Вокзалта вĕçленнĕ çулçÿрев

18 Дек, 2014

Çав каç Элĕк районĕнчи Писĕп ялĕн лавккине иккĕн кĕнĕ. Чипс, сăра туяннă, кĕленчене уçса пама ыйтнă. Сутуçă аялти çÿлĕк çинчи открывалкăна илме пĕшкĕннĕ кăна - клиентсенчен пĕри ăна пуçран мăлатукпа кÿплеттернĕ...

Мĕскĕне скотчпа çыхнă. Лавккана тĕпĕ-йĕрĕпе тустарнă. 8 пин тенкĕ укçа, сигарет, апат-çимĕç вăрланă. Сутуçа скотч тыткăнĕнчен хăтармасăрах алăка тултан питĕрсе хăварнă. Тухса кайиччен асăрхаттарма та манман: полицие пĕлтерме хăйнă ан пултăр...

Арçын тыткăнран хăтăлса тухма пултарнă, çапах тапăну пирки çывăх çыннисене çеç пĕлтернĕ - полицие евитлеме шикленнĕ. Вăхăт ир еннелле сулăнсан тин лавкка хуçисем паллакан полицейские пăтăрмах çинчен каласа панă. Элĕк районĕн полицийĕн уголовлă шырав уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Федоров шар курнăскере пĕр тăхтамасăр полицие илсе кайнă. Ятарлă базăри сăнÿкерчĕксене кăтартнă.

Вĕсен хушшинче сутуçă хăйне тапăнакансенчен пĕрне палласа илнĕ. Çак тăрăхра пурăнаканскерех, маларах та çаратушăн судпа айăпланнăскер. Йĕркелĕх хуралçисем иккĕмĕш хурах камне те часах палăртнă: Белорусси çынни, 42 çултискер, вăл та хурахла тапăнушăн кирпĕч шутланă. Нумаях пулмасть Чăваш Енри колонисенчен пĕринчен ирĕке тухнă, Элĕк районĕнчи тусĕ патĕнче хăналаннă. Тĕрĕссипе, вĕсем шăпах колонире паллашнă - пĕрлехи «кăсăклану» туслаштарнă темелле. Лавккара тем тесен те çак икĕ тус пулнă! Пакунлисем вĕсене шырама тытăннă...

Часах информаци çитнĕ: икĕ тус пирвайхи рейс автобусĕпе ирех Шупашкара çул тытнă пулас. Информацие тĕрĕслес шутпа оперсем автобус водительне телефонпа шăнкăравланă. Асăрханса, линин тепĕр вĕçĕнче полицейскисем пулнине систермесĕр калаçма ыйтнă. Водитель сыщиксене интереслентерекен пассажирсем чăнах та ПАЗ салонĕнче пулнине çирĕплетнĕ. Малалли, мĕнле калас, техника ĕçĕ.

Çулçÿревçĕсене Шупашкарти автовокзалта «ăшшăн» кĕтсе илмелли çеç юлнă. Элĕк полицейскийĕсем тĕп хулари ĕçтешĕсемпе çыхăнса пулăшу ыйтнă. ОП-1 сотрудникĕсем районтан çула тухнă автобус вокзал территорине кĕнĕ çĕре шăп та лăп пырса çитнĕ. Хурахсене самантрах тытса чарнă. Вĕсем пысăк сумкăсемпех çула тухнă иккен - республикăпа сыв пуллашма хатĕрленни куçкĕрет. Çук, тарса ĕлкĕреймен - каялла таврăнма тивнĕ. Тунни кăлăхах пулнине кура вĕсем преступлени тунине йышăннă, вăрланă япаласем ăçтине кăтартнă.

Элĕк полицийĕн следстви уйрăмĕн пуçлăхĕ Наталья Петрова пĕлтернĕ тăрăх - «хурахла тапăну» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă, следстви пырать.

Ольга ПАВЛОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.