Преступленисем те шута юратаççĕ

22 Дек, 2014

Республика прокуратури хуласемпе районсен прокуратурисенче тата шалти ĕçсен пайĕсенче право хуралĕн органĕсем 2014 çулта прокурор пуçарнипе шута илнĕ преступленисемпе çыхăннă кăтартусене тĕрĕс шута илнине тĕпченĕ.

Тĕрĕслев тивĕçлĕ документсенче, тĕпчекен уголовлă ĕçсемпе çыхăннă отчетсенче пĕр килмен самантсем, саккун требованийĕсене пăснă тĕслĕхсем пуррине палăртнă. Çав вăхăтрах прокурорăн асăннă сферăри ĕçĕн ШĔМĕн информаци центрĕ шута илнĕ кăтартăвĕсем /283/ ведомство статистикин çак кăтартăвĕсенчен /399/ пĕчĕкрех.

Сăмахран, Канаш прокуратурин кăтартăвĕсем тăрăх пытарса хăварнă 13 преступление шута илнĕ, информаци центрĕнче вара пĕрне çеç палăртнă. Çак цифрăсем пĕр килменни Патăрьел, Йĕпреç, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕнĕ Шупашкар, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕн, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк, тĕп хулари Ленин, Калинин, Мускав районĕсен прокуратурисенче те палăрнă.

Çавна май вырăнсенчи прокурорсене тата шалти ĕçсен пайĕсене пытарса хăварнă, прокурорсем тупса палăртнă преступленисемпе çыхăннă кăтартусене тĕрĕс палăртас енĕпе мерăсем йышăнма хушнă. Сăмах уголовлă ĕçсене тĕпченин кăтартăвĕсене статистика карточкин реквизичĕсене вăхăтра кĕртмелли пирки пырать. Çавăн пекех çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе республика прокуратури хуласемпе районсен прокурорĕсене тивĕçлĕ информаци ярса панă.

 

А.НИКИФОРОВ,

ЧР прокуратурин право статистикин

пайĕн аслă прокурорĕ

Рубрика: 
Теги: