Пĕри - сухапуçпа, çиччĕн - кашăкпа

24 Дек, 2014

Ялта мĕн акса туса илмеллине халĕ кам кăна вĕрентмест: хире тухса курманни те, ĕне çиллине тытса пăхманни те. Ăс параканни, хушса лараканни хунаса кайрĕ, çĕр çинче ĕçлес текенсем вара сахаллансах пыраççĕ. Хăй тĕллĕн бизнес пуçарнисене çăмăл-и паян? Шăпах çакăн пирки калаçу пуçарчĕç республикăри паллă фермерсем. Тăнлар-ха вĕсен сăмахне.

Николай Адер, Çĕмĕрле районĕнчи предприниматель, ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ: 2009 çул. Апрель уйăхĕ. «Дружба» ялхуçалăх кооперативĕ шанăçа тÿрре кăларманнипе Тури Кăмаша çыннисем ял пухăвĕнче çĕнĕ хуçалăх йĕркелеме йышăнчĕç. Ĕлĕкхилле колхозах пултăр терĕмĕр. Чылайăшĕ хăйĕн харпăрлăх пайĕпе пĕрле усă курнă лаптăкран уйрăлса тухса «1-ое мая» ялхуçалăх тытăмне кĕме кăмăл турĕ. Анчах унччен хуçалăха ертсе пынисем пурлăхăн пысăк пайне алăран вĕçертмерĕç. Халăха çурăк валашка умĕнче тăратса хăварчĕç. Çапла вара витесем тăвассипе, техника туянассипе хамăрăн тăрăшма тиврĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ хулара уçнă предприяти укçине - темиçе миллион тенкĕ - тăкакларăмăр. Яла чĕрĕлÿ сăн-сăпачĕ çапнăччĕ: çул юсама, культурăпа кану вырăнне йĕркене кĕртме тытăнтăмăр.

2010 çулхи типĕ çу нумай сăтăр кÿчĕ. Тулă пусси типрĕ. Çĕр сахаллипе, ăна çулталăклăха çеç усă курма панипе кирлĕ пек аталанаймастăн. Фермăра выльăхпа ĕçлеме кăмăллакансене тупма хĕн. Пирвайхи хĕлхем сÿнме пуçларĕ. Таврара пушă выртакан, çын алли перĕнмен çĕр миçе çĕр гектар-ши? Мĕн пытармалли, выльăх шутне сыхласа хăварассишĕн ют çарансенче вăрттăн утă çулса илни те пулкаланă.

Çирĕм çул каялла çĕршыва фермер тăрантарĕ тесе калани пуш сăмаха çаврăнасран пăшăрханма пуçларăмăр. Ялта ĕçлеме вăйпитти çын сахал юлнишĕн кулянатпăр. Ялхуçалăхĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкни районти тÿре-шара аппарачĕн ĕçĕнче сисĕнмелле пек. Ăçта унта! Совет саманинче туса лартнă кантурсенче саркаланса лараççĕ, вĕсен йышĕ пачах чакман, шалу вăхăтра илеççĕ. Шăрăха пула хресчен нумай тăкак тÿсни вĕсене ним енчен те пырса тивмест-ши вара? Ĕнерхи агрономсемпе зоотехниксем халь эксперт та референт пулса тăнă. Ăслă-тăнлă, вăйпитти çак тÿресене пĕрер миллион тенкĕ грант парса яла ярасчĕ. Кăтартчăр «юлхавсене» ăсталăх класĕ!

Владимир Белов /Етĕрне районĕ, Яракасси/: 2013 çулта республикăра туса илнĕ сĕтĕн - 69,5, аш-какайăн 38,8 процентне килти хушма хуçалăх панă. Чăваш сывă мар чухне те больница хучĕ илме чупмасть, витерех кăштăртатать. Пирĕнпе чикĕллĕ Чулхула облаçĕнчи сыхланса юлнă фермăсенчи выльăха чăвашсем пăхаççĕ. Йывăр тесе нихăшĕ те пăрахса каймасть. Тÿсĕмлĕх пурах çав чăвашăн.

