Çерем уçма кайсан...
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăслăлăхсен çÿллĕ тÿпине хăпарнисем çĕртен те иртнĕ. Вĕсен йышĕнче доктор ятне илнĕ хĕрарăм профессор пĕрре кăна. Вăл - Сăкăтра çуралса ÿснĕ Мария Михайловна Горбунова. Мухтавлă ентешпе паллашма тахçантанпах ĕмĕтленнĕ. Шел, Алтай крайĕн тĕп хулинче Барнаулта тĕпленнĕ ентешĕмĕр тăван кĕтесе питĕ сайра килсе çÿрет. Çулĕ çывăх мар çав. Ялта хăвна чун панă тăван пурăнсан туртакан вăй пур темелле. Анчах Маня аппа иккĕре чухнех амăшĕ чирлесе куçне хупнă. Ашшĕ те тахçанах масарта выртать. Хăйне ачаранах хÿтте илсе ÿстернĕ Минÿк аппăшне юлашки çула ăсатма та çитеймерĕ. Уйăхран кăна вил тăпри çине пырса пуç тайма май тупрĕ. Унтанпа пахчари хурăн вăтăр виçĕ хутчен çулçă тăкма ĕлкĕрчĕ.
Мария Михайловна кăçал çитмĕл çиччĕ тултарчĕ. Çулсем иртнĕ май хăйне мăшăр çунат панă Сăкăт ытларах аса килме пуçларĕ. Тăван çĕр-шывра уйăх та çутăрах теççĕ. Тăван килте улăм тÿшек те мамăкран çемçерех. Ентеш яла курма килнине район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов систерчĕ. Вăл Алтай хăнине ял кăтартса çÿреме те ĕлкĕрнĕ. Виçĕ хутлă çĕнĕ шкула, клубпа библиотекăна кĕрсе курнă. Ачалăхĕ иртнĕ Туçа касси урамне, тăван кил вырăнне илсе çитернĕ.
Паллашрăмăр
Тăхтаса тăмасăр Сăкăта вĕçтертĕм. Мария Михайловна ял хĕрринче пурăнакан Муллинсем патĕнче чарăннă. Кил хуçин мăшăрĕ Аля Маня аппан ялта тăрса юлнă тăванĕсенчен чи çывăххи. Аслă аппăшĕн Минÿкăн хĕрĕ. Эпĕ пынă чухне вĕсем çурт хыçĕнчи çĕр улми лаптăкĕнче мăкăлтатачĕç. Кĕçĕнни калакпа улма кăларать, асли авăр çăлать.
- Маня аппана пÿртре мăнукпа лар тетĕп те. Итлемест, - сăмах хушать Аля. - Эпĕ çĕртен писнĕ çын мар. Мана çынпа пĕрле пахчара чакаланма лайăхрах тет.
Мария Михайловна вырăсла калаçать, хăш-пĕр çĕрте кăна, калас шухăша витерсе çитерме, чăвашла сăмах хушать.
- Атте-анне чĕлхине маннă теместĕп. Пĕтĕмпех лайăх ăнланатăп. Анчах утмăл çула яхăн вырăс хушшинче пурăнса вырăсла шухăшласа сăмахлама хăнăхрăм пуль çав. Яла та пилĕк хутран ытла килсе кураймарăм. Чĕлхем кăнттамланчĕ. Ан ÿпкелешĕр ĕнтĕ, - каçару ыйтать Мария Михайловна ăшă шывпа аллине çунă май.
Мĕн вăй панă-ши?
Хăна хăйне питĕ сăпайлă та тирпейлĕ тытать. Ĕмĕрĕпе Сăкăтра пурăннă тейĕн. Çапах та вăл нумай вĕреннĕ, ăслă çынсемпе юнашар пурăннине, ĕçленине тÿрех туйса илетĕн. Ял çыннисене чылайăшне маннă. Кăшт аса илтерсен кам хăш йăхран тухнине аванах чухлать. Манăн атте ратнисене те ас тăвать. Эпир Çил арман кассинче пурăннă вырăна чиперех тĕшмĕртет.
