Хаксене ÿстерни камшăн усăллă?

25 Дек, 2014

Пурте çителĕклĕ, выçă лармăпăр

Иртнĕ эрнере хăшĕ-пĕриншĕн тĕнче пĕтсе килессĕнех туйăнчĕ: долларпа евро тăруках хăпарчĕç. Халăх банксемпе банкоматсен умĕнчен, лавккасенчен татăлмарĕ - кĕмĕле усăллă вырнаçтарма тăрăшрĕ. Ытти чухне, çулталăк вĕçленнĕ май, тавар ытларах сутасчĕ тесе суту-илÿ предприятийĕсем хаксене чакаратчĕç. Çывăх пĕлĕшĕм пĕрер михĕ сахăрпа çăнăх туянатчĕ те тепĕр çулччен шик шăхăрса пурăнатчĕ. Кăçал вара пуяс ĕмĕтлисем шăв-шав çĕклесе кĕсйисене хулăнлатма шухăшларĕç.

Вырăссен паллă поэчĕ В.Маяковский: "Çăлтăрсем çунаççĕ вĕт, апла тăк вĕсем кама та пулин кирлĕ", - тенĕ. Хаксене ирĕке яни сутуçăсене усă кÿрет. "Май пур чухне мĕншĕн усă курас мар?" - теççĕ вĕсем. Виçĕмкун Правительство çуртĕнчи ларура пулнă хыççăн çуралчĕ çакнашкал шухăш.

Ку эрнере долларпа евро майĕпен хăйсен вырăнне таврăнаççĕ. Çынсем те укçа илмелли вырăнсенче кĕпĕрленмеççĕ, лавккасенче тĕркĕшмеççĕ. Эппин, пурнăç яланхи пекех йĕркеленет. Анчах суту-илĕвĕн йĕрки çавах юлать - халăх ыйтăвне куллен тивĕçтермелле. Çĕнĕ çул уявĕ, ун хыççăнах - каникул. Халăх чылай вăхăт - килте. Çавна май апат-çимĕç самаях тăкакланать, лавккара тавар ытларах сутăнать. Тирпейлекенçĕсен ĕç калăпăшĕ ÿсет. Апла пулсан чĕртавар, апат-çимĕç саппасĕ кирлех. Лару-тăру рынокра еплерех?

ЧР Премьер-министрĕ Иван Моторин ертсе пынипе Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, мониторинг тăвакан тата апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнусене çийĕнчех хак паракан комиссийĕн ларăвĕнче ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов çакăн пирки тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ.

- Чăвашстатран пĕлтернĕ тăрăх, - терĕ Сергей Владимирович - 2014 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче апат-çимĕç туса кăларакан предприятисен производство калăпăшĕн индексĕ пылак шывпа пĕрле шутласан 97,7% танлашнă. Тĕп продуктсен калăпăшĕ кăçалхи 11 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен çакăн чухлĕ ÿснĕ: çăнăх - 26%, минерал шывĕ - 25,7%, улма-çырла консервĕ - 23,2%, аш-какай - 17,5%, макарон изделийĕсем - 7%. Çав вăхăтрах эрех-сăра, сыр, аш консервĕ, сĕт юр-варĕ, хутăш апат, услам çу, çăкăр тата кондитер изделийĕсем сахалрах туса кăларнă.

2014 çулхи августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 22-мĕшĕччен ирттернĕ тĕпчев тăрăх - пахча çимĕç, сĕт-çу, аш-какай палăрмаллах хакланнă. Çакă хĕле хирĕç тата рынок саккунĕпе килĕшÿллĕн - йĕркеллĕ пулăм, шăв-шав çĕклесе хака самантлăха хăпартни мар. Хуçалăх ертÿçисем темиçе çул каяллах çапла калатчĕç: "Патшалăх эпир туса илекен тавар хакне пире тивĕçтермелле йĕркелеме тăрăштăр. Вара эпир унран пулăшу ыйтмăпăр".

Хресченĕн çуракине хатĕрленсе паха вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени, сăтăрçăсемпе кĕрешмелли им-çам, ыттине вăхăтра туянмалла, кредитсемпе, налуксемпе татăлмалла, çынсене шалу тÿлемелле. Укçа темĕн чухлĕ кирлĕ. Вăл пĕлĕтрен çумасть-çке. Выльăхран, çĕр-аннемĕртен илекен çимĕçе сутнипе çеç пухăнать. Çавăнпа хула çынни: "Пасарта кишĕр, çĕрулми хаклă-çке", - тесе нăйкăшнипе пачах килĕшместĕп. Лайăх управсем çукран ял çыннин пахча çимĕçĕ çĕрсе чылай пĕтет. Министр пĕлтернĕ тăрăх - республикăри управсенче халĕ çĕрулми 55 пин тонна. Вăл халăха хĕл каçма та, çуркунне пурăнма та çитет.

Кăçал çĕршывра, республикăра тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ. "Çăкăрсăр лармăпăр-ши?" - тесе шикленес марччĕ.

"Чăвашçăкăрпродукчĕ" АУО гендиректорĕ Алексей Ласточкин, Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн ертÿçи Юрий Кислов, "Авангард" ООО гендиректорĕ Николай Курчаткин, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн гендиректорĕ Федор Волков, "Етĕрне сĕчĕ" АУО пай пуçлăхĕ Алексей Поляков, "Юрма" агрохолдинг" ООО гендиректорĕн заместителĕ Павел Тихонов Сергей Павлов докладне сÿтсе явма хутшăнчĕç. Хăйсем ертсе пыракан предприятисенче ĕç кал-кал пынине пĕлтерчĕç. Шел те, Вăрнар тата Етĕрне завочĕсене тулли хăватпа ĕçлеме сĕт çитмест. "Уйрăмах паха сортли", - тет Ф.Волков. Республикăра туса илнĕ сĕт пĕтĕмпех вырăнта юлсан, тен, ытлашши те пулĕ. Шел, 40% тулаша каять. Сутакана чару çук - таварĕпе хăй хуçа. Тирпейлекен предприятисен ăна хăйсен патĕнче вырнаçтарччăр тесе тăрăшмалла - акă мĕн пирки шухăшламалла.

ЧР экономика министрĕн заместителĕ Ольга Ланцова апат-çимĕç хакĕн мониторингĕн пĕтĕмлетĕвĕ тата социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене тытса чарас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсене пĕлтерчĕ. "Чăвашстат кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра 2014 çулхи ноябрь уйăхĕ тĕлне пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан инфляци 7,4 % çитнĕ, - терĕ Ольга Константиновна. - Çав вăхăтрах Раççейре - 8,5%, федерацин Атăлçи округĕнче - 8,4%. Декабрĕн 22-мĕшĕ тĕлне пĕр уйăх каяллахипе танлаштарсан шăнтса тата сивĕтсе сутакан чăх, шăнтнă тата тĕтĕмленĕ пулă, хăйма, кефир хакĕсем чакнă. Çав вăхăтрах улма-çырлапа пахча çимĕçĕн, кĕрпесемпе сахăрăн тата сĕтĕн - ÿснĕ".

Курттăммăн тавар сутакан организаци ертÿçи Евгений Пухов çывăх вăхăтра сахăр йÿнелессе систерчĕ. "Эпĕ сăнанă тăрăх, - терĕ Евгений Владимирович - сахăр хакĕ долларпа пĕрле ÿсет, пĕрлех - чакать".

Иван Моторин ларăва пĕтĕмлетсе апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен ертÿçисене çĕнĕ производство хăвачĕсене ĕçе кĕртме, продукци, ассортиментне пуянлатма, суту-илÿ сечĕсене халăха кирлĕ таварсемпе куллен тата çителĕклĕ тивĕçтерме чĕнсе каларĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.