...Е пирĕн тирĕмĕре стена çине çакчăр-и?
Кĕçнерникун Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсен 1259 представителĕ хутшăнчĕ. Президент ыйтусене 3 сехет те 10 минут хуравларĕ - калаçăвăн тĕп сыпăкĕсемпе паллаштаратпăр.
Ÿсĕм пулатех. Икĕ çултан
- Паянхи лару-тăру тулашри сăлтавсемпе çыхăннă, - терĕ Владимир Владимирович. - Чи малтанах нефть хакĕ витĕм кÿрет, ун хыççăн - газ хакĕ. Тĕп банк, Правительство тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Ют çĕршыв валютин курсĕ паян, ĕнер чакни, тенкĕ хакланни упранса юласса шанатăп. Нефть татах йÿнелме, çакă наци валютине, инфляцие витĕм кÿме пултарать-и? Çапла, пултарать. Эпир 2008 çулта ăнăçлă усă курнă мерăсене хута ярасшăн. Нушаллă çынсене пулăшмалла, социаллă ыйтусемпе çыхăннă мĕнпур плана упраса хăвармалла. Пенсисем, бюджетниксен шалăвĕ пирки калатăп.
Лару-тăру йывăрлансан хăш-пĕр тÿрлетÿсем кĕртме, ăна-кăна чакарма тивĕ. Анчах кайран ÿсĕм пуласси куçкĕрет. Мĕн вăхăтран? Ĕçсем питĕ япăх пулсан та, манăн шухăшпа, пĕр икĕ çултан. Çак вăхăтра хамăрăн экономикăна диверсификацилес енĕпе нумай ĕç тума пултарасси пирки иккĕленместĕп. Урăхла май çук. Эпир хамăрăн резервсем çине таянăпăр. Вĕсем кăçал пысăкланчĕç. Тĕп банк резервĕсем - 419 млрд доллар. Тĕп банк çак укçапа тĕрĕс усă курĕ. Правительство резервĕсем те кăçал 2,4-2,5 трлн тенкĕ патнелле ÿсрĕç. Резервсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ - 8,4 трлн тенкĕ. Çак укçапа социаллă ыйтусене лăпкăн татса парăпăр, экономикăна диверсификацилес енĕпе ĕçлĕпĕр.
Лару-тăру çитес çулхи 1-мĕш, 2-мĕш кварталсенче, çулталăк варринче е вĕçĕнче лайăхланма пуçлĕ. Кунта уçăмсăрлăх нумай. Тĕп банкпа Правительство çак лару-тăрура кирлĕ пек ĕçленĕн туйăнать.
Валюта рынокĕнче услам тума май пулсан спекулянтсем яланах тупăнаççĕ. Икĕ кун каялла вĕсенчен хăшĕсемпе телефонпа калаçрăм. Валютăна мĕншĕн кăлармастăр тетĕп. «Пирĕн кĕçех кредитсемшĕн тÿлемелле». Çавăнтах хушса хурать: «Ну, пирĕн 3 млрд доллар пур». Арчара - 3 млрд доллар! Пĕр компанин кăна! Пуринне те пухсан 300 млрд та пуçтарăнĕ. Вĕсене ирĕксĕрлеме юрамасть, анчах патшалăх хутшăнакан компанисен хăйсен çирĕплĕхне тивĕçтермелле.
Донбасс блокади ăнăçу кÿмĕ
- Залра Украинăн кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă май вилнĕ журналистсен ĕçтешĕсем лараççĕ. Çав çынсем нихăш енчен те çапăçусене хутшăнман. Вĕсен пурнăçĕпе сывлăхне сыхласси - патшалăх тытăмĕсен тивĕçĕ. Пирĕн право хуралĕн органĕсен кăтартăвĕсем тăрăх - журналистсене вĕлернĕ чухне Савченко госпожа наводчик пулнă. Следствипе суд вăл айăпсăррине çирĕплетрĕç тĕк - тÿрех ирĕке тухĕ. Вăл вĕлерме хутшăнни палăрсан - явап тытĕ.
Чĕре хушнипе Украинăн кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче çапăçусене хутшăнакансем - наемниксем мар, мĕншĕн тесен куншăн укçа илмеççĕ. Унти ĕç-пуç - каратель операцийĕ, ăна паянхи Киев влаçĕсем ирттереççĕ. Кăнтăр-хĕвелтухăç ополченецĕсем хăйсен çарĕсене Киева яман, пачах тепĕр майлă, Киев влаçĕсем кăнтăр-хĕвелтухăçне хĕç-пăшаллă вăйсене илсе пынă, артиллерипе, çар авиацийĕпе усă кураççĕ.
Киеври хĕç-пăшаллă пăлхав хыççăн çĕршывăн пĕр пайĕ çакăнпа килĕшмерĕ. Унпа политика диалогĕ пуçарас вырăнне малтан право хуралĕн органĕсемпе усă курчĕç, çакă усăсăррине кура çарпа усă курма пуçларĕç. Капла та ăнмарĕ те - экономика блокадине йĕркелерĕç. Ман шухăшпа - çак çул ăнăçу кÿмĕ, вăл Украинăшăн, украин халăхĕн шăпишĕн сиенлĕ. Эпĕ тÿрĕ калаçу пуçарасса, лару-тăрăва йĕркелессе шанатăп - пĕрлехи политика анлăшне тавăрасси таранах.
Мишкăна сăнчăрласанах тайгана туртса илĕç
Пирĕн экономикăри паянхи ĕç-пуç - Крымпа çыхăннă тÿлев мар, ку - эпир наци, цивилизаци, патшалăх пулса упранса юлас кăмăлшăн тÿлени. Совет Союзĕ арканнă хыççăн эпир хамăрăн партнерсен умĕнче пĕтĕмпех уçăлтăмăр. Мĕн куртăмăр-ха? Çурçĕр Кавказри терроризма тÿррĕнех пулăшаççĕ. Туссем çапла хăтланаççĕ-и вара? Кирек хăш ыйтупа, эпир хуть те мĕн тусан та пире хирĕçлеççĕ, пирĕнпе кĕрешеççĕ. 2014 çулхи Олимпиадăна пĕтĕм тĕнчешĕн уяв пултăр тесе мĕнлерех хавхаланса хатĕрлентĕмĕр. Анчах пирĕн хатĕрленĕве, Олимпиадăна хăйне варалас тесе мĕн кăна хăтланмарĕç. Мĕншĕн, ку кама кирлĕ? Вĕçĕмсĕр çапла.
Эпĕ тĕслĕх илсе кăтартрăм: пирĕн пурте пĕлекен символ - хăйĕн тайгине хураллакан упа. Тен, Мишкăн лăпкăн кăна лармалла, çапла тусан çулăхма пăрахĕç? Пăрахмаççĕ! Ăна сăнчăрлама тăрăшĕç. Сăнчăрласанах шăлĕсемпе чĕрнисене тăпăлтарса кăларĕç, унран катемпи тăвĕç. Çав шăлсемпе чĕрнесем - пирĕн ядерлă хăват. Çапла пулса тухрĕ тĕк вĕсене Мишка та кирлĕ мар - тайгана ярса илĕç! Официаллă çынсемех темиçе хут каларĕç вĕт: иксĕлми пуянлăх упракан Çĕпĕр Раççей харпăрлăхĕнче пулни тĕрĕс мар. Апла тăк Мексикăран Техаса туртса илни - тĕрĕс, эпир хамăр çĕр çинче хуçаланни - тĕрĕс мар, ăна валеçсе памалла иккен.
- Раççей тухăçалла çаврăнать тенине час-часах илтетĕп. Эсир Америкăри аналитиксен ĕçĕсене вулăр-ха - унта АПШ тухăçалла пăхни пирки çыраççĕ. Ку анлă экономикăпа çыхăннă. Мĕншĕн тесен Азипе Лăпкă океан регионĕ тĕнчен ытти пайĕнчен хăвăртрах аталанать. Пирĕн çакăнпа усă курмалла мар-им? Паян мĕн тăватпăр - çакна тахçанах, экономикăра çивĕчлĕх çураличченех планланă.
Китайпа тунă контракта илес тĕк - вăл тăкаклă мар. Турци экономики те ÿсет, ăна та хушма энергоресурссем кирлĕ. Мĕн, пирĕн ма усă курас мар?
