Вăрмарсем маттур, анчах аталанмалли майсем те пур

22 Янв, 2014

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Вăрмар районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.

Малтанах шăвармалли шлангсем кăларакан «Аванпром» ООО ĕçĕпе паллашнă. Хальхи вăхăтра кунта 5 йышши шланг хатĕрлеççĕ - армировкăллисенчен пуçласа силиконран тăваканнисем таранах. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - влаç органĕсемшĕн бизнеса аталантармалли, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелли, ĕç укçине, çавна май çынсен пурнăç шайне çĕклемелли ырă условисене çирĕплетни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл предприяти ертÿçисене пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене патшалăх енчен пулăшмалли конкурса хутшăнма сĕннĕ.

Михаил Игнатьев РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи управленийĕнче те пулнă. Çурта тĕпрен юсанă, халĕ кунта ĕçлеме кирлĕ пĕтĕм услови пур. Йышăнăва килекен çынсем вăтамран 5 минут кăна кĕтеççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене татса паракан вăтам вăхăт - 11 минут. Республика Пуçлăхне пенси илекенĕн электрон тÿлев ĕçне йĕркелемелли ĕç-хĕлпе, çавăн пекех «Тÿлевçĕн уйрăм пÿлĕмĕ» электрон сервисĕпе паллаштарнă. 2007 çул пуçланнăранпа вырăнти управлени амăшĕн çемье капиталне илмелли 1077 сертификат панă.

Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăх историйĕпе тавра пĕлÿ музейĕн экспозицине пăхса çаврăннă. Вăл ял тăрăхĕсен пĕрлехи тĕп вулавăшĕнче вырнаçнă. Культура учрежденине 1967 çулта никĕсленĕ, паян унăн фондĕнче - 5,5 пин экспонат. Музейре - документсен, Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики ăсталакан япаласен куравĕсем, этнографи залĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин вăхăтĕнчи çар хĕç-пăшалĕн атрибучĕсем, «Вăрмар çĕрĕн çулĕсемпе сăнĕсем» курав.

Культурăпа кану центрĕнче Михаил Игнатьев 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх канашлу ирттернĕ. Унта экономика аталанăвĕн, культура министрĕсем Владимир Аврелькин, Вадим Ефимов, юстици министрĕн çумĕ Галина Чернова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Генрих Васильев, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ Константин Киргизов, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем, ыттисем хутшăннă.

Вăрмар районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи кăтартăвĕсем тата 2014 çулхи тĕллевсем çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Никитин доклад тунă. Вăл медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатас, район больницине врачсен кадрĕсемпе тивĕçтерес, района информатизацилес, ĕçкĕпе кĕрешес ыйтусене тата ытти ыйтăва çивĕч çĕкленĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче вырăнти администрацин çине тăрарах ĕçлемелли çул-йĕре палăртнă. Калăпăр, Вăрмар районĕ усă курман çĕр лаптăкĕсен харпăрлăх правин докуменчĕсене йĕркелес тĕлĕшпе юлса пыраканнисен шутĕнче. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çавнашкал çĕрсене 3 çул хушшинче муниципалитет харпăрлăхне илессине вĕçлемеллине палăртнине аса илтернĕ, çакă лаптăксене вĕсемпе тухăçлă усă куракансене памашкăн кирлĕ. «Ку ыйтусемпе çирĕм çул тивĕçлĕ ĕçлемен. Анчах лайăх хуçасем пулмасан йĕрке тăваймăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ пурăнмалли çурт-йĕрĕн социаллă программисемпе район ăнăçлă ĕçленине палăртнă. 2013 çулта юхăннă çурт-йĕр фондĕнче пурăнакан 30 çемье хăтлă хваттерсем илнĕ, нумай ачаллă çемьесене 47 çĕр лаптăкĕ панă, вĕсенчен 32-шне строительство пуçарма ирĕк панă, 23 çемье çурт çĕклеме пуçланă та ĕнтĕ.

Михаил Игнатьев шухăшĕпе - Вăрмар районĕнче сывă конкуренци вăй илнĕ, çавна май районта сĕт туса илекенсемшĕн лайăх хаксем йĕркеленнĕ. «Эпир сĕт тĕлĕшпе ĕçлекенсемшĕн лайăх хаксем йĕркелес тĕллев лартнăччĕ - ăна пурнăçларăмăр. Паян сĕтĕн вак суту-илÿри хакĕн çуррине яхăн пайĕ - ăна туса илекенсен тÿпи», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика пĕлтĕр строительство, медицина, вĕрентÿ енĕпе çитĕнÿсем тунине, спорт енĕпе Раççейре мала тухса наци премине илнине палăртнă. «Сирĕн районта пурăнакансем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене лайăх туяççĕ, çав вăхăтрах аталанмалли майсем, ĕçчен çынсем пур. Йăнăшсене тÿрлетсе малалла талпăнмалла», - тенĕ вăл.

Михаил Васильевич Вăрмарсене - тĕрлĕ енĕпе çитĕнÿ тунă, ăнăçлă ĕçлекен Юрий Николаева, Светлана Щербаковăна, Василий Шуйские Тав хучĕсем панă, сехетсем парнеленĕ. Унсăр пуçне район çамрăкĕсене - пултарулăхри ăнтăлушăн хавхалантармалли ятарлă стипендисем пама йышăннине ĕнентерекен свидетельствăсене, хĕрарăмсене федерацин тата республикăн амăшĕн капиталне илмелли сертификатсене панă.

Н.МИРОНОВ

саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.