Аса килет йăмра...

22 Дек, 2014

Йăмра чăваш ялĕн хăтлăхĕпе лăпкăлăхне, илемĕпе ăш пиллĕхне кăтартать. Ăна Алексей Кокель паллă художник хăйĕн ĕçĕсенче сăнлама юратнă. Чăваш пăхаттирне Андриян Николаева Шуршăлти çурт патĕнчи йăмрана аса илни уçлăхра та хăпартлантарнă, вăй парса тăнă. Çак йывăç ашшĕ-амăшĕн килĕнчен тухса каяканăн чĕринче ĕмĕрлĕхех вырнаçса юлать. Çавăнпах Тюмень облаçĕнчи Анат Тавдăра пурăнакансем чăваш юррисен фольклор ансамблĕн ятне вăрах шыраман: паллах, «Йăмра». Унтанпа 18 çул иртнĕ ĕнтĕ...

Халăх фольклор ушкăнĕ - район, облаç, çĕршыв, тĕнче шайĕнчи фестивальсен лауреачĕ. Çак йыш çитес çул Чăваш Республикине килсе хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарасшăн.

Ансамбль хăйĕн репертуарне тĕрлĕ жанрлă юрăсене кĕртнĕ. Вĕсенче халăхăн кун-çулĕ çырăннă. Фольклор ушкăнĕ, паллах, наци çи-пуçĕпе сцена çине тухать. Нумаях пулмасть Анат Тавда район пуçлăхĕ Владимир Семенов тăрăшнипе çак ушкăн каллех Шупашкарта чăваш çи-пуçĕ çĕлеттернĕ.

Ансамбльте пĕртен пĕр чăваш - Комсомольски районĕнчи Асанкассинчи Людмила Буйносова, ыттисем - тĕрлĕ наци çыннисем. Вĕсене чăваш юррин илемĕ тыткăнланине палăртса хăвармалла. Хальхи ертÿçĕ - Çĕпĕр тăрăхĕнчи паллă хормейстер тата вĕрентекен Елена Манвейлер ушкăнпа çине тăрсах ĕçлет.

Чунран тухакан юрă урлă «Йăмра» вĕçĕ-хĕррисĕр Çĕпĕр тăрăхĕнче пурăнакансене чăваш тĕнчипе нумай çул паллаштарсах тăтăр.

Сăмах май, сентябрĕн 24-26-мĕшĕсенче Тобольскра телерадиопрограммăсен тата телекурав фильмĕсен Пĕтĕм тĕнчери «Çын тата ĕненÿ» пĕрремĕш фестиваль иртнĕ. Ăна Тюмень облаçĕн правительстви тата пичетпе массăллă коммуникацисен федераци агентстви пулăшнипе Пĕтĕм Раççейри патшалăх телерадиокомпанийĕ йĕркеленĕ. Унта шăпах чăвашсен «Тăван» общество организацийĕ «Йăмра» халăх ансамбльне сцена çине кăларнă. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе фестивале пуçтарăннисен кăмăлне тупма пултарнă.

Владимир ВАСИЛЬЕВ,

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.