Халăх сывлăхĕшĕн вăя шеллемĕпĕр

23 Дек, 2014

Нина Бурдасова Елчĕк тăрăхĕнчи Патреккелте çитĕннĕ. Пĕчĕклех тăрăшулăхпа палăрнă, ырă ĕмĕт-шухăшпа хавхаланнă, тасалăха юратнă.

Ăна тăванĕсен хушшинче медицина ĕçченĕсем пурри савăнтарнă, яланах тин çеç çунă юр пек шурă тумпа çÿрени тыткăнланă. Унăн та вĕсем пекех шурă халат тăхăнас килнĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти медучилищĕре пĕлÿ илсен икĕ çул тĕп хулари сыватмăшра тăрăшнă, профессие тĕрĕсех суйларăм-ши тесе хăйне ĕçре тĕрĕсленĕ. Иккĕленÿ сирĕлсен аслă пĕлÿ илнĕ. Ăна направленипе Тăвай районĕнчи тĕп сыватмăша ĕçлеме янă. Нина Николаевна 30 çул хушшинче ахаль тухтăртан тĕп врача çитнĕ. Халăх сывлăхĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшать те ыттисенчен те çирĕп ыйтать.

Поликлиникăна кунсерен 200 çынран кая мар пырать. Чирлисене выртса тăма 72 вырăн /22-шĕ - кăнтăрла килекенсем валли/ хатĕрленĕ. Енĕш Нăрваш, Тăвай, Тăрмăш, Тĕмер, Турикас Тушкил, Чутей, Элпуç ялĕсенче пĕтĕмĕшле тухтăр практикин уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Чирлисене йышăнма кашнин икшер вырăн пур. 15 ФАПран пиллĕкĕшне ЧР Пуçлăхĕн программипе килĕшÿллĕн тĕпрен çĕнетме палăртнă. Пĕлтĕр - Вырăс Салинче, кăçал Çĕнĕ Ишпуçпа Вăтаелĕнче хута янă. 2015 çулта Амалăхпа Тенеялĕнче çĕнĕ ФАПсем çĕкленĕç.

Районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 256 çын вăй хурать. 39 тухтăртан 7-шĕ - аслă, 14-шĕ - пĕрремĕш, 3-шĕ - квалификацин иккĕмĕш категорийĕллĕ. Пиллĕкĕшĕ - "ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ", виççĕшĕ "РФ сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ятарлă вăтам пĕлÿллĕ 126 специалистран 90-шĕ - квалификацин тĕрлĕ категорийĕллĕ /71,4%/, 4-шĕ - хисеплĕ ят-сумлă. Больницăра чăнласах пысăк пĕлÿллĕ ĕçченсем вăй хураççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра 13 тухтăр ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин врачсен пĕлĕвне тарăнлатакан институтĕнче, вăтам сыпăкри 30 медик Шупашкарти медколледжра ятарлă курссенче ăс-тăна çивĕчлетнĕ.

ЧР Правительстви бюджетран уйăрнă 30 млн яхăн тенкĕпе сыватмăша 2012 çулта тĕпрен юсанă хыççăн медицина ĕçченĕсен ĕçлес кăмăлĕ палăрмаллах ÿснĕ. "Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав сăмахĕ каласшăн. Пирĕн пата килекенсем халĕ больницăна хуларинчен нимĕн чухлĕ те кая маррине çирĕплетеççĕ, - тет кăмăллăн Нина Бурдасова. - Ăшăпа çутă çителĕклĕ, тасалăх тыткăнлать. Халăх сывлăхĕшĕн малашне те вăя шеллемĕпĕр".

"Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшÿллĕн кунта юлашки çулсенче 7 специалист ĕçе вырнаçнă. Пурте аслă пĕлÿллĕ. Пĕрер врачпа медсестра тупăнсан кадр ыйтăвĕ вăхăтлăха татăлать. Мĕншĕн тесен коллективра пенсие тухнисемпе вĕсен ÿсĕмне çывхаракансем пур. Вĕсене улăштаракансем вара кирлех.

Демографи лару-тăрăвĕпе паллашрăм. Пĕлтĕрхи тата кăçалхи 11 уйăхри кăтартусене танлаштарсан - вилекенсем пĕр шайрах темелле, çуралакансем вара 141-рен 155-е çитнĕ. Ытларах арçынсем çут тĕнчерен уйрăлаççĕ, ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрисем: 64-ран 54-шĕ - арçын, 10-шĕ - хĕрарăм.

"Сывлăх - тĕп пуянлăх", - тетпĕр. Районта пурăнакансем ăна епле упрасси тата çирĕплетесси тĕп больницăра ĕçлекенсенчен те нумай килет. Çакна Нина Николаевна ертсе пыракан туслă коллектив самантлăха та манмасть.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: