Ку автоматсем текех хăрушă мар

24 Дек, 2014

Полици сотрудникĕсем тата Росимущество представителĕсем нумаях пулмасть астармăш вăйăсем йĕркелекенсем усă курнă техникăна тĕп турĕç /сăнÿкерчĕкре/.

«Операцие» Шупашкарти «Смартвтормет» организаци никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Росимуществăн территори управленийĕн ертÿçин заместителĕ Светлана Савельева пĕлтернĕ тăрăх - 2012 çултанпа Чăваш Енре вăйă оборудованийĕн çакнашкал 250 единицине тĕп тунă.

ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕнчен вара çакăн пек цифрăсем пĕлтерчĕç: кăçалхи октябрьте кăна республикăра саккуна пăсса астармăш вăйăсем йĕркеленин 4 тĕслĕхне тупса палăртнă. Çав шутра 3-шне - Шупашкарта, пĕрне - Канашра. Вăйă оборудованийĕн 33 техникине туртса илнĕ. Пĕтĕмпе вара кăçал саккуна пăсса астармăш вăйăсем йĕркеленин 62 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Туртса илнĕ техника - 800 единицăна яхăнах. 5 уголовлă ĕç пуçарнă.

- Судсен йышăнăвĕпе саккунсăр бизнес йĕркелÿçисене 3,5 ытла млн тенкĕлĕх штрафланă, - пĕлтерчĕ управлени оперуполномоченнăйĕ Владислав Никифоров.

Инна СУРКОВА

Рубрика: