Китай Чăваш Енпе пĕрле ĕçлесшĕн

19 Дек, 2014

Чăваш Республикипе Китай Халăх Республики хушшинчи туслă çыхăну нумай енлĕ аталаннине хальтерех пирĕн тăрăха ют патшалăхран пысăк йышлă делегаци килни те аван çирĕплетет.

Унччен суту-илÿре, культурăра килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿсем тунă пулсан, хальхинче Китайăн Коммерци министерствин тулаш инвестиципе экономика çыхăнăвĕн департаменчĕн тата унăн вăрман хуçалăхĕн ĕçне планлас тата патшалăх енчен финанслас пайĕн, тĕпчев институчĕсен специалисчĕсем Чăваш Ен Правительствипе республикăри вăрман хуçалăхне аталантарма инвестици хывас, йывăçран сĕтел-пукан тăвакан предприяти уçма ирĕк илес ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Правительство çуртĕнчи тĕлпулу умĕн Китайри Сычуань провинцийĕн Раççейпе тата Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕпе çыхăну тытакан ассоциаци президенчĕпе Цзэн Айгопа калаçма май тупрăм. «Коммерци министерстви Чăваш Ене ахальтен суйласа илмен: кунти обществăпа политикăри лару-тăрăва тĕплĕ тишкертĕмĕр, экономика аталанăвне шута илтĕмĕр, вăрман хуçалăх ресурсĕсем кăсăклантарчĕç. Çаксене пĕтĕмлетнĕ хыççăн тин Чăваш Енре производствăна аталантарма йышăнтăмăр», - терĕ вăл. Цзэн Айго пĕлтернĕ тăрăх, ку - тăваттăмĕш проект. Малтанхи виçĕ проекта Китай предприятийĕсем Томск тата Иркутск облаçĕсенчи, Еврей автономи округĕнчи вăрман хуçалăх комплексĕсенче пурнăçа кĕртме тытăннă ĕнтĕ.

Чăваш Енре вăрман промышленноçĕнчи проекта йышăнса çирĕплетсен тата унăн продукцине кăларма тытăнсан Китайăн Раççейĕн Европа пайĕнче тата пĕтĕмĕшле Европăра суту-илÿ рынокне йĕркелеме тивет. Ку, паллах, çăмăл ыйту мар, анчах ют çĕршыв усламçисем малашлăха шанса пăхнăн туйăнчĕ.

Китай Халăх Республикин делегацийĕ Чăваш Ене çитнĕ кунах Улатăрпа Йĕпреç районĕсенчи вăрман хуçалăхĕн комплексĕн предприятийĕсен хăвачĕпе паллашнă, вăрман участокĕсене çитсе курнă. Ун хыççăн ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йышăнчĕ. Тĕлпулăва профильлĕ министерствăсен ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Делегаци ертÿçи - Китай Халăх Республикин Коммерци министерствин тулаш инвестиципе экономика çыхăнăвĕн департаменчĕн директорĕ Чэнь Линь - пĕрлехи ĕçре икĕ енĕшĕн пысăк усă пулассине палăртрĕ, республика ертÿлĕхне ăнланулăхшăн тав турĕ, малашне пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлессине шантарчĕ.

Иван Моторин Китайри ĕçтешĕсене республика специалисчĕсем проекта хатĕрлеме пулăшассине, продукцин сутаслăхне тишкерессине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех республикăри ведомствăсем Чăваш Енри вăрман калăпăшĕ, пахалăхĕ çинчен тулли информаци хатĕрлĕç. Правительствăсен хушшинчи комиссисен эксперчĕсем ирĕк панипе ун хыççăн пĕрлехи ĕçĕн программине çирĕплетĕç.

Юрий ЛИСТОПАД

Рубрика: