Президент палăртни пурнăçланĕ
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕнер республика Правительствин ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçлас умĕн вăл тĕп хулари пĕрремĕш клиника больницин тата пĕрремĕш гимнази ертÿçисене «Проект Олимпĕ» патшалăх секторĕнче проект ĕç-хĕлĕн професси управленийĕн çулленхи 1 конкурсне хутшăннăшăн Раççей Правительстви çумĕнчи Анализ центрĕн Тавне панă.
Ларура Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç органĕсем РФ Президенчĕн Владимир Путинăн кăçалхи декабрĕн 4-мĕшĕнче федераци пухăвне янă Çырăвне пурнăçлас енĕпе ĕçлемелли плана ырланă. Документ тĕллевĕ - экономика конкурентлăхне ÿстересси, инвестиципе предпринимательлĕх климатне лайăхлатасси, çынсен пурнăç пахалăхне, бюджет тăкакĕсен тухăçлăхне çĕклесси.
Патшалăх корпорацийĕн - ЖКХна реформăлама пулăшакан фондăн 66,8 млн тата республика бюджечĕн 45 млн тенкине 2015 çулăн пĕрремĕш çурринче республикăри муниципалитетсенчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама ярасси çинчен калакан йышăну тунă.
Министрсен Кабинечĕн членĕсем Улатăр, Çĕрпÿ тата Етĕрне районĕсенчи ялхуçалăх тĕллевĕллĕ 23,5 гектар çĕре, пĕтĕмпе 15 лаптăка, ытти тĕллев валли куçарассине çирĕплетнĕ. Вĕсемпе çул-йĕр тума тата ăна пăхса тăма, çурхи ейÿрен сыхланмалли хÿтлĕх сооруженийĕсем валли усă курĕç.
2015 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттересси çинчен калакан йышăнупа çулленхи наци уявĕн тĕп мероприятийĕсен планне çирĕплетнĕ. Уяв мероприятийĕсем халăхсен туслăхне, пултарулăхри çыхăнусене çирĕплетес тĕллевлĕ. Çавăн пекех социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, общество инфратытăмĕн объекчĕсене уçма палăртнă. Культура министрĕ Вадим Ефимов хăй ертсе пыракан ведомство ĕç-хĕлĕ çинчен отчет тунă.
Ларура çавăн пекех граждансен уйрăм категорийĕсем культура, физкультурăпа спорт организацийĕсене тÿлевсĕр çÿремелли йĕркене йышăннă, камăн çакнашкал право пуррине, çăмăллăхпа усă курма мĕнле документсем кирлине палăртнă.
Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан çемьесене 2015 çулта уйăхсерен памалли тÿлевпе тивĕçтермешкĕн республикăра пурăнакансен çын пуçне тивекен тупăшĕн виçине çирĕплетнĕ, вăл 16481 тенкĕпе танлашать.
К.ЯКОВЛЕВ
Комментировать