- Чăвашла верси
- Русская версия
“Кăмăл” - Чăваш Енĕн илемлĕ чечекĕ
Кĕçех Культура çулталăкĕ хăй алăкне хупĕ те Литература çулне алă парăпăр. Культура çулталăкĕ.... Хăшĕ-пĕри троллейбуссемпе автобуссенче, лавккасенче кун каçа çынсен кăмăлне пĕрре мар хуçнă вăхăтра «Кăмăл» çемье ушкăнĕ хулапа ял, çемье уявĕсенче, клубсенче халăх кăмăлне юрласа та ташласа çĕклерĕ. Тин çеç çак ушкăнăн ертÿçи Дина Кудряшова патĕнче хăнара пултăм...
- Дина Николаевна, эсир ертсе пыракан ушкăн сцена çине тухсанах зал тĕлĕнмелле асамлă çутăпа тулать. Чăвашсен сапăр тумне тăхăннă тĕрлĕ çулти тăванăрсем ĕлĕкрен упранса юлнă чăваш юррисене юрласан чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Пĕр шухăшласан, сирĕн хушăра профессионал артист çук, пурте эсир - халăхран. Апла пулсан та куракан сире тăвăллăн алă çупни, сцена çине тепĕр хут кăларни эсир унăн кăмăлне кайнине пĕлтерет. «Кăмăл» çемье ушкăнĕн биографине пĕрле шĕкĕлчер-ха.Малалла вулас...
Комментировать