Альăн хĕрĕ Лина чей вĕретсе хатĕрленĕ. Таса çи-пуç тăхăннă Мария Михайловнăпа пахчара пуçланă калаçăва малалла тăсатпăр. Итлетĕп те унăн кун-çул историне, пурнăç кукри-макрашкине - шалтах тĕлĕнетĕп. Ăнланаймастăп та. Мĕнле майпа, мĕн пулăшнипе хура халăхран тухнă, йывăрлăхра çитĕннĕ хĕр çавăн пек пысăк çын пулса тăма пултарнă-ха? Турă пани-и, атте-анне пилĕ-и е ял хавалĕ-и? Е этем пĕлсе ăнлантарайман вăй-и?
Куççульлĕ çамрăклăх
Кашни çыннăн пурнăçĕ хăйне евĕр йывăр, сакăлталлă, тумхахлă. Чылай чухне этеме çитмен пурнăç пăлхантарать. Анчах çĕрме пуянсем те куççуль кăлараççĕ. Мария Михайловнăн шăпине тишкерсен çавсенчен пĕри е тепри йĕрмĕшни вак-тĕвек пек кăна туйăнать...
Маня аппан ашшĕ Михаил Алексеевич Горбунов /ялтилле каласан Курпун Михали/ тăваттă авланнă. Пĕрремĕш арăмĕ икĕ хĕр çуратнă хыççăн çамрăклах вилнĕ. Нушаран Михаля тепре авланнă. Иккĕмĕш мăшăрĕнчен 1936 çулта Маня çуралнă. Ăсăнсен йăхĕнчен тухнă Раиса та йывăр чире пула пĕчĕк хĕрне тăлăха хăварса сивĕ тăпра айне кĕрсе выртнă. Кăшт вăхăт иртсен Горбунов киле тепĕр хĕр илсе килсе арăм тунă. Вăл 1943 çулта ывăл çуратнă. Çемьене тăрантарас тесе Михаля аякри хуласене ĕçлеме кайса çÿренĕ. Каярахпа Шупашкара вырнаçнă. Кунта вирьял майрине тупнă.
Амăшĕсĕр юлнă кăкăр ачин Манян малашне мĕнле пурăнмалла? Кам ăна утьăкка сиктерĕ? Выçă хырăма улталама çăвара кам чăмлак хыптарĕ? Кам ăшшăн çупăрласа ачашлĕ? Юрать, килте вун тăххăрти Минÿк аппăшĕ пулнă. Тăлăхшăн вăл амăшĕ вырăнне пулнă. Ялта выçăпа вилекен те, шыçăнса выртакан та, чир-чĕрпе хĕне кайса аптăракан те, шăнса ларакан те пайтах пулнă çав çулсенче. Колхоз хăйĕн çыннисене çулталăкĕпе пилĕк авсан та пĕр михĕ тырă парайман. Чĕрĕ чунăн вара пурăнмаллах...
Ама çури çăкăрĕ йÿçĕ
Вун виççĕ тултарсан Маняна ашшĕ Шупашкара илсе кайнă. Хăйĕн юнĕ-çке! Çын ĕнси çинче текех ан лартăр тенĕ пуль. Анчах ама çури çăкăрĕ армути пек йÿçĕ тесе ахальтен каламан ваттисем. Тăван анне хĕнесен ыратмасть, ама çури пĕрре çапсан та ĕмĕр асран тухмасть. Ашшĕ çирĕп хытарса юнасан та, ют хĕрарăм йăлăнсан та Маня ун çумĕнче «анне» тесе ачашланма хăю çитереймен.
- Ĕмĕрĕмре «анне» сăмаха каласа кураймарăм. Хама пурнăç парнелекене ас тумастăп. Ытла пĕчĕк пулнă. Ыттисене чĕре йышăнман, - ассăн сывласа илет Мария Михайловна вĕри чей куркине ачашшăн сĕртĕнсе. - Ама çурине Мария Алексеевна тесе чĕннĕ. Хула çумĕнчи Лапсартан тетчĕ ăна атте. Ытла кăра çилĕллĕччĕ вăл, кăмăлĕ йывăрччĕ...
Ама çурипе çур çул пурăнни çур ĕмĕр евĕрех теççĕ. Маня виçĕ çул пурăннă. Юлашкинчен чăтайман çамрăк чун. Тăван ялне амăш вырăннех пулса тăнă Минÿк аппăшĕ патне таврăннă. Ан тив: кунта хуппипе пĕçернĕ улмапа вĕлтĕрен шÿрпи кăна пултăр, анчах вăл чĕре патне пырать.
Пуçа усмалла мар!
Нуша кулач çитерет тесе ахальтен каламан. Маня çамрăклах йывăрлăхсене çĕнтерме, çирĕп чун-чĕреллĕ пулма хăнăхнă. Пурнăç хÿри пăрăнăç, ялан пуç усса тăрас мар. Çапла лăплантарать вăл хăйне.
Виçĕ çул Шупашкарта пурăнса вырăсла самаях калаçма хăнăхнă хĕр Патăрьелĕнчи вăтам шкула тăххăрмĕш класа кайса çырăнать. Çын куçĕнчен пăхса пурăнмалла ан пултăр тесен малалла вĕренмелле-çке. Кунта хваттере кĕрсе пурăнмасть. /Укçа кирлĕ!/ Кашни кун - кĕркунне-и е çуркунне-и, пылчăк-и е тăман-и - сакăр çухрăмри район центрне çÿрет. Патăрьел шкулĕ ĕлĕкренех вăйлă педагогсемпе палăрнă. Вичкĕн хĕр кашнин сăмахне тимлĕн итлет, ăса хывать.
Вăтам шкул хыççăнхи тĕллев - Шупашкарти ял хуçалăх институчĕ, агрономи факультечĕ. Мĕншĕн учителе, врача е инженерпа строителе вĕренес темен-ха? Çакăн сăлтавне акă еплерех ăнлантарать: «Каникулта эпир колхоз ĕçне нумай хутшăннă. Пĕррехинче кĕр калчи ÿсекен лаптăксене удобрени сапма çÿрерĕмĕр. Фронтра пулнă агроном аммиак селитри тулла парка ÿсме, йышлă пĕрчĕллĕ тата шултра пучахлă пулма пулăшни çинчен каласа ăнлантарчĕ. Выçăпа касăхнă организма тутлă апат антарса паниех иккен. Çак самантра çуралнă-тăр ĕнтĕ ял хуçалăх специалисчĕ пулас ĕмĕт».
Сăкăт хĕрĕ института кĕме экзаменсене ăнăçлă тытать. Пĕрремĕш курса илни çинчен хушу та тухать. Студент билетне илмелле те авăнăн пĕрремĕшĕнче аудиторие лекци итлеме кĕрсе лармалла. Анчах общежити çукки пуçа хыçтарать. Пÿлĕм тупса пурăнма пулĕ-ха, анчах тÿлевĕ ураран ÿкерет. Стипенди те çитес çук. Ашшĕ хăйĕн патне кĕртме хирĕç пулмĕ-ха. Анчах леш эсрел хĕрарăмĕпе пĕр кăмака умне мĕнле тăмалла? Капла та вăл ăша нумай пĕçернĕ.
Хĕр апла та шухăшлать, капла та... Кăмăл пур та термен çук. Аслă шкул алăкне яри уçнă хĕр каялла яла таврăнать.
Пурте - çерем уçма!
1954 çул. Вăрçă чарăннăранпа тăхăр çул. Апла пулин те çĕнтерÿçĕ çĕр-шыв чухăнлăхпа нишлĕх лачакинчен тухайман-ха. Нумай çемьере тăраниччен çимелĕх çăкăр та çук. Çак çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче КПСС Тĕп Комитечĕ «Çĕр-шывра тĕш-тырă туса илессине малалла ÿстересси тата сухаламан-ватман çĕрсене ĕçе кĕртесси çинчен» йышăну кăларнă. Урăхла каласан çерем çĕрсене уçма тытăнмалла! Патшалăх планĕ Казахстанри, Çĕпĕрти, Урал тăрăхĕнчи тата ытти регионти 43 миллион гектартан кая мар усăсăр выртакан çĕрсене сухаласа тухма палăртать. Кĕçех çĕр чăмăрĕн пĕрре улттăмĕш пайĕнче туса хунă Союзра çĕнĕ сăмах - УÇНĂ ÇЕРЕМ - пулса кайнă. Вăл аслă çĕр-шыври халăха ытлăн-çитлĕн тыр-пул туса илме пысăк шанăç панă. Пĕрлех ял хуçалăх отраслĕ вăйлă аталанĕ. Вăл çĕкленсен экономика малалла кайĕ.
Яланхиллех халăх партипе правительство, çĕр-шыв пуçĕ Никита Хрущев чĕнсе каланине хапăлласа та ырласа йышăннă. Ара, çакă малашне лайăх пурнăç çитессине пĕлтерет-çке, чĕрере хаваслă ĕмĕт çуратать.
Çерем уçнă çĕрте, паллах, тĕп вăй - çамрăксем. ВЛКСМ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç умне çĕнĕ тĕллевсем лартать. Лозунгĕсем тата еплерех: «Молодежь - на целину!», «Даешь, целина!», «Все на целину!»... Районсенче, облаç-республикăсенче пушă хирсене яма ятарлă штабсем туса хураççĕ, савăнăçлă лару-тăрура, купăс каласа, хаваслă юрă юрласа инçе çула ăсатаççĕ. «Пурте - Çерем çĕрсене уçма, пурте - Целинана!»
Тăван килĕнче хĕл каçнă хыççăн Маня та Патăрьел комсомол райкомне çитет, хăйĕн кăмăлне пĕлтерет. Çамрăк чун - иçĕм, ĕмĕчĕ - çиçĕм. Вун тăххăрта пыракан хĕр килте ларайĕ-и вара çакăн пек саманара! Ăçта çитсе мĕн тумалли уçăмлă мар пулсан та çула тухмалла! Ленин значокĕ тĕлĕнчи кĕсьере - комсомол путевки. Çул аякри Алтай еннелле выртать. Ĕмĕрлĕхе тăвансемпе, ял-йышпа уйрăлнине ун чухне ăнланнă-ши?
Ĕçре - малта, обществăра - активист
Уçнă çерем тенипе пурте гусеницăллă трактор çине лараймаççĕ паллах. Кашниех сухаçă та пулаяс çук.
Манясен ушкăнне Барнаул хулине илсе çитереççĕ. «Стройгаз» трестри бетон заводне ĕçе вырнаçтараççĕ. Цементпа хăйăр хутăшне çăр та çăр. Баракра пурăнмалла. Пÿлĕмре - тумбочкăпа кравать... Укçине те аванах тÿлеççĕ пек. Лутра та черченкĕ кĕлеткешĕн ĕçĕ çăмăл мар та, чăтма пулать. Ку çеç-и-ха? Пĕчĕкрен йывăр ĕçре пиçĕхнĕ хĕр нормăна ирттерсе пурнăçлама пикенет, малтисен ретне тăрать. Вĕри хĕре бригадăри комсомол комитечĕн секретарьне суйлаççĕ. Ĕçрен пушансан - клуба: хорта юрламалла, спектакль лартма хатĕрленмелле, политвĕренÿ занятийĕнче лармалла...
