Тантăшăмпа пиччене хаçат çырăнса парнеллĕ турăм

18 Дек, 2014

Кĕсье телефонĕпе усă курмашкăн укçа куçарас шухăшпа Ишек салинчи почта уйрăмне кĕтĕм. Эльвира Геннадьевна яланхи пекех тараватлăн кĕтсе илчĕ. Мĕн çăмăлпа килни çинчен ыйтса пĕлсен ыйтăвăма тÿрех тивĕçтерчĕ.

Чылай ĕçпе почта уйрăмне васкатпăр: газпа, электричествăпа усă курнăшăн, ачана садике çÿретнĕшăн тÿлемелле-и? - пурте унталла утатпăр. Çавна май çыхăнуçăсем патĕнчен кунĕпех çын татăлмасть. Кăçалхи август уйăхĕнче çĕнĕ çурта куçнă хыççăн почтăна кĕрсе тухма тата кăмăллăрах: пÿлĕмĕсем çутă, витрини чаплă, почтальонсем валли уйрăм пÿлĕм пур. Унта хаçат-журналăн çĕнĕ номерĕсене уйăрса майлаштармашкăн меллĕ.

Эльвира Таланцева Çатра Марка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ, Клавдия Варсонофьевна, малтан «Слава» совхозра - дояркăра, кайран тивĕçлĕ канăва тухичченех почтальонкăра тăрăшнă. Эльвира унăн çулне суйласа илнĕ. 1997 çултанпа Çатра тата Кивçурт Марка ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журнал валеçнĕ, ун хыççăн оператора куçнă. Пултарулăхне кура 2000 çулта Эльвира Геннадьевнăна почтăна ертсе пыма шаннă. Хăйĕн тивĕçне 14 çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Унпа пĕрле Наталья Григорьева тăрăшать. Сăмах май, çак ĕçре вăл - 40 çула яхăн.

Ишекри почта уйрăмĕнчи 6 почтальонка 17 яла хаçат-журнал валеçет. «Пурте тăрăшуллă та маттур, çапах та Роза Гавриловăна çитекенни çук. Вăл тавар нумайрах сутать, хаçат-журнал та ытларах çырăнтарать, - тет почта ертÿçи. - Ишек салинчен аяккарах пурăннă май ĕçе иртерех тухса утма тивет унăн. Юрать-ха хĕрĕ Татьяна кĕçĕн ачипе декретлă отпуск - выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăл тăрмашать».

Ялти ватăсене Ишеке кайса килме кансĕртерех. Эльвира Геннадьевна, вĕсем ыйтнипе, газпа электричествăшăн та тÿлет, квитанцисене те киле пырсах параççĕ. Çак тарана çитсе ăшă кăмăллă хĕрарăм пĕр çыннăн ыйтăвне те тивĕçтермесĕр хăварман.

Çĕнĕ çул çывхарнă май ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ ывăл-хĕрĕ валли Хĕл Мучин салам çырăвне, парнине тивĕçме саккас парать. Пуйăспа е самолетпа çула тухас тĕллевлисем почта уйрăмне Интернет урлă билет туянма пыраççĕ.

Эльвира Геннадьевна Çатра Марка каччипе Александр Никоновичпа çемье çавăрнă. Чĕрĕк ĕмĕр ытла килĕштерсе пурăнаççĕ, икĕ хĕр çитĕнтерсе ура çине тăратрĕç.

Общество ĕçĕнче те сатур Таланцевсем. Ялти клубра иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Ентешĕсен хушшинчи ăмăртура, «Туслă çемье» номинацире, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕччĕ вĕсем. Унта çĕнсе илнĕ картина пÿрте халĕ те илем кÿрет.

Хушамат историйĕпе кăсăкланса акă мĕн пĕлтĕм: несĕлĕсем Федоровсем пулнă. Александрăн аслашшĕ кăмака, купăс ăсталама пĕлнĕ, вырăсла каласан «талантпа» палăрнă. Çавăнтан вара çĕнĕ хушамат - Таланцевсем - пулса кайнă.

«Ĕçĕр çăмăл мар, паллах, мĕнле ĕлкĕрсе пыратăр?» - терĕм те: «Компьютерпа, Интернетпа туслашмалла, хут ĕçĕ шутсăр нумай. Чи кирли - çынна итлеме пĕлмелле», - терĕ Эльвира Геннадьевна. Ман шухăшăм çапларах: килен-каянпа кăмăллăн калаçса кашнин ыйтăвне туллин тивĕçтересси - чи кирли. Ку тĕлĕшпе Эльвира Геннадьевна чăннипех маттур.

Ишекри почта уйрăмĕ 2015 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли хаçат-журнал çырăнтармалли плана пурнăçланă. Çакă, паллах, кашни почтальонкăн сатурлăхĕнчен килнĕ. Халăх чăваш хаçачĕсене кăмăлласа çырăнать. Çак йĕркесен авторĕ те вĕсене килĕштерет. Юлташ хĕре тата Тăвай районĕнче пурăнакан пиччене хаçатсем çырăнса парса парнеллĕ турăм.

Е.ГРИГОРЬЕВА.

Шупашкар районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.