĕнчен хăпайман-ха.

2015 çултан пуçласа Кадуйра «халăх бюджетне» йĕркелеме палăртнă, вăл халăхăн социаллă пурнăçне çăмăллатас, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçе хăйĕн палăрăмлă тÿпине хывĕ. Граждансем «халăх бюджечĕн» фондне хăйсен ирĕкĕпе хывакан нухратпа ял старостисене хавхалантарма та май пулать.

Сăмах хавхалантару çинчен пуçăнчĕ пулсан, çакна уйрăмах палăртса хăварăпăр. Çак тапхăрччен Кадуй районĕнче старостăсем общество йĕркипе çеç ĕçлесе пынă. Депутатсен районти Пухăвĕ нумай пулмасть хăйĕн йышăнăвĕпе уйрăмах пуçарулăх кăтартакан старостăсене хавхалантарма 1 миллион тенкĕрен тăракан фонд йĕркеленĕ. Пултаруллисене палăртма вара ял старостисен хушшинче çулталăк вĕçĕнче ятарлă конкурс ирттереççĕ.

Районта çавăн пекех «Ял старостисенчен чи лайăххи» хисеплĕ ят тунă. Ку чыса пĕрремĕш тивĕçекенни Никольски салинчи Валентин Федорович Домаков пулчĕ. Эпĕ унпа та курса калаçрăм. Питĕ пуçаруллă, кăмăллă çын. Тĕп профессийĕпе хăй - строитель. Пушă вăхăтра картинăсем ÿкерет - тăван тăрăхĕн илĕртÿллĕ илемне пир çине куçарать. Ял старостисен районти слетĕнче Валентин Федоровича старостăсен облаçра пĕрремĕш хут иртекен съездне кайма делегата суйларĕç...

 

Геннадий ВАСИЛЬЕВ.

Вологда облаçĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.