Çерем çĕрсене уçмалли кампани вăл - патшалăхĕн пысăк малашлăхлă политики. Целинана механизаторсем кăна мар, агротехникăна пĕлекен ăста специалистсем те кирлĕ. Çавна май Барнаулти ял хуçалăх институчĕ те хăватне ÿстерет. Ял професси лаççине çамрăксене хапăл вăл - килĕрех! Ку пирĕн Манян ĕмĕтне пурнăçлама шăпах меллĕ. Анчах ĕçе пăрахмасăр вĕренмелле. Çав çулхи кĕркуннех вăл экзаменсене Шупашкарти пекех ăнăçлă тытса агрономи факультечĕн студенчĕ пулса тăрать.
Çак вĕренÿ меслечĕн хăйне евĕр уйрăмлăхĕ пур: пуçăнакан нумай, пĕтерекен сахал. Хĕр-упраç тени, сăмахран, качча тухать, ача çуратать... Унтан вĕренÿ çине алă сулать. Маня та хăй пекех çерем уçма килнĕ Чĕмпĕр каччипе пĕрлешсе ача-пăчаллă пулать. Çемьеллĕ пурнăçра йывăрлăх чылай сиксе тухать. Анчах вăл кĕнекесемпе конспектсене алран яман.
Тĕллев пурнăçланать
Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ чухне Маня çулталăкри ачипе Барнаултан 230 çухрăмра вырнаçнă Баево районĕнчи совхоза практикăна каять. Директор тархасласа ыйтнипе пĕр уйрăмăн агрономĕ пулма килĕшет. Апла пулин те программăпа палăртнă ултă çул хушшинче, тĕрĕсрех каласан, 1961 çулта, вăл алла ученăй агроном дипломне тытать.
Пĕлме. Çитес çул çерем çĕрсене уçма пикеннĕренпе 60 çул çитет. Казахстана Украинăпа Раççейрен кăна 6 миллион каччăпа хĕр куçса кайнă. Пĕрремĕш çулах планпа пăхнă 13 млн гектар вырăнне 33 млн гектар сухаланă. Икĕ çулта тĕш-тырă туса илекен 425 совхоз йĕркеленĕ. Аграри гиганчĕсен шучĕ малалла та ÿснĕ.
Тĕллев пархатарлă пулсан та вăл çĕр-шывра апат-çимĕç ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе пуçарнă черетлĕ кампани çеç пулса тухнă. Аслă çĕрсене ĕçе кĕртессине малтан хатĕрленмесĕр пуçланă: çулсем, тырă упрамалли вырăнсем туман, квалификациллĕ кадрсем çитмен. Пурăнмалли çурт-йĕр, техникăна пăхса тăмалли тата юсамалли базăсем пирки те шухăшламан. Çĕр-шывра туса кăларакан мĕн пур трактор-комбайна çĕнĕ çĕрсем уçма ăсатнăран тухăçлă тырă çитĕнтерекен регионсем йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. 1954-1961 çулсенче çерем çĕрсем ял хуçалăхне аталантарма уйăракан укçа-тенкĕн 20 процентне çăтса янă. Çут çанталăк условийĕсене шута илменни те нумай ура хунă.
Тĕрлĕ регионта талккăшшпе анлăш ăнлавсем тĕрлĕрен. Пирĕн енче, тĕслĕхрен, ялпа ял хушши çичĕ-сакăр çухрăм пулсан та инçе пек. Мария Михайловна пырса лекнĕ Баево районĕн лаптăкĕнче пирĕн Патăрьел, кÿршĕри Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски тăрăхĕсем вырнаçаççĕ. Алтай крайĕ Чăваш Республикинчен 9,2 хут пысăкрах. Совхозри пĕр уйрăмăн çĕрĕ - 10700 гектар. Ку тăван ялти колхоз çĕрĕнчен пилĕк хут ытларах.
1963 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче Баево районĕнчи Мурашкино поселокĕ çывăхĕнче çĕр чăмăрĕ çинчи пĕрремĕш хĕрарăм космонавт Валентина Терешкова-Николаева космосран анса ларнă.
Николай ЛАРИОНОВ,
РФ Журналистсен союзĕн членĕ
/Вĕçĕ çитес номерте/.
Комментировать