Паттăрсен умĕнче пуç таятпăр

19 Дек, 2014

Декабрĕн 17-18-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ керменĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн, Раççей Геройĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри 10-мĕш турнирĕ иртрĕ.

Ăмăрту сумлă хăнасене пухрĕ

Çавна май кĕçнерникун Чăваш Ене Олимп паттăрĕсемпе Раççей Геройĕсем, авиаци ветеранĕсемпе офицерсем, паллă артистсем килсе кайрĕç. Вĕсем, Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Вячеслав Бочаровпа Юрий Недвига полковниксем, Олимп чемпионĕсем Александр Иваницкипе Арсен Фадзаев, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Сергей Корнилаевпа Хаджимурат Магомедов, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Дзамбулат Тедеев, Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович тата ыттисем. Шупашкар аэропортĕнче хăнасене ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев тата ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников кĕтсе илнĕ. Малтан вĕсем Чăваш Ен тĕп хулинчи «Çĕнтерÿ» астăвăм комплексне çитсе курнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса Çар Мухтавĕн палăкĕ умне чечек хунă. Унтан Правительство çуртĕнче республика ертÿлĕхĕпе курнăçнă.

Турнира халалланă савăнăçлă парадра та вĕсем чи кĕтнĕ хăнасем пулчĕç. Спорт уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Çамрăксене патриот воспитанийĕ парас тата сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕлĕшпе çĕршывра тата республикăра чылай ĕç тунине палăртрĕ. «Спортпа туслă çын вăйлă та хăюллă, унăн шухăш-кăмăлĕ çирĕп, вăл пур йывăрлăха та чăтма пултарать. Хастар чун-чĕреллисем çĕршыва хÿтĕлеме яланах хатĕр. Паянхи ăмăрту та çамрăксене тăван тăрăха юратма вĕрентет», - терĕ Михаил Васильевич. Спортсменсемпе тренерсене авиацин генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов саламларĕ. «Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен вуншар кĕрешÿçĕ çак ăмăртăва вуннăмĕш çул вăй виçме килет. Кашниех кавир çине çĕнтерме тухать. Çакă - чи пĕлтерĕшли. Спортра кăна мар, кулленхи пурнăçра та малта пулма ăнтăлăр», - терĕ вăл ăмăртăва хутшăнакансене тав туса ăнăçу суннă май. РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн вице-президенчĕпе Арсен Фадзаевпа Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович та пухăннисене ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕç. Лев Кураков академик РФ Общество палатин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Николай Гаврилов «Çулталăк патриочĕ - 2014» ята тивĕçнине пĕлтерчĕ.

Спорт уявĕ вĕçленсен республика Пуçлăхĕпе сумлă хăнасем Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулне çитсе курнă. Унта вĕсем çамрăк спортсменсемпе тата кадетсемпе пĕрле Пĕтĕм Раççейри «Тăван çĕршыв Геройĕсен вахти» акцие хутшăннă.

Чăваш пăхаттирĕсем - чи вăйлисем

Шупашкарта 2005 çултанпа ирттерекен ăмăрту пирĕн çĕршыв спортсменĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çĕнтерÿçĕсем "Раççей спорт мастерĕ" ята тивĕçеççĕ. Ку хутĕнче чăваш пăхаттирĕсемпе вăй виçме Дагестанран, Мари Элтан, Тутарстанран, Ханты-Манси автономи округĕнчен, Чечня, Мордва, Удмурти тата Коми республикисенчен, Ростов, Пермь, Ульяновск облаçĕсенчен, Мускавпа Санкт-Петербургран 250 спортсмен килнĕ.

Икĕ кун вĕсем медальсен 19 комплектне çĕнсе илессишĕн кĕрешрĕç. Раççейри чи вăйлă кĕрешÿçĕсемпе танах кавир çине 15-16 çулсенчи яшсем те тухрĕç.

Спортсменсем хăйсен регионĕн чысне хÿтĕлесе питĕ хĕрÿллĕн кĕрешрĕç. Мускавпа Санкт-Петербург тата Тутарстан каччисем уйрăмах вăйлă пулчĕç, вĕсем тĕрлĕ ушкăнра çĕнтерчĕç. Пурпĕр Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине çитекенни пулмарĕ, пирĕн пăхаттирсем пухмача 5 «ылтăнпа», 4 «кĕмĕлпе» тата 14 «бронзăпа» пуянлатрĕç, иртнĕ çулхи пекех пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Палăртма кăмăллă, финала чылай чăваш паттăрĕ тухрĕ, вĕсенчен 10-шĕ ылтăн медальшĕн тупăшрĕç. Чи сумлă наградăсене Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин студенчĕ Даурен Куруглиев, Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 5-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Вячеслав Ивановпа Алексей Еремеев, Андрей Исаевпа Степан Филиппов тивĕçрĕç. Канаш тăрăхĕнчи Михаил Андриянова, Дмитрий Степанова, Сергей Албутова, Раççей спорт мастерне Руслан Самарина пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпармашкăн пĕр утăм кăна çитеймерĕ.

Летчик пулмах çуралнă

Канаш тăрăхĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Гаврилов чылай ача пек пĕчĕк чухнех летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Хастар та хăюллăскер нимĕнле йывăрлăхран та шикленмен, вĕсене парăнтарса малаллах талпăннă. Çавăнпа шкултан вĕренсе тухсанах 17-ри çамрăк Сызраньти авиаци училищине çул тытнă. Телее, маттур каччăна ăннă, сывă та тĕреклĕскере вĕренме илнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк офицер пограничниксен çарĕнче вертолет чаçĕнче службăра тăнă, эскадрилья командирĕ пулнă. 1979 çулта Афганистанра вăрçă пуçлансан ыттисемпе пĕрле пирĕн ентеш те вут-çулăма кĕнĕ. 7 çул хушшинче вертолетпа тăшман çĕрĕ çине 2000 хут вĕçнĕ.

Афган вăрçинчен таврăннăскере Туркестан чиккине янă, унта вăл вертолет полкне ертсе пынă, 7 çул РФ пограничниксен службин наукăпа тĕпчев техника центрĕнче аслă летчик-испытательте тăрăшнă. 1999 çултанпа вăл - РФ хăрушсăрлăх службин авиаци управленийĕн пуçлăхĕ. Çак тытăмри летчиксем ФСБ ĕçченĕсемпе пĕрле Чечня Республикипе Çурçĕр Кавказри çар операцийĕсене хутшăннă, хальхи вăхăтра вĕсем тĕнчери терроризмпа кĕрешекен «Альфа» тата «Вымпел» ушкăнсене пулăшаççĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тата паттăрлăх кăтартнăшăн 2002 çулта Николай Гаврилов «Раççей Геройĕ» хисеплĕ ятпа «Ылтăн Çăлтăр» медале тивĕçнĕ. Вăл - РФ çарăн тава тивĕçлĕ летчикĕ, Ленин тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ. Канаш районĕнчи Янкăлч шкулне унăн ятне панă, унтах Геройăн музейне уçнă. «Летчик пулмах çуралнă», - теççĕ пирĕн ентеше мухтаса çĕршывĕпех паллă çынсем.

Андрей МИХАЙЛОВ

сap.ru сăнӱкерчӗкӗ

Рубрика: