Юртан - качака, хутран - чăрăш

27 Дек, 2014

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем хĕрсех Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ. Кунта Петр Теренин вĕрентекен ертсе пынипе «Мастерок» кружок ăнăçлă ĕçлет. Вĕренекенсем унта кăмăлласах çÿреççĕ. Ара ĕç урокĕсенче вĕсене темĕн те пĕр ăсталама хăнăхтараççĕ-çке. Акă, нумаях пулмасть хайхисем матрÿшкесем тунă. Сăмах май, Петр Аркадьевич хăйĕн ăсталăхĕпе, ылтăн алăллă пулнипе ачасене кăна мар, ял çыннисене те савăнтарать. Пĕлÿ çуртĕнче те, ялти культура çуртĕнче те унăн ĕçĕсен куравĕсене тăтăшах йĕркелеççĕ.

Çак кунсенче вара юратнă вĕрентекенĕ хавхалантарнипе çамрăк ăру хутран, мамăкран, кондитер изделийĕсенчен, йывăçран чăрăшсем, ытти сувенир тунă. Шкул картишĕнче вара вĕсем юртан 2015 çул паллине - качака - ăсталанă. Вăл чĕрĕ пекех - мăйракаллă, сухаллă...

Светлана ЕРМАКОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.