ХУРМА ВИТĔМЛĔ

25 Дек, 2014

Хурма вăхăтĕнче унăн сиплĕ енĕсемпе туллин усă курма тăрăшмалла. Çимĕçре натри, кали, магни, тимĕр нумай. Вăл атеросклерозпа кĕрешнĕ чухне панулмирен те усăллăрах.

  •  Ÿт тăртансан çулçин çăнăхĕ пулăшать. Çулçине çумалла, типĕтмелле, килĕре тÿмелле. Çак çăнăха кунне 2 хут апат хыççăн чĕрĕкшер чей кашăкĕ çимелле.
  •  Чĕрепе юн тымарĕсем сывă пулччăр тесен сезон вăхăтĕнче кашни кун 100-шер грамм хурма çимелле.
  •  Варвиттирен сипленме вăтам ултă хурмана вакламалла, тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 20 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Кашни 4 сехетре 500-шер миллилитр ĕçмелле.

Çак рецепт та витĕмлĕ. Пысăк мар 10 хурмана вакласа 1 литр шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе çур сехет вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кашни 4 сехетре кăштахшарăн ĕçмелле.

  •  Шăл туни юнăхсан, гипертони аптратсан хурма çулçин порошокне кунне 2 хут чĕрĕкшер чей кашăкĕ çăтмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.