Ходорковские каçарнăшăн ÿкĕнместĕп
- «Пиллĕкмĕш колонна» термин çуралнăшăн хам яваплă тесе шухăшламастăп. Манăн ĕçсем обществăна пĕрлештерес тĕллевлĕ. Анчах вĕçĕмсĕр япăххине лайăх пек кăтартма та çук. Оппозици ăçта вĕçленет, ăçта пиллĕкмĕш колонна пуçланать - палăртма йывăр. Акă Михаил Юрьевич Лермонтов, гениллĕ поэт, оппозиционер пулнă-и? Паллах! Анчах вăл патриот та пулнă. Хăюллă офицер çĕршыв интересĕсемшĕн пульăсен айне кĕме хăраман. Михалковăн юлашки фильмĕнчи офицерсем те çавăн пекех. Лару-тăрăва революци патне илсе çитерсен вĕсене революционерсемех шыва путарнă. Каялла, пуçламăшне, таврăнма май пулнă тăк вĕсем Раççей патшалăхне аркатас çулпах утнă пулĕччĕç-ши? Оппозиционер темле хаяр пулсан та хăйĕн тăван çĕршывĕн интересĕсемшĕн кĕрешет. Пиллĕкмĕш колонна вара - ытти çĕршыв интересĕсене кура хушнине пурнăçлакансем, вĕсемпе пирĕншĕн ют политика тĕллевĕсемпе усă кураççĕ.
Ходорковский господин каçарма ыйтса çырчĕ. Политикăпа аппаланмăп тесе шантарнăччĕ пулас. Анчах каçарма йышăннă чухне эпĕ вăл политикăпа аппаланмассине тĕпе хуман - ку унăн ирĕкĕ. Раççейĕн кашни гражданинĕ пекех - унăн çакăн пек право пур. Турă пулăшса пытăр - ĕçлетĕрех. Эпĕ çынлăха тĕпе хурса йышăну турăм. Вăл амăшĕ йывăр чирлĕ тесе çырнăччĕ. Анне вара - сăваплă. Чунтан çапла калатăп. Вăл айăплавăн пысăкрах пайне ларса ирттернĕ - çынна татах унта тытни мĕн усси? Нимшĕн те ÿкĕнместĕп, тĕрĕс турăм тесе шухăшлатăп.
Пурин те саккуна уямалла
- Кунта урăхла хаклав пулма пултараймасть, - терĕ Владимир Путин Ксения Собчак Рамзан Кадыров террористсен çурчĕсене тĕп тума чĕнсе калани пирки ыйтнине хуравласа. - Раççейре вăйра тăракан саккунсене пурин те пурнăçламалла. Суд çапла йышăну туман тăк - никам пирки те айăплă теме юрамасть. Терактсем тăвакан çынсен тăванĕсем çакна пĕлеççĕ. Анчах ку никама та, çав шутра Чечня ертÿçине те судчен кама та пулин тустарма ирĕк памасть. Право хуралĕн органĕсем ку тĕслĕхпе тĕрĕслев ирттереççĕ. Террористсен тăванĕсен çурчĕсене камсем чĕртсе янă - тĕпчесе пĕлмелле. Маска тăхăннă çынсем пулнă. Кадыров вара вĕриленсе çапла калама, çакăнпа кам та пулин усă курма пултарнă.
Пирĕн утăмсемпе, калăпăр, Украинăра, Крымра е шалти политикăн ытти ыйтăвĕсемпе килĕшменнисем тĕлĕшпе официаллă влаç органĕсем нимĕнле тапăну та йĕркелемеççĕ. Çынсен хăйсен позицийĕсемпе килĕшменнисем пуррине пĕлмелле, çакăнпа çырлахма вĕренмелле.
Пирĕн Европăри туссем вара урăхларах. Сăмахран, Латвин Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви Газманова, Валерияна, Кобзона Латви территорине кĕме чарнă. Акă вăл - официаллă влаçсен позицийĕ. Раççей влаçĕсен кунашкал позици çук, пулман, нихăçан та пулмĕ.
Комментировать