Адер: Пĕчĕк фермăра тăрмашакан çын паян хăех кĕтÿçĕ, механизатор, выльăх пусакан, ветеринар та. Канмалли кун çук, отпуск пирки ан та ĕмĕтлен. Сывлăхне çавăнта пĕтерет. Кĕтмен самантсем сиксе тухаççĕ. Сасартăк чирлесе ÿксен кам тăрантарĕ выльăха? Сăмах май, Испанире чирленĕ е отпускри фермера улăштарма ятарлă звено йĕркелеççĕ. Сĕнÿ пур - канмасăр ĕçленĕшĕн фермерсене дотаципе тивĕçтермелле.

Белов: Килте выльăх нумай тытакансене çăмăллăхсем памалла тесе шутлатăп. Выльăх пăхни ĕç стажне кĕтĕр, паллах, сĕт тата какай мĕн чухлĕ панине шута илччĕр. Ытти çĕршывсенче мĕн пулса иртнине сăнасах тăратпăр. Сăмахран, какайран илнĕ тупăшăн 60 проценчĕ - выльăх ÿстерекенре, ытти 40 проценчĕ продукци тирпейлекен тата сутакан тытăмсене юлсан çеç ÿсĕмлĕ ĕçлеме майсем уçăлаççĕ.

Василий Семенов фермер /Куславкка районĕ/: Пахча çимĕçпе ĕçлеме пуçланă çулсенче нумай япалана эпĕ хам тĕллĕн вĕренсе пынă. Çукран пур тума çав тери йывăр. Пĕлÿ çитменнине туятăн. Ялта ăста кадрсем питĕ кирлĕ. Мана пур енĕпе те тивĕçтерекен специалист тупăнсан ăна пысăк шалу тÿлеме хатĕр. 30 е 40 пин мар, 80-100 пин тенкĕ тÿлĕттĕм. Тупса парасчĕ е сĕнесчĕ мана çавнашкал специалист.

Адер: Ялхуçалăх академийĕнче вĕренекенсенчен миçе проценчĕ яла таврăнать-ши? Питĕ кăсăклă ыйту. Шкулсенче «Производство вĕрентĕвĕ» предмета пĕтерни тĕрĕс мар пулчĕ. Хĕр-упраçа машинăпа ĕне сума хăнăхтаратчĕç, яшсем тракториста вĕренетчĕç. Совет тапхăрĕнчи ырă пахалăхсене чĕртсе тăратни пĕрре те япăх пулас çук.

Семенов: Тĕнчене тухсан куç уçăлать. Иртнĕ çулсенче нумай çĕршывра пултăм. Вĕсен производство культури пирĕннинчен чылай урăхла. Европăран самаях кая юлнă эпир, çапах тапаланатпăр-ха. Ютран килнĕ делегацисем вара шалт тĕлĕнеççĕ. «Вăй-хал ăçтан тухать сирĕн?» - тесе ыйтаççĕ. Ара, нумай ĕçе алă вĕççĕн тăватпăр-ха та. Пĕлÿ çителĕксĕрри ура хурать тата пире. Япони тăрăх çÿресе тĕлĕнтĕм. Çĕрĕ те хĕсĕк вĕсен, нефтьпе газ та уçламаççĕ, ăсĕ вара хăйсенчен малта пырать.

Адер: Пирĕн тытăм, ĕç йĕрки урăхларах: пĕри - сухапуçпа, çиччĕн - кашăкпа. Кантурсенчи йыша 60-70 процент таран чакарасси пирки шухăшласа пăхмалла «çÿлтисен». Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен витĕмне те палăрмаллах вăйлатмалла.

