- Чăвашла верси
- Русская версия
“Çамрăксен хаçачĕн” хулăн тĕркине тепĕр хут уçса пăхар...
«Вăхăта хăваласа тытаймăн», - теççĕ халăхра. Питĕ тĕрĕс каларăш. Тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать вăхăт: кунпа çĕр, эрнепе эрне, уйăхпа уйăх ылмашăнсах çулталăк иртет. Акă 2014 çул вĕçне çитсе тăтăмăр. Тепĕр 5 кунран Раççейри Литература çулталăкне кĕрĕпĕр. Унччен вара иртсе пыракан çула пĕтĕмлетмелле, кăçал мĕн пулнине тепĕр хут аса илмелле. 2014 çул... Пăшăрханмалли те, хĕпĕртемелли те сахал мар пулчĕ республика, çĕршыв, тĕнче шайĕнче. Раççей анлăланчĕ! Крымпа Севастополь мăнаçлă Раççей Федерацийĕпе пĕрлешрĕç. Патшалăх лаптăкĕ пысăкланчĕ кăна мар, халăх йышĕ те ÿсрĕ. Кăçал Ленинград блокадине сирнĕренпе - 70, совет салтакĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитрĕ. Çак пулăмсене те асăрхамасăр хăвармарĕç çĕршывра. Чăваш Енре те çулталăк пĕтĕмлетĕвне кĕме тивĕç ĕç чылай пулчĕ. Вĕсенчен пĕри - пирĕн республикăра октябрь уйăхĕнче «Раççей - спорт çĕршывĕ» пысăк пĕлтерĕшлĕ форум иртни, ун вăхăтĕнче Владимир Путин Президент килни. Кашни тытăмрах çитĕнÿсем пур. Вĕренÿ, культура, спорт, сывлăх сыхлавĕ, экономикăпа промышленноç... сферисенчи ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене çитес çул пуçламăшĕнче тишкерĕпĕр. Халĕ вара «Çамрăксен хаçачĕн» çулталăк пухăннă тĕркине, вулакан патне çитнĕ 51 номере /сирĕн алăра 52-мĕш номер/, тепĕр хутчен уçса пăхар-ха, мĕнпе савăнтарнă, мĕн çырса тĕлĕнтернĕ е хурлантарнă эпир сире? Малалла вулас...
Комментировать