ТĔПЕЛ КОСМЕТИКИНЕ АСА ИЛЕР-ХА
Илеме упраса хăварма пулăшас тĕлĕшпе килти мелсем хаклă косметика хатĕрĕсенчен нимĕнпе те кая мар, чылай чухне витĕмлĕрех те.
Çамрăклăх эликсирĕ
Хĕрлĕ эрехрен хатĕрлемелли çак рецептран пуçламалла. Кĕленче банкăна 100-шер грамм типĕтнĕ лавандăпа хаяр ути /шалфей лекарственный/ тултармалла, 1 литр лайăх хĕрлĕ эрех хушмалла. Савăта хупăлчапа хупса 2 эрнене тĕттĕм вырăна лартмалла. Унтан сăрăхтармалла та кĕленчене ямалла. Çамрăклăх эликсирне кунне 2 хут апатчен 30 минут маларах 30-50-шар миллилитр ĕçмелле. Вăл çамрăк сăн кĕртет кăна мар, организм тонусне çĕклеме, вăй-хал пухма пулăшать.
Белок маски
Вăл ÿт пиçĕлĕхне тавăрать. Чĕрĕ çăмарта шуррине лайăх лăкаса кăпăшлантармалла, 2 апат кашăкĕ çăнăхпа тата 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла. Маскăна пите сĕрмелле, 15 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла, нÿретекен крем сĕрмелле. Кашни эрнере икĕ хут çак маскăна хурсан пит чылай çамрăкрах курăнма пуçлĕ.
Ÿт-пÿ валли
Пĕтĕм ÿт-пĕве лайăх пăхса тăмалла. Кашни душ, ванна е мунча кĕмессерен кĕлеткене олива е миндаль çăвĕ сĕрсен ÿт пиçĕ те яка пулĕ. Çăва нÿрĕ ÿте алăпа лайăх сăтăрса сĕрмелле. Ÿт кайран хăй тĕллĕн типтĕр.
Хывăх хушнă ванна ÿт пиçĕлĕхне ÿстерет. 2 килограмм хывăха 5 литр шыва ярса çур сехет вĕретмелле, сăрăхтармалла, ăшă шывлă ваннăна хушмалла.
Алла якатма
Алă ÿтне килти условисенче çамрăклатмалли мелсенчен пĕçернĕ çĕрулми маски чи витĕмли шутланать. Яланхи йĕркепе сĕт хушса çĕрулми нимĕрĕ хатĕрлемелле. Вăл çăралăхĕпе хăйма пек пултăр. Алăсене çак нимĕрте 10-15 минут тытмалла, унтан сулхăнрах шывпа çумалла та олива çăвĕ сĕрмелле. Маскăна каçа хирĕç хурсан алăсене пир перчетке тăхăнса çывăрма пулать.
Кăпăшка çÿç
Кашни кун çÿçе тата пуç ÿтне сăрапа сăтăрмалла та пуçа ал шăллипе 15 минута чĕркемелле. Унтан çÿçе ăшă шывпа лайăх çуса тасатмалла.
Пуç ÿтне тата çÿçе кунне 2 хут кунжут çăвĕпе сăтăрмалла, 15-20 минутран çуса тасатмалла. Ку пуç ÿтне нÿретме, сыватма пулăшать. Типĕ те патрак çÿç йĕркене кĕрет, тăкăнма, таткаланма пăрахать.
Арахиса çатмапа сарă-хăмăр тĕс кĕриччен ăшаламалла, сивĕтмелле, çăнăх пуличчен тÿмелле. Унпа пуç ÿтне сăтăрмалла. 20-30 минутран пуçа çумалла. Процедурăна кашни кун тумалла. Ку çÿç вăхăтсăр кăвакарасран та пулăшать.
Комментировать