Белов: Патшалăх ялхуçалăх предприятийĕсене дотаци парса пулăшать, çав хушăрах килти хушма хуçалăха кĕмĕл сахал тивет. Техника туянма укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Хĕрлĕ Чутайри пĕр фермер, банкран пысăк кредит илнĕскер, çемйипех «çунса» кайни çинчен илтрĕмĕр. Халь кам татăлĕ банкпа? Вĕсен шаннă çыннисем-и? Эпĕ килте выльăх çитĕнтерекене пулăшмалли патшалăх программи çукки çинчен каларăм. Тырпул ÿстерекене хÿтĕлекен механизм кирлĕ. Калăпăр, унччен Хресченсен партийĕн сасси Раççейре вăйлă янранă, ăçта халь çав депутатсем?

Семенов: Ывăл Голландие стажировкăна кайса килчĕ. Пĕррехинче çапла каларĕ: «Кредитсене парса тататпăр та хамăр ĕçлесе илнипе пурăнма пуçлăпăр». Парăмран тухни лайăх-ха, çапах производствăна аталантарма банк кредичĕ яланах кирлĕ. Çакна каярах ывăл та ăнланса илчĕ. Пирĕн ялхуçалăхĕнчи тĕп çитменлĕх вăл - хирте туса илнĕ продукцие лайăх упрама пĕлменни. Ку чухнехи управсем тăвассипе никамах та ĕçлемест. Апат-çимĕçе хитре чĕркесе сутассине кирлĕ пек хакламастпăр. Пысăк супермаркетсемпе суту-илĕвĕн федераци сечĕсем чăваш пахча çимĕçне хапăл туманнин сăлтавне çакăнта шырамалла. Эпир хамăр патра çитĕнтернĕ купăстана е хăяра тирпейлекен, савăтсене тултаракан производствăна хута ятăмăр. Хамăр çине тăнипех çывăхри Тутарстан пасарĕсене тухса сутма хăюлăх çитертĕмĕр. Такам килсе туса парасса кĕтсе лармалла мар, хамăрăн ăс-тăнпа пурăнма хăнăхмалла.

Адер: Килĕшмелле. Чăвашсем юлхавланнипе-ши е çĕр ĕçне чухламаннипе пирĕн тăрăхра ютран килнисем тымар яма пуçларĕç. Акă Çĕмĕрле районне шведсен «Кэннет» фирми куç хывнă. Якуртушкăньре 300 гектар ытла çĕр туянчĕç. «Тинех инвесторсем киле пуçларĕç», - тесе район ертÿçисем хĕрлĕ кавир сарса кĕтсе илменни çеç. Чĕр мăшкăл! Швечĕсем йĕркеллĕ ĕçлесе кăтартман, хыснана налук тÿлеме пуçламан - эпир вара пулса çитмен çак «спектакльпе сцена çине тухасшăн». Ăçта çухалчĕ чăваш ĕçченлĕхĕ? Çĕртен мĕншĕн писсе пыратпăр?

Белов: Тата тепĕр шухăш пуçа килчĕ. Пилĕк çул ялхуçалăх специальноçне вĕреннисене /вĕсене ăс парассишĕн хысна укçине нумай тăкакланă/ ялта ĕçлесе татмалли йĕркене тавăрма вăхăт çитрех-тĕр. Тухтăрсене ялта çирĕплетсе хăварма миллион тенкĕ параççĕ, ялхуçалăхне каякан специалистсем пирки те шухăшласа пăхмалла.

Адер: Йĕркеллĕ ĕçлесен йывăрлăхсене сирме майсем пур. Наука сĕннĕ пек ĕçлемелле тенипе килĕшетĕп. Патшалăх пулăшсан 100 пуç тытмалли чи çĕнĕ технологиллĕ ĕне витине те хута ярăпăр, выльăхсемшĕн те, ĕçлекенсемшĕн те хăтлă пулĕ вăл.

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ çырса илнĕ

Редакцирен. Фермерсен шухăшĕ-сĕнĕвĕ пирки ялхуçалăхĕнче ĕçлекен ытти фермер, предприяти ертÿçи мĕн шухăшлать-ши? Çырусем кĕтетпĕр е электронлă почтăпа шухăшăрсене пĕлтерĕр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.